Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Муркаш районӗнче ирӗк илмесӗр карта тытнӑ

Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Таисия Ташней 10.10.2018 20:17 | 244 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхне кӗрекен Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем сӗт савучӗ хута ярасшӑннине, юпасем лартма пуҫласан кӑна ҫавӑн пирки вырӑнти халӑх пӗлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Китайри пуянсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче хуҫаланнине хирӗҫ тӑракан вырӑнти халӑх ҫӑхав ҫырнӑ, прокуратурӑран тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатӗнчен Игорь Моляковран пулӑшу ыйтнӑ.

Китай ҫыннисене ҫӗр арендӑна парас ыйтупа халӑхпа пуху та ирттермен, ҫӗре те виҫтермен, РФ Градостроительство кодексӗн ытти нормине те пӑхӑнман иккен. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Стройминӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Игорь Молякова хуравлани тӑрӑх ҫиеле тухнӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев коммунистсемпе нумаях пулмасть курнӑҫнӑ чух та ҫӗр ыйтӑвне хускатнӑ. Республика ертӳҫи вӑл ҫӗре никам та никама та сутманнине пӗлтернӗ, тара кам парас тенине уҫӑмлатма шантарнӑ.

#ҫӑхавсем, #депутатсем, #ял хуҫалӑхӗ, #Муркаш районӗ, #Эхветкасси, #Строймин, #Элтепер, #ҫӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӗрхисене акса пӗтернӗпе пӗрех
2018, 09, 17
Вадим Николаев сенаторӑн унчченхи ӗҫне тӗпчесшӗн
2018, 09, 19
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ
2018, 09, 20
Муркашсем Китай ҫыннисенчен шикленсе ӳкнӗ
2018, 09, 24
Муркашсем Китай ҫыннисене парӑнасшӑн мар
2018, 10, 09

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org