Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.8 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейскинче кӑҫалтан автоклуб пур. Куҫса ҫӳрекен нумай ӗҫ пурнӑҫлакан культура центрне 2025 ҫулта туяннӑ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 21 районтан кашнинчех халӗ автоклуб пур. Пӗрин хакӗ — 9 миллион тенкӗ ытла.

Автоклуба концерт лапамӗ евӗр усӑ курма аван. Ӑна ҫутӑ, сасӑ тата видео оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Автоклубпа культура ҫурчӗ ҫук аякри ялсене ҫитсе концерт кӑтартма аван.

Автоклубсемпе Канаш, Муркаш, Ҫӗрпу, Комсомольски, Элӗк тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсем час-часах усӑ кураҫҫӗ.

 

Культура
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ

Курт Кобейнӑн 6 миллион доллар тӑракан гитарине Лондонри музыка колледжне панӑ.

1959 ҫулта туса кӑларнӑ «Martin D-18E» сайра тӗл пулакан электроакустика моделӗ 1993 ҫулхи «MTV Unplugged» шоу хыҫҫӑн тӗнчипе паллӑ пулса тӑнӑ. Музыкант сулахай алӑпа каланӑран инструмента ӑна валли меллӗ пултӑр тесе йӗркеленӗ. Кобейн унпа юлашки хут 1994 ҫулта, хӑй вилес умӗн, сцена ҫине тухнӑ.

«Martin» колледжри 1000 ытла истори инструментӗнчен пӗри пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/221276
 

Культура

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Елчӗкре кинотеатр уҫнӑ. Унта пӗр харӑс 196 ҫын кино курма пултарать.

Кинотеатр район центрӗнчи клубра вырнаҫнӑ. Кинотеатра чӑвашла ят панӑ — ӑна «Илем» теме йышӑннӑ.

Кинотеатра уҫма Кино фончӗ те пулӑшнӑ.

Паянхи кун тӗлне илсен пирӗн республикӑра ҫавӑн пек кинозалсен шучӗ 25-е ҫитнӗ.

 

Культура
orum.na-svyazi.ru илнӗ сӑнӳкерчӗк
orum.na-svyazi.ru илнӗ сӑнӳкерчӗк

Андрей Малахов ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма Чӑваш Енри пачӑшкӑ хутшӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, виҫӗ ҫӗртен: Шупашкар районӗнчи, Мускаври тата Калининградри — трио.

Калининград облаҫӗнчи Гусеври Георгий пачӑшкӑ, Мускаври Дмитрий пачӑшкӑ тата Чӑваш Енри Максим пачӑшкӑ «Нас ждут» юрра юрланӑ.

Максим пачӑшкӑн пултарулӑхри хушма ячӗ — Nastoyatel). Максим Куриленко 30 ҫул Екатеринбургра пурӑннӑ, радиостанцире ӗҫленӗ, рэп вуланӑ. Православи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2004 ҫулта Чӑваш Ене куҫса килнӗ, Шупашкар районӗнчи чиркӳре ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл — ҫичӗ ача ашшӗ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче раштавӑн 5-6-мӗшӗсенче «Нарспи» спектакль премьери пулнӑ. Ҫапла «Нарспи» 36 ҫултан сцена ҫине таврӑннӑ.

Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ – Дмитрий Миронов, илемлӗх ертӳҫи – Борис Манджиев, ӳнерҫи – Валентина Федорова, кӗвви – Лолита Чекушкинӑн. Нарспипе Сетнер ролӗсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков вылянӑ.

Спектакле тепӗр хутчен раштавӑн 24-25-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Шкул ачисемпе студентсем билетсене «Пушкин карттипе» туянма пултараҫҫӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

И.Н.Ульнов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ҫӗр сывлани» курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Кунашкал курав йӗркелес шухӑш ҫак университетра 6-мӗш курсра вӗренекен Касем Хулуд Али Алванӑн пулнӑ.

Хӗр космоса юратни унӑн ӗҫӗсенче те курӑнать. Касем Хулуд — пулас тухтӑр. Вӑл хӑйӗн ҫӗршывӗнче, Иракра, пурӑннӑ чухне Иван Айвазовскин пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ ҫӗршывра пулса курас тесех вӑл Раҫҫее вӗренме килнӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: ЧПУра ют ҫӗршыв студенчӗн куравӗ пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16028
 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тилӗ юмахӗсем. Сказки про лису» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ку кӑларӑма та, ытти чылай кӗнеке евӗрех, 1000 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма тӑван халӑхӑмӑрӑн тилӗ ҫинчен калакан вун виҫӗ юмахӗ кӗнӗ. Вӗсене издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова пухса йӗркеленӗ, редакторӗ те вӑлах.

Кӗнекене Юлия Лутошкинӑн ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ.

 

Культура

Ҫак уйӑхра, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем ҫулталӑкри пухӑва пуҫтарӑнӗҫ. Кунта сӑмах Раҫҫейри писательсен союзӗн регионти уйрӑмӗн пухӑвӗ пирки пырать.

Писательсен ҫулталӑкри пухӑвӗ Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлахӗсен институтӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпуҫӗнче вырнаҫнӑ) 11 сехетре пуҫланӗ.

 

Культура
Гуманитари институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Гуманитари институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Этнокультурные процессы и межэтнические отношения в Чувашской Республике: историко-социологическое исследование» коллективлӑ монографи кун ҫути курнӑ.

Социаллӑ гуманитари енӗпе тӗпчев ирттернӗ авторсем: истори наукисен докторӗ Иван Бойко, истори наукисен кандидачӗ Валентина Харитонова, филологи наукисен кандидачӗ Артем Гаврилов. Вӗсем пурте гуманитари институтӗнче ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-199080663_3116
 

Культура
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи артистсем куракансене хырӑм хытиччен култарнӑ тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта.

Йӗпреҫре йӑлана кӗнӗ «Театр олимпӗ» фестиваль уҫӑлнӑ. Сцена ҫине Березовка, Туҫа, Пӗчӗк Упакасси, Чӑваш Тимеш ялӗсенчи пултарулӑх ушкӑнсем тухнӑ. Куракансене «Хӗвел ансан Хӗветӗр», «Пӗрисем – уя, теприсем – туя», «Пӗр саншӑн ҫуралчӗ сирень», «Живы будем – не помрем» ӗҫсене кӑтартнӑ.

Фестиваль ытти ялта та иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16693
 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ...464
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
108
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
81
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
68
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
61
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть