Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев арпа купинче тӗшӗ шыранӑ. Ҫакӑн пирки «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Юрий Михайлов пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» обществӑра пулчӗ, вырмана еплерех йӗркеленипе паллашнӑ. Предприятин Ҫӗрпӳ тата Канаш районӗсенче тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 5400 гектар пуҫтарса кӗртмелле иккен. Вырмана утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухнӑ.
Михаил Игнатьев вырмана мӗнлерех йӗркеленине ыйтса пӗлнӗ, кӗрхи тулӑ тухӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ арпа купинче тӗшӗ шыраса пӑхнӑ, анчах тупайман. «Апла пулсан комбайнсем хывӑх-хылчӑкпа пӗрле пӗрчӗсене хыҫалалла вӑркӑнтармаҫҫӗ, тухӑҫ бункерта пуҫтарӑнать», — пӗлтернӗ Юрий Михайлов хаҫатҫӑ Элтеперпе Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ хыҫҫӑн.