Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта джаз музыкин фестивалӗ вӗҫленнӗ. Аса илтерер: Чӑваш патшалӑх симфони капелли «Ентешсен ҫӑлтӑрчӑкӗ» пӗтӗм тӗнчери V фестивальне джаз музыкине халалланӑ. Ҫав вӑхӑтра концертсене 1000 ытла ҫын ҫитсе курнӑ. Фестиваль вӑхӑтӗнче джаз музыкин 5 концерчӗ иртнӗ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанри филармони джаз-оркестрӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ. Коллективӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссёрӗ, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Васильев «Великие имена джаза» программа хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӳнер каҫӗ» иртӗ. Ҫавна май унта 16 сехетре чӑваш халӑх пултарулӑхне халалланӑ тӳлевсӗр мастер-классем пуҫланӗҫ. Вӗсенчен пӗри – чӑваш халӑх ташшипе, тепри – халӑх юррипе. Унсӑр пуҫне театр музейӗ тӑрӑх экскурси иртӗ. Каҫхине вара Леонид Андреевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль кӑтартрӗҫ. |
Культура
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн икӗ чӗлхеллӗ ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑл «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» ятлӑ. Кӗнеке пӗтӗмпех Ятарлӑ ҫар операцине тата патриотизм темине халалланӑ сӑвӑсенчен тӑрать. Чӑваш поэчӗн ҫак кӗнекене кӗнӗ сӑввисен пӗр пайне вырӑсла Владимир Грибанов (Чӑваш Ен), Николай Михин (Питӗр) тата Юрий Щербаков (Аҫтӑрхан) куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӗнекен «На войне многим хочется читать стихи» ятлӑ умсӑмахне пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр, Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант ҫырнӑ. Валери Туркай хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекин ытларах пайне ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫапӑҫакан паттӑр ентешӗсене парнелеме палӑртать. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче поэтӑн Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнелте пурӑнакан хастар ентешӗсем «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» кӗнекене, ытти гуманитари пулӑшӗвӗпе пӗрле, Запорожье тӑрӑхне илсе кайнӑ та ӗнтӗ. Валери Туркайӑн ҫак пӗртте ансат мар саманара пурне те питӗ кирлӗ кӗнекине вулакан патне ҫитерме Чӑваш Енре тата Мускавра пурӑнакан Раҫҫейӗн чӑн-чӑн патриочӗсем пулӑшнӑ. |
Культура
![]() Таисия Ташней хатӗрленӗ сӑн Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракансен алҫырӑвӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ чӑваш ҫыравҫисене преми парса кӑҫал та хавалантарма йышӑннӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ «Акуш» алҫырушӑн Николай Ларионова 50 пин тенкӗ лекӗ. Вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли Римма Поликарпова ҫырнӑ «Пӗчӗкки» тата аслӑ ҫулсенчи ачасем валли Владимир Степанов «Ӑннӑ та ӑнман кун» алҫырусемшӗн 75-шер пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Фёдорован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ӗнер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче тӑван халӑхӑмӑр литературине кӑмӑллакансем тата ӑна ушкӑнпа пуҫтарӑнса сӳтсе явма вӑхӑт тата кӑмӑл пуррисем «Варкӑш» клубӗнче черетлӗ хутчен пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Владислав Николаевӑн «Маттурсем-хастарсем» кӗнекине авторпа пӗрле сӳтсе явнӑ. Халах тетелӗнчи «Интересно о Чувашском» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, повесть пӗчӗк хулари пӗр шкулта 6-мӗш класра вӗренекен тӗлӗнмелле маттур та хастар ачасемпе паллаштарать-мӗн, вӗсем хула администрацийӗн пуҫлӑхне сӗнӳсем пама та хӑрамаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш романӗ» иккӗмӗш литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи паллӑ. Кун пирки кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫулталӑка яхӑн пына. Ӗҫсене 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑннӑ. Ххальхи чӑваш литературине тата пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсене аталантарас тӗллевпе ирттерекен конкурсра Ангелина Павловская паллӑ ҫыравҫӑн «Ҫутӑ ӗмӗт ҫунатлӑ» ал ҫырӑвӗ мала тухнӑ. Апла пулсан вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот Кӑҫал республикӑри колхоз театрӗсене пуҫарса янӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май Кӳкеҫре тӗрлӗ мероприяти ҫине тӑрсах йӗркелеҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче унти вулавӑшра, сӑмахран, ҫавра сӗтел иртнӗ. Ыран вара Кӳкеҫре фестиваль пулӗ. Унта вырӑнти хӑй тӗллӗн вӗреннӗ сцена ӑстисемпе, шкул ачисемпе пӗрлех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те хутшӑнӗҫ. кун пирки Чӑваш халӑх сайтне Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи культура, туризм, социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Маргарита Павлова пӗлтерчӗ. |
Культура
![]() Фильм трейлерӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх Марат Никитин режиссёр ӳкернӗ «Истори деда Азамбая» фильм ҫитес эрнере проката тухӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта 13 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне фильма ҫавӑнтах чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Билет хакӗ — 200 тенкӗ. Фильма ӳкерме 1 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пӗлтернӗ тӑрӑх, рольсене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем тӳлевсӗр вылянӑ. Тӗп роле, Азамбая, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак эрнере, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра чи вулакан кӗнекесене палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Литературная Чувашия: книга года-2023» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2023 ҫулти кӗнеке) фестиваль-конкурсӑн тӳрисем нумай кӗнекерен кашни номинаципе пӗрер кӑларӑма суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валентина Телей страницинчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсем паян Самар облаҫӗнче «Кӗр сӑри» уявра пулнӑ. Вӗсем тата вырӑнти ӑстасем унта чӑвашла юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗсем тата мӗне тӑнӑ! Кун пирки Валентина Телей юрӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |