Республикӑра
![]() Китайри лашапа ҫӳрекен паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Цзин Ли Чӑваш Ен урлӑ кайнӑ. Ӑна куракансем пулнӑ. Комсомольски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хайхискере ӑнсӑртан асӑрханӑ, сӑн ӳкерсе илнӗ. Китай ҫынни икӗ лашапа ҫӳрет. Вӑл ҫулҫӳреве футбол чемпионатне халалланӑ, турнир иртнӗ хуласене ҫитсе курнӑ. Карачай-Черкеск Республикинчен вӑл 3 пин ытла ҫухрӑм лашапа кайнӑ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусана ҫитнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ футболла вылянӑ стадион тавра ҫаврӑнать те малалла каять. Ҫурлан 3-мӗшӗнче Китай ҫыннине Куславкка районӗнчи Людмила Сергеева асӑрханӑ. Вӑл ун чухне Шупашкар еннелле кайнӑ. Цзин Ли Сочире, Ростовра, Волгоградра, Самарта пулнӑ, Чулхулана, Саранска, Мускава, Питӗре ҫитесшӗн. Китай ҫынни Мускавра 20 ҫул пурӑнать, вӑл вырӑс хӗрне качча илнӗ. 2007 ҫулта Пушкӑртстанран Пекина ҫула тухса палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулине ертсе пыракансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран паян сӑмах лекнӗ. Унта халӑхран укҫа сахал пухаҫҫӗ иккен. Пули-пулмишӗн мар, паллах. Ӗҫ тума. Тепӗр район-хулара урамсене сарма, парксене ҫӗнетме тата ытти ҫавӑн пек ӗҫе пурнӑҫлама укҫа пухаҫӗ. Пӗр пайне, пӗчӗккине, ҫынсем пуҫтарса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте кун енӗпе ӗҫе питӗ аван йӗркелесе янӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте аплах мар. Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗмӗрлесене хастартарах пулма хушнӑ. Унта паян пулнӑ май республика ертӳҫи хулана ертсе пыракан тӳре-шарапа курнӑҫнӑ, муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑннӑ, вырӑнти шкулсенчен пӗринче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнипе паллашнӑ, хулара хута янӑ ҫӗнӗ котельнӑя кӗрсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрать Чӑваш велоҫулҫӳревҫин Никита Тӗнчен Ая (тулли ячӗ: Аяран) ятлӑ хӗр ҫурални пирки хыпарланӑччӗ. Никитӑпа мӑшӑрӗ Анастасия пӗчӗкскерпе похода кайса килнӗ. Палӑртмалла: Аяран 1 уйӑхра кӑна-ха. Вӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче похода кайнӑ, Атӑл леш енче — Йӑлӑмра — каннӑ. Велосипедпа ҫула тухайман, ача-пӑча велоприцепӗ пулман-мӗн. Ҫавна май унта вӗсем трамвайчикпа ҫитнӗ. Мӑшӑр тата Ая Уйӑх хупланнине сӑнанӑ. Никита хӗрӗ Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрни пирки каласа панӑ. Каялла Шупашкара вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче таврӑннӑ. Никита ку кӗркунне Настьӑпа тата Аяранпа Европӑна ҫула тухасшӑн. Маршрут хатӗрлесси тата ача-пӑча велоприцепӗ илесси ҫеҫ юлать. «Малашне – кам пӗлет? Тен, Африкӑна е урӑх континента кайӑпӑр. Эпир пӗр чарӑнмасӑр кайма хатӗр», — ҫырнӑ Никита. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ районсен хисепӗ ӳссех пырать. Аса илтерер: унччен ӑна Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тупнӑ. Ӗнер Куславкка районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Тепӗр хутчен аса илтерер: районсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупнӑ хыҫҫӑн ветернинари службин ӗҫченӗсем 2 пин ытла чӑх-чӗпе, 200 ытла ҫӑмартана ҫунтарса янӑ. Пӗр килограмм чӗрӗ какайшӑн ҫынсене 55 тенкӗ те 60 пус тӳленӗ, 10 ҫӑмарташӑн – 29 тенкӗ те 70 пус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнекун «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗ 50 ҫулхи юбилейне уявланине эпир пӗлтернӗччӗ. Предприяти ӗҫченӗсене паллӑ датӑпа саламлама, аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗччӗ. Издательствӑпа полиграфи комплексне чылай ҫул ертсе пынӑ Валериан Павлов хӑйне уява чӗнменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ иккен. Кун пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. Калем ӑстипе полиграфист дачӑра тӗл пулса калаҫнӑ. Валериан Павлов полиграфист ӑсталӑхне Мускаври аслӑ шкулта туптанӑ. Ку отрасльти специалистсенчен ҫав шайра пӗлӳ илни енчен вӑл — республикӑра пӗрремӗш-мӗн.
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче суд приставӗсем шыв сечӗн скважинин ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Шыва лабораторире тӗрӗсленӗ. Вӑл гигиена нормативӗсемпе тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Кунашкал шыв ҫынсемшӗн те, чӗрчунсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кунсӑр пуҫне вӑл тавралӑха сиен кӳрет. Етӗрне районӗнчи Килтӗш ял тӑрӑхӗн администрацине айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Скважинӑна 30 талӑклӑха чарса лартнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫӑлри шывра сиенлӗ бактерисем тупса палӑртнӑ. Ҫӑла хӑйне те юсамалла. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупма йышӑннӑ. Ҫынсем унтан 60 талӑк шыв ӑсаймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар район центрӗнчи унччен 27-мӗш училище пулнӑ тӑрӑхри (сӑмах Первомайски урамӗнчи 20-мӗш тата унпа кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ тепӗр икӗ ҫурт пирки пырать) ҫуртсем пӑрахакан ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тулса кайнӑ. Кун пирки ҫӗркаҫ халӑх тетелӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) страницӑра ҫырса хунӑ. «Маларах хӑлтӑр-халтӑр икӗ контейнер пурччӗ. Халӗ пӗри ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Кунта кӗҫех ҫӳп-ҫап тӑвӗ пулса ларӗ. Нивушлӗ ҫав ыйтӑва татса май ҫук?» — тӗлӗнсе те тарӑхса шӑрҫаланӑ унта. Асӑннӑ тӑрӑха пырса кӗме кӗркуннепе ҫурхи тӗттӗм каҫсенче меллех те мар. Унта урамри хунарсем те ҫунмаҫҫӗ, ҫулӗ те ванса пӗтнӗ шӑтӑк-путӑкскер ҫеҫ. Ҫакӑн пек лару-тӑру, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вунӑ ҫул та ытла... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне хлинче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче чир-чӗртен хӑтӑлма пулӑшакан сиплевҫӗ номерне курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑ унӑн укҫи-тенкине сӑптӑрассишӗн ҫеҫ калаҫнине чухламан ӗнтӗ вӑл. Малтанах шӑнкӑравласан никам та хуравламан. Кӑштахран хӗрарам патне каялла шӑнкӑравласа янӑ, вӑраха кайнӑ чиртен сыватма шантарнӑ. «Сиплев» темиҫе сеанса тӑсӑлнӑ. Пенсионерка пӗтӗм укҫине кӑларса хума та шеллемен. Пӗтӗмпе вӑл ултавҫа 115 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах сплев вӗҫленсен ватӑскер ним уссине те туйман, ҫавӑнпа полицирен пулӑшу ыйтма шухӑшланӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем Раҫҫейри темиҫе регионта регистрациленӗ номерсемпе усӑ курнӑ. Халӗ ултавҫӑсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм 2004 тата 2011 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ ачине тивӗҫлипе пӑхман, воспитани паман. Амӑшӗ ачасене ҫӑвӑнтарман, таса мар ҫӳретнӗ. Кил-ҫуртӗнче те антисанитари хуҫаланнӑ, таса мар пулнӑ. Унашкал условисем пӗчӗк ачасене пурӑнтарма юрӑхсӑр. Ҫитменнине, амӑшӗ эрех-сӑрапа туслӑ пулнӑ, ачисем умӗнчех ӗҫнӗ. Шӑпӑрлансене хӗнени те пулнӑ. Йӑлтах ҫакӑншӑн хӗрарӑмӑн судра явап тытма тивнӗ. Суд ларӑвӗнче вӑл ӳкӗннӗ. Ҫапах ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 180 ытла сехет ӗҫлесе татмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗ ҫур ӗмӗрхи юбилея паллӑ тунӑ. 14 сехетре пуҫланнӑ уява Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пырса ҫитнӗ. Издательствӑпа полиграфи комплексӗнче чылай ҫул ӗҫлекенсем предприяти аталанӑвне аван астӑваҫҫӗ. Хура тӗспе пичетлекен, шӑратнӑ саспаллисенчен текстсене пухнине те пӗлеҫҫӗ вӗсем. Пилӗк теҫетке ҫулта предприяти аталаннӑҫемӗн аталанса пынӑ. Паян саккасҫӑсем полиграфи продукцийӗн пахалӑхне унчченхинчен чаплӑрах курасшӑн. Тепӗр майлӑ каласан, пурнӑҫпа тан утмалла, конкуренци вӑйлӑ саманара продукци пахалӑхӗшӗн те, потребителе юрассишӗн те тӑрӑшмалла. «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексне хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх пулса Вадим Ефимов ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |