Республикӑра
![]() «Чӑваш бройлерӗ» предприятире халӗ 79 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 22-шӗ – декрет отпускӗнче. Чылайӑшӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнчен ӗҫ укҫи илеймен. Предприяти 214 ӗҫчен умӗнче, ҫав шутра ӗҫрен кӑларса янисем те пур, 5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хапрӑк ӗҫченӗсем забастовка тӑвасси пирки пӗлтернӗ, тепӗр кунхине забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пӗтерес тесе хуралҫӑсем 53 ӗҫчене ӗҫе кӗртмен, предприятирен какай тултарнӑ машинӑна кӑларман. Вырӑна полици чӗннӗ. Хапрӑкра кам ӗҫленӗ – пурин умӗнче те тенӗ пекех парӑм кӗнӗ. Унччен ӑна Вадим Николаев ертсе пынӑ (халӗ вӑл Чӑваш Ен сенаторӗ). Ун хыҫҫӑн хапрӑк Курскри усламҫӑ Александр Четвериков аллине куҫнӑ. «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 51 проценчӗ – «Красная поляна плюс» АУОн (вӑл Курск облаҫӗнче вырнаҫнӑ), 49 проценчӗ – ЧР Юстици министерствин. Ведомство хӑйӗн акцине сутма тӑратнӑ, анчах ӑна никам та туянасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен кунне халалласа уяв ирттернӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркеленӗ. Пухӑннисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егорова, Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский, Чӑваш Республикин муниципалитетсен пӗрлешӗвӗн канашӗн правленийӗн ертӳҫи Александр Куликов хутшӑннӑ. Михаил Игыатьев вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсене, депутатсене, республикӑра пурӑнакан мӗнпур пуҫаруллӑ ҫынна пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн тата тарӑшуллӑ ӗҫшӗн тав тунӑ. Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата ытти хаклӑ парнепе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнче суд приставӗсем «Юрга» тулли мар яваплӑ общество ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Предприяти ҫӳп-ҫап пуҫтарать, ӑна тирпейлет. «Юргара» йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл 60 кун ӗҫлемӗ. Йӗрке пӑснине Роспотребнадзор ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Предприятин 4-мӗш класлӑ каяша пуҫтарма санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ тата лицензи пулман. Предприяти ӗҫченӗсем Елчӗк таврашӗнче 1,5 ҫухрӑмри ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. Ҫитменнине, вӗсем ҫак ӗҫе алӑпа, ятарлӑ тумсӑр, хӳтӗлев тум-тирӗсӗр пурнӑҫланӑ. Ӗҫченсен хӑш чухне медтӗрӗслев витӗр тухмалла, анчах вӗсем ҫакна туман. Предприяти территорийӗнче ҫӳп-ҫап купаланса выртнӑ. «Юрга» ӗҫне суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта «Вилӗмсӗр полк» акци иртет. Кӑҫалхипе ӑна улттӑмӗш хут йӗркелӗҫ. Пурне те акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Кун валли штендер хатӗрлемелле, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӑн сӑнӳкерчӗкне ҫирӗплетмелле. Вӗсене «Листок», «Антей-Сервис», «Гранит» типографисенче пичетлеме май пур. Сӑнӳкерчӗке штендер-полк.рф сайтра та хӑвӑр тӗллӗн хатӗрлеетӗр. Пурне те ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 12 сехет тӗлне Наци вулавӑшӗ умӗнчи скверта кӗтеҫҫӗ. Унта патриотлӑх концерчӗ иртӗ. Акцие хутшӑнакан чи пӗчӗк ачасене «Вилӗмсер полк» эмблемӑллӑ ялав парӗҫ. «Вилӗмсӗр полк» вулавӑш умӗнчен Хӗрлӗ тӳреме ҫитӗ. Сӑмах май, «Георги хӑйӑвӗ» акци кӑҫал акан 24-мӗшӗнче пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейӗн тӗп прокуратури регионсенче ҫул ҫитменнисен харпӑр вӑрттӑн информацине саккуна пӑсса пухнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Буксман каласа кӑтартнӑ. «Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Терӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Буксман ачасен харпӑр вӑрттӑн информацине пухнӑ тӗслӗхсене асӑрхани ҫинчен Федераци Канашӗн комитечӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче пӗлтернӗ. «Чӑваш Республикинче, Воронеж тата Мускав облаҫӗсенче коммерци пӗрлӗхӗсем «Ал лаппи» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ачасен ал лапписене ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтмасӑрах сӑн ӳкернӗ, ҫапла майпа вӗсем шкулсенче кӳрекен пулӑшусемшӗн электрон мелпе тӳлеме майсем тӑвасшӑн пулнӑ», — ӑнлантарнӑ Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ. Ҫавӑн пекех каласа хӑвармалла, Александр Буксман пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен биометрика информацине урӑх тӗллевпе те пуҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле юр хӑвӑрт ирӗлнӗрен Патӑрьел районӗнчи темиҫе яла шыв илни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Туҫа тата Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗсенче ку хӑрушлӑха 50 ытла ҫурт лекнӗ. Акан 11-мӗшӗнче унта инкеклӗ лару-тӑру режимне палӑртнӑ. Патӑрьел, Аслӑ Арапуҫ, Туҫа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ейӳ сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ. Анчах ертӳҫӗсем халӑха кун пирки хыпарлама васкаман. Ҫуртсене шыв кӗме пуҫласан ҫеҫ ҫынсене эвакуацилеме тытӑннӑ. Халӑх ейӳ сарӑлма пултарасси пирки пӗлтерменрен пачах хатӗрленмен. Тӳре-шаран халӑха вӑхӑтра пӗлтермелле, ейӳ чухне мӗн тумаллине ӑнлантармалла пулнӑ. Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене пӗҫерккӗ лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Роспотребнадзор Етӗрне районӗнчи шыва тӗрӗсленӗ. Ейӳ сарӑлнӑран унти ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ чакнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑмасть. Етӗрнере юханшывӑн сулахай енче пурӑнакансем Полянки ялӗнче вырнаҫнӑ ҫӑлтан шыв ӑсаҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта ейӳ вӑйлӑ сарӑлнӑран шыв пахалӑхӗ чакнӑ. Халӗ «Полянки» водозаборта шыва дезинфекцилеҫҫӗ. ЧР строительство министрӗн ҫумӗ Максим Иванов каланӑ тӑрӑх, тӑватӑ резервуартан иккӗшӗнче дизинфекци пырать, ир енне вӗсене таса шыв тултармалла. Кун хыҫҫӑн Роспотребнадзор анализсем илӗ. Унтан тепӗр икӗ резервуара тасатӗҫ. Шыв тасамарланнине пула хулари ача сачӗсемпе пульницӑсене кӗленчери шывпа тивӗҫтернӗ, шкулта уроксемпе тӑхтавсен вӑхӑтне чакарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре шыв шайӗ чакма пуҫланӑ. Эппин, ейӳ пӗтет кӗҫех. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров пӗлтернӗ. Халӗ Ҫавалти шыв шайӗ 387 сантиметр. Ку иртнӗ кунринчен 73 сантиметр пӗчӗкрех. Улатӑрта Сӑрти шыв шайӗ те анать, кунсерен 2-3 сантиметр чакать. Етӗрне тӗлӗнче Сӑр талӑкне 45 сантиметр анать. Унта пӑр пӗтнӗпе пӗрех. Чӑваш Енӗн кӳршӗ регионӗсенче вара ейӳпе йывӑртарах-ха. Аса илтерер: иртнӗ эрнере ейӳ Чӑваш Енри 11 районта вӑйлӑ сарӑлнӑ. Уйрӑмах Патӑрьелпе Комсомольски районӗнче йывӑр лару-тӑру пулнӑ. Унта тӳре-шара талӑкӗпех ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре хӑй камне астуман хӗре тупни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Полицейскисем «Лиза Алерт» шырав отрячӗ пулӑшнипе ҫав пике кам пулнине палӑртнӑ. Полицейскисем ЧР ШӖМӗн районти уйрӑмӗсене, сиплев учрежденийӗсене, интернатсене шӑнкӑравланӑ. Хӗре «Лиза Алерт» шырав отрячӗн нимеҫисем палласа илнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна Иваново облаҫӗнчи полицейскисем палланӑ. Хӗр Самара облаҫӗнчен. Аппӑшӗпе тӑван ялне кайнӑ чухне вӑл унран тарнӑ, Чӗпмӗр облаҫӗнче пулнӑ чухне те вӑл таҫта ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл Чӑваш Ене лекнӗ. Полицейсиксем тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ. Кӗҫех хӗр киле кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче ӗҫленӗ прокурора Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ генпрокурорӗ ӗнер алӑ пуснӑ. Иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ ҫак должноҫ. Чӑваш Енӗн надзор органӗнчи самай ҫӳллӗ пукан тивӗҫлӗ канури Виталий Щетинкин ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Малашне пирӗн республикӑри прокурор ҫумӗ пулса Александр Евграфов тӑрӑшӗ. Александр Евграфов 1966 ҫулта Тутарстанри Аксу районӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче «юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине Тутарстанри прокуратура тытӑмӗнче пуҫланӑ. Тӗпчевҫӗрен пуҫласа прокурора ҫитнӗ. 2006—2008 ҫулсенче вӑл Архангельск облаҫӗнче прркурор ҫумӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Ҫыранҫи Чуллӑ прокурорӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 10 ҫул тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |