Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Топливо илме Мускавран укҫа килӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 07.08.2018 20:22 | 992 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсене дизель топливи туянма Мускавран укҫа уйӑрӗҫ. Пирӗн республикӑри хуҫалӑхсене 36,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Субсиди парасси ҫинчен калакан хушӑва Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.

Дизель топливи туяннишӗн субсиди валли нухрата Раҫҫейӗн резерв фондӗнчен уйӑрма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе хыснаран 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫав шутран 36,2 млн тенки Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсене лекӗ. Федерацин Атӑлҫи регионӗсенчен Ӗренпур облаҫне 237,8 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, Мари Эл республикине — 27,7 миллион тенкӗ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсене пӗтӗмпе 1,38 миллиард тенкӗ тивӗҫӗ. Укҫа регионсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх пайланӗ.

#хуҫалӑхсем, #Ял хуҫалӑх министерстви, #укҫа-тенкӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #Мари Эл, #Ӗрӗнпур

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Янӑш тӑрӑхӗнче сӗт пӗр кунта 4 тенкӗ йӳнелнӗ
2017, 12, 26
Ферма уҫӑлать — ӗҫ вырӑнӗ тупӑнать
2017, 12, 30
Вӑрмар районӗнчи фермер-депутат министерствӑна улталанӑ
2018, 04, 23
Китай пуянӗсем Пӑрачкав районӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесшӗн
2018, 07, 17
Чӑваш Ен Элтеперӗ арпа купинче тӗшӗ шыранӑ
2018, 07, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org