Тӗн
![]() Храма виҫӗ хут ҫаратнӑ 54 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫитменнине, ҫакскер аппӑшӗн укҫипе телефонне те вӑрланӑ. Шупашкар районӗн сучӗ палӑртнӑ приговорпа килӗшӳллӗн, арҫыннӑн 380 сехет ӗҫлемелле. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, утӑн 24-мӗшӗнче тата ҫурлан 23-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи чиркӳн чӳречине гвоздодерпа ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ хутчен хӑтланнӑ. Арҫын чиркӳрен 5000, 300, 200 тенкӗ вӑрланӑ. Ҫурлан 27-мӗшӗнче хайхискер тепӗр ялта пулнӑ. Аппӑшӗ чие ҫырли пуҫтарнӑ, кафтине карта ҫине ҫакнӑ. Арҫын унӑн кӗсйинчен телефон, 5 пин те 100 тенкӗ туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |