Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шурча вӑрҫинче шар курнисене халалласа палӑк уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.11.2018 19:31 | 1587 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Муркаш районӗнчи Шурчара чӑвашсемпе марисен пӑлхавне халалласа палӑк уҫнӑ. Ку вӑрҫӑ 176 ҫул каялла пулса иртнӗ.

Районта ҫакнашкал пулӑмсенче шар курнӑ ҫынсене халалланӑ палӑк пур-ха. Халӗ вара ӑна, Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑп та лӑп вӑрҫӑ пулнӑ вырӑнта, Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнче, уҫнӑ.

Историе илес тӗк, 1842 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шурчара 8 пине яхӑн хресчен сенӗк, пуртӑ, ҫава, пуленкке йӑтса пухӑннӑ. Унта правительство отрячӗсем те килнӗ, 30 ытла хресчене амантнӑ, ҫӗр-ҫӗр ҫынна арестленӗ. Салтаксем тыткӑна илнисене хӗнеме пуҫланӑ. Яла ҫӗнӗ повстанецсем, 10 пине яхӑн ҫын, ҫитнӗ. Анчах пӑшаллӑ салтаксем пӑлхава чарнӑ. Ку вӑрҫӑра 36 ҫын вилнӗ, 250-ӑн аманнӑ. Чылай хресчене хӗненӗ, нумай чӑвашпа марие Ҫӗпӗре янӑ.

#Ярапайкасси ял тӑрӑхӗ, #Шурча, #Муркаш районӗ, #палӑксем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53427
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 2173.77.5898
2018.11.06 10:02
Аван.Историе манманни = сӑваплӑ. Кам пуҫаса кам лартнине палӑртсан вырӑнлӑ пулатчӗ.
Атнер // 1726.84.3785
2018.11.06 12:14
Мургаш район сайчӗ тӗплӗнрех хыпар лартнӑ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем