Етӗрне районӗнче тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче санкцилемен свалка ҫуннине «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗ Игорь Молюков видео ӳкернӗ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ, унта МЧС ӗҫченӗсене те чӗннӗ.
Тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче щит ҫакӑнса тӑрать, унта ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳп-ҫап тӑкма юрамасть». Куншӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Анчах щит ҫине ҫырни ҫӳп-ҫап килсе тӑкма чӑрмантарман пулмалла – ӑпӑр-тапӑр купипех.
Свалка патӗнче ятарлӑ техника, икӗ трактор пулнӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫап лайӑхрах ҫунтӑр тесе ӑна купаланӑ. Етӗрне район администрацийӗ «Про Город» хаҫата ку лару-тӑру пирки комментари пама хирӗҫленӗ.