Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки Наталия Сергеева ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «В первом ряду» (чӑв. Пӗрремӗш ретре) акцие хутшӑнса йӗркеленӗ мероприятие Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулта тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ. Ҫамрӑксем чаршав хыҫӗнче мӗн пулса иртнипе паллашнӑ, паллӑ ӑстасемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Кайран вӗсене М. Ладон «Айӑпсӑр чун» спектаклӗн репетицине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем паян, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Беларуҫ Республикине гастрольпе тухса кайнӑ. Брест хулинче «Белая Вежа» фестиваль иртӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗпе культура учрежденийӗн директорӗ Елизавета Абрамова та тухса кайнӑ. Авӑн уйӑхӗн 9-16-мӗшӗсенче иртекен XXVI Пӗтӗм тӗнчери театр фестивальне драма, музыка, урамри театрсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем 9 ҫӗршывран: Арменирен, Беларуҫран, Болгарирен, Грецирен, Данирен, Кӑркӑстанран, Польшӑран, Раҫҫейрен, Узбекистанран – пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ, 105-мӗш, сезона уҫма хатӗрленет. Чаршава авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе уҫма палӑртса хунӑ. Аса илтерер: «Вӗри юнлӗ ҫемҫе чун» спектакле куракан патне ҫитерессишӗн театрӑн илемлӗ ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев тӑрӑшнӑ. Ӗҫе И.С. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» драми тӑрӑх хатӗрленӗ. Асӑннӑ спектакле «Нарспи» поэмӑна ҫырнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче поэзие юратакансене «Литература беседкине» йыхравлаҫҫӗ. Унта пухӑннисем «Семь поэтов» (чӑв. Ҫичӗ поэт) сӑвӑсен пуххине кӗнӗ хайлавсен авторӗсемпе тӗл пулайӗҫ. Поэзие юратакансен каҫӗ 14 сехетре пуҫланӗ. «Ҫичӗ поэт» проект авторӗсем ку ярӑма тӑватӑ ярӑмран йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсене кашнине ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтне халаллӗҫ. Тӑваттӑмӗш кӗнекене ҫулла ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Ӑна кӗҫех пичете ӑсатӗҫ. Ҫуркуннене халалланӑ кӑларӑма Светлана Гордеева, Наталия Носова, Марина Туманова, Людмила Шадрина, Александр Шпаннагель, Светлана Берёзкина, Иван Вершинин сӑввисем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Чӑвашмультфильм» анимаци кластерӗ йӗркелеме палӑртнӑ. Проекта Григорий Гладков композитор, Раҫҫей Федерацийӗн ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейри композиторсен союзӗн членӗ пуҫарса янӑ. Йышра ҫавӑн пекех — Netflix валли Love, Death & Robots анимаци антологине йӗркеленӗ Виталий Шушко; Дмитрий Хаустов телеертӳҫӗ, артист, сасӑ актёрӗ тата «Мельница» (чӑв. Арман) анимаци киновӗн студийӗ валли мультфильмсем хатӗрлекен Олег Маркелов. «Чӑвашмультфильм» коммерцилле мар организацин председателӗ Тахир Мирджапаров палӑртнӑ тӑрӑх, командӑра — пултаруллӑ гейм-дизайнерсем, графика, 3D ӑстисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 2023 ҫулта Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль хӑҫан иртесси паллӑ. ЧР Элтеперӗ хушӑва алӑ пуснӑ. Кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫитес ҫул вӑл 16-мӗш хут иртӗ. Аса илтерер: йӑлана кӗнӗ кинофестиваль кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательстви чӑваш кӗнкине юратакансен конкурсне ирттерет. Регионсем хушшинчи «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем) XI конкурса материалсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫак номинацисемпе иртӗ: «Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнеки ҫинчен чи лайӑх хаклав», «Юртанӑ кӗнекери эпизод» темӑпа ӳкерчӗк», «Ача аллипе хатӗрленӗ чи лайӑх кӗнеке». Ӗҫсене Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртри 820-мӗш пӳлӗмре (Чӑваш кӗнеке издательствинче) йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат «Пӗр класрисем» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑра чӑвашла хаҫатсенчен пӗри, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», тухса тӑма пӑрахӗ. Кун пирки асӑннӑ кӑларӑм тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ. «Тӑванӑмӑрсем, вулаканӑмӑрсем! 25 ҫул тухса тӑнӑ хыҫҫӑн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнать — 2023 ҫултанпа вӑл текех вулакан патне ҫитмӗ. Ҫак хаҫата упраса хӑварас тесессӗн сирӗн пулӑшу кирлӗ!» — чӗнсе ҫырнӑ хаҫатҫӑсем. Асӑннӑ кӑларӑм — «Хыпар» хаҫат «пепкисенчен» пӗри. Ӑна «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑрать. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата чӑваш диаспорисенчи хӗрарӑмсем хӑйсен кӑларӑмӗсӗр тӑрса юлӗҫ. Хаҫат кӑларма пӑрахас йышӑнӑва издательство ҫурчӗн администрацийӗ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫне Общество канашӗ сӑнаса тӑрӗ. Унта кӗрес кӑмӑллисене ала витӗр кӑларӗҫ. Конкурса республикӑн Культура министерстви йӗркелӗ. Общество канашӗнче 11 ҫын пулӗ. Кандидатсен Раҫҫей гражданинӗ, 21 ҫултан аслӑрах пулмалла. Вӗсен Культура министерствин сферинче ӗҫленӗ опыт ҫулталӑкран кая мар пулнине те шута илӗҫ. Общество ӗҫӗнче е ӗҫре ятлӑ-сумлӑ пулнине те пӑхӗҫ. Общество канашне кӗрес кӑмӑллисен конкурсне хутшӑнас кӑмӑллисен материалӗсене паянтан тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Ӳнер музейӗнче Художниксен союзӗн ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетекен курав уҫӑлнӑ. Регионсем хушшинчи курава «t-21/22» ят панӑ. Унта 100-е яхӑн художник, скульптор тата декораципе прикладной ӳнерӗн специалисчӗсен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Пултарулӑх ӑстисем хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн тӗрлӗ жанрӗнче — абстракцирен пуҫласа реализм таранах — ӗҫлеҫҫӗ. Курава мӗншӗн апла ят пани те кӑсӑклӑ. «t» — «Творчество» (чӑв. Пултарулӑх) сӑмахӑн пуҫламӑш саспаллийӗ, «21» — Чӑваш Республикин регион номерӗ, «22» 2022 ҫула пӗлтерет. Курав авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.09.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |