Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Елчӗкре ҫӳп-ҫап сапаланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 13.11.2018 18:14 | 1458 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Лапсар (Шупашкар районӗ) ялӗнчи контейнерсем
Лапсар (Шупашкар районӗ) ялӗнчи контейнерсем

«Килти ҫӳп-ҫапа та пӗлсе пуҫтарма пулать. Елчӗксем вара ку ӗҫе йӗркелесе ҫитереймен-ха. Пуҫтаракан организаципе килӗшӳ тунӑ ҫынсем тул ҫутӑлсанах ҫӳп-ҫап витрисене, хутаҫӗсене, миххисене урама кӑларса хураҫҫӗ, мӗншӗн тесен ятарлӑ урнӑсем, контейнерсем ҫук. Вӗсем вара ҫынсем пурӑнакан ҫуртсем, лавккасем умӗнче темиҫе сехет выртаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра унта йытӑсем, чӑхсем чакаланаҫҫӗ, хутаҫсене тустараҫҫӗ, сапалаҫҫӗ, ҫӳп-ҫап урам тӑрӑх вӗҫет. Хӑш чух машина килменни те пулать. Ун чухне урамра хутаҫсемпе михӗсем 1-2 кун та выртаҫҫӗ», — пӗлтерчӗҫ паян Чӑваш халӑх сайтне вӑл тӑрӑхрисем.

«Ҫӳп-ҫап пуҫтаракан организаципе килӗшӳ туманнисенчен те укҫа сӑптӑрас тесе шутланӑ. Ҫак сӑлтавпа ял тӑрӑхӗнче список тунӑ: ҫуртра миҫе ҫын пропискӑра тӑрать, ҫавсенчен кашнинчен укҫа пуҫтармалла», — тенӗ ҫырура. Юлашкинчен калани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫакна уҫӑмлатмаллах тесе шухӑшлать. Ҫӳп-ҫапшӑн ҫын шутне кура укҫа пухасси ҫӗршывӗпех йӑлана кӗчӗ. Ку вӑл Елчӗкри йышӑну мар.

Ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пулсан аванни каламасӑрах паллӑ. Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче те контейнерсем ҫук. Те укҫа шелленипе туянмаҫҫӗ, те кӗмӗлӗ ҫукран. Ҫав вӑхӑтрах Лапсар ялӗнче контейнерсем лараҫҫӗ. Унтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗ таран вырнаҫтарнӑ. Йӑлари каяш пӗрне вырнаҫса пӗтмесен тепӗрне тӑратса лартаҫҫӗ.

#Лапсар, #Шупашкар районӗ, #Елчӗк, #тасамарлӑх, #укҫа-тенкӗ, #коммуналлӑ пулӑшу, #ҫӳп-ҫап

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4139.88.7401
2018.11.14 01:53
Agabazar
Эп çуралнă ялта та контейнерсем лартас йĕрке пурччĕ. Тем ăнмарĕ те вăл йĕркене пĕтерчĕç.
леш хĕр ачи // 4116.34.0589
2018.11.14 13:25
Пирӗн ялта контейнерӗсем те ҫук, ҫӳ-ҫапне турртарса кайма килекен те ҫук. Укҫа тӳлемелли хучӗсене панӑ халӑха, пирӗнпе нимӗнле организаци те килӗшӳ туман пулсан та.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем