Алексей Кряжинов журналист Муркаш районӗнчи Е. Андреев ячӗллӗ ӑратлӑ савутра пулса тӗлӗннӗ. Асӑннӑ ял хуҫалӑх производство кооперативӗ хӑй вӑхӑтӗнче «Знамя труда» (чӑв. Ӗҫ ялавӗ) ятлӑ пулнӑ. Хуҫалӑха вӑхӑтӗнче Социализмла Ӗҫ Геройӗ, Ленин орденне тивӗҫнӗ Евтихий Андреев ертсе пынӑ. Колхоз Муркаш районӗнче кӑна мар, ҫӗршывра та янӑраса тӑнӑ. Евтихий Андреев пек ҫынсене пӗр алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулать тесе ҫырнӑ Алексей Кряжинов Фейсбукра. Муркашсен тӗслӗхӗпе паллашма ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пухӑннӑ. Унта йӑлтах элита пулнӑ: ӗнесем те, вӑрлӑх та. Кашни пилӗк ялта фермӑсем ӗҫленӗ. Хуҫалӑхӑн инфраструктури те аван вӑйлӑ пулнӑ: склачӗсем, мехпаркӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫи, котельнӑй, арман. Ҫаксем пурте хуҫалӑх производствине аталанма пулӑшнӑ.
Миллионер-колхозран халӗ ним те юлман иккен: ӑратлӑ ӗнесем те, сыснасем те, техника та. Сутма май пуррине сутнӑ, турттарса каймаллине турттарса кайнӑ, ишмеллине ишнӗ. Юлнине е тара панӑ, е сутнӑ. Тимӗрҫӗ лаҫҫинче — шиномонтаж, мехпаркра усламҫӑсем стройматериал сутаҫҫӗ. «Муркаш районӗнче пулнӑранпа эрне ҫитсен те курни асран тухмасть», — тенӗ Алексей Кряжинов журналист.