Культура
nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 18 сехетре, «Атӑл ывӑлӗсен юрри-ташши» халӑх пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи фестивалӗ гала-концерчӗ иртӗ. Ӑнӑ курма Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Фестивале Шупашкар районӗнчи Томаккассинче ҫуралнӑ Гавриил Фёдоров (29.03.1878-26.01.1962) фольклор ӑсти, юрӑҫ ячӗпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль-конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – вокалпа хореографи пултарулӑхӗпе арҫынсене кӑсӑклантарасси, вӗсене социаллӑ пурнӑҫпа культурӑна явӑҫтарасси. Конкурса хутшӑнакансем икӗ хайлав тӑратнӑ, вӗсенчен пӗри — Гавриил Фёдоров репертуарӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж Ҫак уйӑхра Шупашкарти ача пахчисенче «Культурная Чувашия» (чӑв. Культурӑллӑ Чӑваш Ен) фестиваль иртет. Ҫавна май ачасене республикӑри паллӑ композиторсемпе, музыкантсемпе, театр тата кино артисчӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗ пулнӑ май хулари 140-мӗш ача пахчинче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, юрӑҫпа тата композиторпа Людмила Кинерпе тӗл пулнӑ. 209-мӗш ача пахчинче музыка квесчӗ, «Кӗвве уйӑрса ил» вӑйӑ ирттернӗ. 142-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем Аннита Лоренцова ача-пӑча композиторӗпе тата хулари 3-мӗш музыка шкулӗнче ӗҫлекен педагогпа тӗл пулнӑ. 8-мӗш ача пахчинче ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ майпа «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри театрсем 10 спектакль тӑратнӑ. Ӗҫсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль»; «Ачасем валли чи лайӑх спектакль»; «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ»; «Чи лайӑх арҫын ролӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль»; «Спектакле музыка енчен чи лайӑх илемлетни». Жюри йышӗнче 2 театр критикӗ те пур: филологи наукисен докторӗ, искусствоведени кандидачӗ, «Культурный Петербург» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Сергей Ильченко тата «Пять вечеров на Кипре» пӗтӗм тӗнчери театр фестивалӗн арти-директорӗ, театр менеджерӗ, критик Армине Оганесян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Николай Плотников архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн «Самана таппи» кӑларӑмӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников тата Игорь Алексеев чӑваш хастарӗ пулчӗҫ. Вӗсемпе тӑван халӑхӑмӑр пуласлӑхӗшӗн хыпса ҫунса тӑракан публицист, журналист Лидия Филиппова калаҫрӗ. Николай Плотникова эпир Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни тӑрӑх пӗлетпӗр. Анчах вӑл тата Игорь Алексеев чӑваш Википедине те аталантарма нумай тӑрӑшнӑ. Аҫтахар Плотников пирки каласан, тӑван халӑхӑмӑр чӗлхине аталантарас тесе (ҫав шутра цифра тӗнчинче те) хӑйӗн укҫи-тенкине шеллемесӗр нумай тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗнсе ведомствӑн сайтӗнче пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех хыпарланӑ. Ҫынсем вӑл е ку ӗҫе пахалама кая юлман-ха. Сасӑлава https://nk.cap.ru/poll/128 каҫӑпа иртсе хутшӑнма пулать. Хаклава Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 13-мӗш хутри 4-мӗш пӳлӗме ҫырупа та ярса пама май пур. Преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче — «Хуркайӑк ҫулӗ» балет; «Чебоксары: город и горожане в работах художников из собрания Чувашского государственного художественного музея» тата «100 лет Чувашской автономии в произведениях Чувашского государственного художественного музея» кӗнекесем; «Цикл произведений живописи, посвященной Чувашии» ӗҫ; «Герои эпохи» документлӑ фильм; Ювенальевсем сувар-пӑлхарсен историне тӗпчесе кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Андрей Анохинӑн куравӗ уҫӑлӗ. Ӳнер ӑстин пултарулӑхӗпе Чӑваш патшалӑх ӳнер училищи паллаштарма йышӑннӑ. Андрей Анохин — живопись ӑсти, Раҫсей Федерацийӗн художникӗсен союзӗн пайташӗ. Андрей Павлович 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1976 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинче вӗренсе тухнӑ, 1991 ҫулта — Чӑваш Енӗн патшалӑх педагогика институтӗнчен. 1991 ҫултанпа вӑл асӑннӑ аслӑ шкулта ҫамрӑксене вӗрентет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре фотокорреспондентсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Нумаях пулмасть ӑна хӑтлама пуҫтарӑннӑ. Унта культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗ министрӗ Светлана Каликова та хутшӑннӑ. «Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии. Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ» альбом-справочника кун ҫути кӑтартассишӗн С.В. Журавлев, А.В. Борзов тата А.П. Хузангай тӑрӑшнӑ. Текстсене икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Л.Н. Петрова куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тиражӗ – 1000 экземпляр. Кӗнекене 21 фотокорреспондентӑн биографийӗпе ӗҫӗсем кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — Александр, Георгий тата Николай Костинсем, Юрий Ананьев, Георгий Зиньков, Виталий Исаев, Борис Иванов, Семен Игнатьев, Вячеслав Романов... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ йӗркелекен XXVI пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ ака уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче иртӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, классика хореографийӗнчи шедеврсемпе (сӑмахран, А. Аданӑн «Жизель» балечӗ, Л.Минкусӑн «Дон Кихочӗпе» пӗрлех «Титан’ия» (Г. Малер музыки) тата «Болеро» (М. Равель) пӗр актлӑ балетсем те пулӗҫ. Юлашкинчен асӑннисен премьерисене Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллипе хатӗрленӗ. Вӗсене куракансем патне ака уйӑхӗн 8, 9-мӗшӗсенче ҫитерӗҫ. А. Айгин музыкиллӗ пӗр актлӑ «Арлекинада. NEW» балет та куракансене килӗшӗссе шанаҫҫӗ. Пермьри патшалӑх хореографи училищин артисчӗсем СССР халӑх артисткине халалласа концерт кӑтартӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ntrk21.ru сайтӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш наци вулавӑшӗнчи Китай информаципе культура центрӗнче ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. «Национальная кухня из Поднебесной» ят панӑскер Китай халӑх апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарать. Куравпа паллашнӑ Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «сӑн ӳкерчӗксенче тӳрех хӗрлӗ тӗс ытларах курӑнать. Чӑн та – ку ӑнӑҫу, ырӑлӑх палли иккен. Чӑвашсем салма ҫиеҫҫӗ пулсан, китайсем вӑрӑм лапша – вӑл мӗн чухлӗ вӑрӑмрах, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах – вӑрӑм ӗмӗре пӗлтерет». Китай ҫыннисем шыв ӗҫме юратаҫҫӗ иккен. Унта тӗрлӗ чир-чӗр сиксе тухсан вӗри шыв ӗҫме хушаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре «Тӑван ятсем» проект малалла аталанать. Унӑн йӗркелӳҫисем паллӑ ентешӗмӗрсемпе ҫывӑхрах паллашма пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн телерадиокомпанийӗ пӗдлтернӗ тӑх, асӑннӑ проект йӗркелӳҫисем Шупашкарти 1-мӗш гимназинче ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ, чӑвагсен пӗрремӗш актрисин Тани Юнӑн пултарулӑхӗпе, унӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Етрӗне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Тани Юн «Сарпике», «Хура Юпа», «Апайка» кинофильмсенче ӳкерӗннӗ. Вӑл кинокартинӑсене Америкӑра, Египетра, Германире кӑтартнӑ. Тани Юн мӑшӑрӗ — Чӑвашкиностудие йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |