Иртнӗ эрнере Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Владимир Степановӑн «Ӑннӑ та ӑнман кун» кӗнекине тишкернӗ.
«Аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑм кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унӑн алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2024 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ», — хыпарланӑ издательство сайтӗнче Ольга Австрийская.
Кӗнекене хаклама поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе критиксем, преподавательсемпе студентсем тата юрӑҫсем пуҫтарӑннӑ.
Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова алҫырупа хӑпартланса ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ. «Владимир Васильевичӑн хӑйӗн стилӗ, ҫырас мелӗ. Темиҫе предложени вуласанах ку хайлава вӑл шӑрҫаланине пӗлме пулать. Ҫыравҫӑ тӗлӗнмелле танлаштарусемпе усӑ курать, пулӑмсене час-часах пысӑклатса кӑтартма юратать, сӑнарӗсем хӑйсенчен те, пӗр-пӗринчен те тӑрӑхласа-йӗплесе илме ӑста», – тесе ырланӑ ӗҫтешне Ольга Михайловна.
Хӑтлава хутшӑннӑ ытти ҫын та кӗнекене мухтанӑ. Сӑмахран, Николай Осипов критик, Лариса Петрова, Василий Кервен, Раиса Воробьева сӑвӑҫсем те.