Республикӑра
![]() Никита Тӗнчен ача ҫуралнӑ. Вӑл хӑйӗн хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ. Ашшӗпе амӑшӗ пӗчӗкскере Аяран ят хунӑ. Ӑна Ая та тесе чӗнеҫҫӗ. «Тӳпере вӗҫӗкен Уйӑх» тенине пӗлтерет. Ая (тӗрӗк чӗлхинчен – уйӑх), Ярӑн (чӑваш чӗлхинчен)», - ҫапла ӑнлантарнӑ Никита. Хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне Чӑваш Енре Республика кунне халалласа салют кӗрленӗ. Анастасия Тӗнче Шупашкарти 5-мӗш ача ҫуратмалли ҫуртра ҫӑмӑлланнӑ. Унта Никита ҫуралнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри икӗ районта ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ. Улшӑну Элӗкпе Пӑрачкав районӗсене пырса тивнӗ. Пӑрачкав район прокурорӗ пулма юстици канашҫине Сергей Парамонова ҫирӗплетнӗ, Элӗк район прокурорне – юстици канашҫине Евгений Петрова. Сергей Парамонов 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1998—2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Ҫав ҫулхи кӗркунне ӑна Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратурӑна тӗпчевҫӗ пулса ӗҫе йышӑннӑ. Ҫавӑнта пӗр должноҫрен теприне куҫса вӑл прокурор ҫумне ҫитнӗ. Евгений Петров 1977 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкартӑ ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1995—2000 ҫулсенче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл тӑван хулари прокуратурӑра ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче Элӗк район прокурорӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ ҫурт тӗлӗнче ҫиччӗмӗш класс ачи пикета тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Яш РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршиновӑна хӑйсен «выльӑхла» (плакат ҫине вырӑсла ҫапла ҫырнӑ) пурнӑҫ условийӗ пирки систересшӗн пулнӑ. Алена Аршинова ҫемьен пурнӑҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацине ҫемье пирки ыйтса ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫыру янӑ. Унтисем хайхи ҫемье сахал тупӑшлӑ пулнине кура хваттер черетӗнче списокра 10-мӗш тӑнине пӗлтернӗ. Алена Аршинова асӑннӑ ҫемье хӑйӗнпе унччен ҫыхӑнманнине, пулӑшу ыйтакансене вӗсем хӑш парти пайташӗ пулнине пӑхмасӑр тӗкӗ кӳме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Ачана маларах политика тӗллевӗпе, усӑ курни те ҫиеле тухнӑ-мӗн. Ҫапла хӑтланнине депутат ырламаннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта тӑвакан кадет шкулӗшӗн яваплисене палӑртнӑ. Ку вӗренӳ учрежденине тӑвас пирки вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ оборона министрӗпе Сергей Шойгупа тата РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчипе Михаил Бабичпа килӗшӳ алӑ пуснӑччӗ. Строительство ӗҫӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула каярах юлса пыни пирки те сӑмах-юмах тухнӑччӗ. Республикӑн Строительство тата Вӗренӳ министерствисен пӗрлехи приказӗпе халӗ строительствӑшӑн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ушкӑн ертӳҫи — строительство министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Иванов. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче стройкӑра рабочи вилнӗ. КамАЗ бомба хӳтлӗхӗ пулнӑ шӑтӑка анса ӳксе машина водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку факта тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре икӗ районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Ку утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Патӑрьели тата Комсомольски районӗнчи икӗ хуҫалӑхра чӑхсем вилнӗ. Вӗсен виллисене Чӑваш ветеринари лабораторийӗ тӗрӗсленӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кайӑк-кӗшӗк грипӗ пулма пултарать. Халӗ вирус килме пултарнӑ вырӑна тӗрӗслеҫҫӗ. Ку чӑнах та кайӑк-кӗшӗк грипӗ пулнине ҫирӗплетмешкӗн материала Владимир хулине тӗпчеме ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх фрончӗн хастарӗсем тунӑ сӑн Шупашкар ҫыннисем ырӑ мар шӑршӑ шӑршласа ывӑнчӗҫ пулӗ. Ҫакна чылайӑшӗ «Юрма» агрохолдинг каяша уя тухса тӑкнипе сӑлтавлать. Агрохолдинг директорӗ Владимир Ермолаев ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарта ырӑ мар шӑршӑ кӗме пӑрахасса шантарнӑ. Раштав уйӑхӗ тӗлне кайӑк-кӑшӗк каяшӗ валли тӑрӑллӑ сооружени тума палӑртнӑ-мӗн. Хапрӑк каяша уя тухса тӑкнӑран ҫывӑхри ял ҫыннисем те, шупашкарсем те шар кураҫҫӗ. Нумаях пулмасть Халӑх фрончӗн хастарӗсем журналистсемпе пӗрле Шупашкар районӗнче экологи рейчӗ ирттернӗ. Владимир Ермолаев эрне хушшинче каяша хумалли объектӑн проекчӗпе паллаштарма шантарнӑ. Палӑртмалла: халӗ ЧР Арбитраж сучӗ Россельхознадзор «Юрма» тӗлӗшпе ҫырнӑ тӑватӑ тавӑҫа пӑхса тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канашри пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. МЧС ӗҫченӗсем ун чухне пӗр ҫемьен пӗчӗк ывӑлне ҫулӑмран кӑларнӑ. Пушар картишӗнчи хуралтӑсене тӗп тунӑ, кӳршӗ ҫурта куҫма тытӑннӑ. Унта вара виҫӗ пӗчӗк ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Пӗр шӑпӑрлана пушарнӑйсем вилӗмрен ҫӑлнӑ. Амӑшӗ МЧС ӗҫченӗсене тав туса пуҫлӑх патне ҫыру ҫырнӑ, тав тунӑ. «Пушар вӑхӑтӗнче пурте ҫухалса кайрӗҫ. Урама чупса тухсан пирӗн 6 ҫулти ывӑлӑмӑр картишре тӑрса юлнӑ. Унта вара йӑлтах ҫунатчӗ. Ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑран эпӗ те, упӑшка та ача патне ҫитеймерӗмӗр»,- ҫапла ҫырнӑ Вера Кашинская ҫырӑвӗнче. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен тӳрех тӗтӗм ӑшне чӑмса арҫын ачана шыранӑ. Телее, ӑна урама илсе тухнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, алли пиҫсе кайнӑ. Ӑна тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ашшӗ хӗрне сывлӑха ҫ ирӗплетмелли ҫуллахи ача-пӑча уйлӑхӗнче мӑшкӑллани пирки пӗлтернӗ. Ку пӗлтӗр Етӗрне районӗнче пулма пултарнӑ. Следовательсем ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта хӗрача сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхра каннӑ. Унта ӑна мӑшкӑллани пирки ашшӗ пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн следовтальсем процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 7 ҫулти хӗрача хреснамӑшӗ патӗнчен тухнӑ та килелле утнӑ. Ӑна ҫур ҫула ӑсатнӑ-ха, киле ҫитме нумай та юлман. Хӗрачана хыҫалтан йытӑ тапӑннӑ, кӗлеткинчен ҫыртса юханшыв хӗрринелле сӗтӗрме пуҫланӑ. Юрать, ҫывӑхра арҫын ачасем пулнӑ. Вӗсем хӗрачана пулӑшнӑ, лешӗ вара тарма ӗлкӗрнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗрачана пульницӑна вырттарнӑ. Йытӑ ачана самаях ҫыртса пӗтернӗ. Ҫавна пула пӗчӗкскер туалета та икӗ кун каяйман, аппаратпа выртнӑ. Унӑн суран нумай. «Авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкула мӗнле кайӗ-ши?» - кулянса каланӑ амӑшӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫисем сунар йыттине пӗрремӗш хут салтса янӑ. Йытта яланлӑхах ҫывӑратса яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Патшалӑх инспекцийӗн телефонӗпе шӑнкӑравласа хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене пама май пур: 62-90-61, 62-01-79, 62-89-65 номерсене ҫеҫ ҫавӑрттармалла. Ӗҫ кунӗсенче кӑна шӑнкӑравсене йышӑнаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсен ӗҫ саккунне пӑхӑнас ыйтусемпе ӗҫлет. Унта тунтикун-эрнекун 9-18 сехетсенче шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Апатлану вӑхӑчӗ – 13 сехетрен пуҫласа 13.45 сехетчен. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен талӑкӗпех ӗҫлекен номер ӗҫлесе кайӗ. Унта ыйтусене ҫыртарса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |