Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын килӗнче пӑшал, ҫар хатӗрӗсем саккуна пӑсса упранӑ. Полици унӑн ҫуртне ухтарнӑ чухне 71 патрон, 42 грама яхӑн тар (порох) тупнӑ. Кунсӑр пуҫне арҫын кӗске авӑрлӑ пӑшал – 5,6 миллиметр калибрлӑскер, упранӑ. Нумаях пулмасть ӑна судра явап тыттарнӑ. Прокуратура сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗн арҫыннине тӗрмене хупмасӑр 10 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа амӑшӗн капиталне Патшалӑх услугисен порталӗнче харпӑр кабинетра электронлӑ информаци евӗр илме май пур. Чӑваш Енре те ку документа ҫакӑн пек майпа илме пуҫланӑ. Хальлӗхе ҫакна кашни ҫын хӑйӗн ирӗкӗпе пурнӑҫлама пултарать. Документа пенси фончӗн сайтӗнче харпӑр кабинетра хатӗрлемелле. Тӳре-шара кунашкал мелӗн икӗ паха ен пур тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ – пенси фондне каймалла мар, иккӗмӗшӗ – документ ҫухалмасть, лӳчӗркенмест. Ҫак мелпе Чӑваш Енре чи малтан Улатӑр районӗнчи Григорьевсен ҫемйи усӑ курнӑ. Аса илтерер: амӑшӗн капиталӗ халӗ 453 пин те 26 тенкӗпе таншалать. Унпа ҫурт туянма, ачасене вӗрентме, сусӑр шӑпӑрлансене сиплеме, амӑшӗн пухӑнакан пенсине хывма ирӗк параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем Атӑл кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче те ӑна уявлӗҫ. Тӗп мероприяти «Атӑл ҫинчи телей» ҫуллахи турист сезонне уҫни пулӗ. Сывлӑха ҫирӗплетмешкӗн Скандинави утти енӗпе II фестиваль иртӗ. Кашниех хӑйӗн дистанцине утма пултарӗ. Фестивальпе килӗшӳллӗн ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен куравӗ иртӗ. Чи лайӑххисене парнепе хавхалантарӗҫ. Ачасене пурне те мороженӑйпа сӑйлӗҫ. Спортӑн экстремаллӑ тӗсӗсене юратакансем вара кайтсерфинг тата сабсерфинг енӗпе тупӑшӗҫ. К.Иванов ячӗллӗ скверта та уяв программи хатӗрлӗҫ. Унта концерт пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрмӑшри ҫӳп-ҫап контейнерӗсем Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче темле хыпар та пӗлме пулать. Вӗсенче паян Шупашкар районӗпе ҫыхӑннӑ виҫӗ хыпара асӑрхама тӳр килчӗ. Вӗсенчен пӗринче Кӑрмӑш ялӗ сӑнарланнӑ, теприсенче — район центрӗ, Кӳкеҫ. Кӑрмӑш ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсем те пур. Вӗсене «Новое село» (чӑв. Ҫӗнӗ ял) управляющи компани тытса тӑрать иккен. Анчах ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса кайманнине пула контейнерсем тулса тӑкӑннӑ. Сӑн ӳкерчӗксен авторӗ — Александр Яичников ятлӑ ҫын. Тепӗр хыпарта Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсенче пурӑнакансем аэфутбол выляма ачасем валли пӗчӗк уй тата волейбол лапамӗ хатӗрленине кӑтартнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем никама шанмасӑр хӑйсен пуҫарӑвӗпе тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах район центрӗнчи пӗр вырӑнта каснӑ йывӑҫ тураттисем сапаланса выртнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Николай Николаев депутат Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Николай Алаев ҫамрӑк ҫемьесем яла юлманшӑн пӑшӑрханнипе депутат патне ҫитнӗ. Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев халӑха йышӑннӑ. Ҫынсене вӑл скайппа та итленӗ. Карапаш ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫавӑн пек меслетпе ҫыхӑннӑ та. Николай Алаев «Ҫамрӑк ҫемье» патшалӑх программипе укҫа илекен ҫамрӑк ҫемьесем ҫурта е хваттере хулара туяннине ӑнланмасть. 2010 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулччен Карапаш ял тӑрӑхӗнче субсидие 5 ҫемье илнӗ. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ ялта юлнӑ. «Сирӗн пӑшӑрханӑва эпӗ ӑнланатӑп, – тенӗ Николай Николаев. – Анчах ҫыннӑн хӑй пурӑнас вырӑнне суйлама ирӗк пур». Ҫапах та депутат субсидипе хваттер илес йӗркене профильлӗ министерствӑсемпе тишкерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи «Юрма» агрохолдинг тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курмалли ҫӗре кайӑк-кӗшӗк каяшӗпе вараланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи ҫутҫанталӑка упракан районсен хушшинчи прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче агрохолдинг каяша 10 гектар ҫӗр ҫине тӑкнӑ. Тӗрӗслев тӑпрари нитратсем нормӑран 21 хут нумайраххине палӑртнӑ. Ку 160 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Асӑннӑ ведомство материалсене Шупашкар районӗн полицине ярса панӑ, вӑл вара харпӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, кунашкал каяш купи районта пӗрре кӑна мар. Пӗлтӗр «Юрмана» Лапсар ялӗ ҫывӑхӗнчи 12 гектар ҫӗре вараланӑшӑн 40 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тепӗр купа – 4 гектар ҫӗр ҫинче. Куншӑн 400 пин тенкӗ штраф панӑ. Тепӗр свалкӑна, Хурӑнлӑх тата Карачура ҫывӑхӗнчине, пӗлтӗр Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханӑ. Штраф ҫине штраф тӳлеттерсен те харпӑк каяша тӑкма пӑрахмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти «Шупашкар – Арена» пӑр керменӗнче Егор Кридӑн концерчӗ иртнӗ. Кун хыҫҫӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ общество концерт йӗркелӳҫи тӗлӗшпе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Мӗн пулнӑ-ха? «Ҫыхӑнура» портала прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Егор Крид юрланӑ хӑш-пӗр юрӑн соавторсем пулнӑ. Вӗсене саккуна пӑхӑнса сцена ҫинче шӑрантармашкӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Анчах ҫак ӗҫе пурнӑҫламан. Шупашкарти Ленин районӗнчи 2-мӗш участокӑн миравай судйи усламҫа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Постановлени вӑй кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче пурӑнакансем 43 ҫулти ентешӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем тӳрех ӑна шырама тытӑннӑ. Полицейскисем ял таврашӗнчи вырӑнсене, вӑрмана ҫаврӑнса тухнӑ. Ҫухалнӑ хӗрарӑма тепӗр кунхи кӑнтӑрла полици майорӗ Сергей Прохоров тупнӑ. Хайхискер ялтан 3,7 ҫухрӑмра, вӑрманта, ҫухалса ҫӳренӗ. Вӑл хӑйне япӑх туйнӑ, калаҫайман та. Полицейскисем наҫылкка туса ӑна вӑрмантан йӑтса тухнӑ. Ҫухалнӑскере вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑм тӑна кӗрсен мӗн пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл вӑрмана кайнӑ та мӗнле ҫухалса кайнине хӑй те сисмен иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Пирӗн сӑмах» хаҫата паянтан ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Унпа Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — хула тата общество инфраструктурин аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Кучук паллаштарнӑ. Райхаҫат редакторне Игорь Львович Васильева лартнӑ. Район хаҫатӗнче Игорь Васильев 1992 ҫултанпа ӗҫлет. Малтан ял хуҫалӑх пайӗн корреспонденчӗ пулнӑ, 1993-2001 ҫулсенче — социаллӑ политика пайӗн заведующийӗ, 2002-2013 ҫулсенче — версткӑпа дизайн пайӗн редакторӗ, 2013 ҫултанпа — экономика тата социаллӑ политика пурнӑҫ пайӗн редакторӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна хаҫат редакторӗн тивӗҫне шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт) ыркӑмӑллӑх акцийӗн ертӳҫипе Александр Ефимовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Фонд ҫулталӑк каялла ҫу уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Ҫак организаци сусӑр ачасене, йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнисене тӗрев парать. Ҫулталӑкра фонд сахал мар ырӑ ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ. Ачасене валли тӳлевсӗр концертсем, походсем йӗркеленӗ. Ӳлӗмрен фонд республика тулашӗнче мероприятисем ирттерме пуҫласшӑн. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертӳҫӗне пуҫаруллӑ ырӑ ӗҫшӗн мухтанӑ, тав тунӑ. «Ачасемпе амӑшӗсене хӳтӗлесси патшалӑх приоритечӗсенчен пӗри. Ырӑ ӗҫ туни каялла ырӑпах таврӑнать. Эсир ӑна тивӗҫлӗ», — тенӗ регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |