Культура
![]() www.chgign.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Самарпа Ӗпхӳри учёнӑйсем Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшра пулнӑ. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ученӑйсем пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ экспедици ирттереҫҫӗ. «Вӑл е ку халӑха пӗрлештерсе тӑракан вӑй — тӗн е йӑла-йӗрке. Чӑвашсем православие йышӑнни темиҫе ӗмӗр, ҫавах та ӑна пӑхӑнакасем те, тӗне кӗменнисем те аслашшӗ-асламӑшӗн йӑлисене манмаҫҫӗ», — тесе палӑртса хӑварнӑ Александр Осиповпа Виктор Степанов хатӗрленӗ телесюжетра. Екатерина Ягафовапа Игорь Петров ӑсчахсем Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмара икӗ хут пулнӑ. Паллӑ тӗпчевҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи чӑвашсем мӗнлерех аталанса пыни ҫинчен статьясем ҫыраҫҫӗ иккен. Ӗҫе туса пӗтерсен кӗнеке кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 16 сехетре Ӳнер музейӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Фёдор Мадуровӑн куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Федор Мадуров 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 1960-1965 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӗҫӗсем паян Третьяков галерейинче, Вырӑс музейӗнче, Чӑваш ӳнер музейӗнче упранаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче черетлӗ сезона уҫнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ. Культура институтӗнче тата колледжӗнче вӗренекенсем ҫавна май сцена ҫине хӑйсен хитре номерӗсемпе тухнӑ. Ҫав шутра — институтпа колледжӑн пӗрлехи хорӗ (ушкӑна Анна Савадерова тата Надежда Максимова ертсе пыраҫҫӗ), «Пикесем» ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Людмила Нянина), Валентина Архипова ертсе пыракан «Виктория» студи вокалисчӗсем, Августа Уляндинӑн Халӑх юррин театрне ҫӳрекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Сергей Иванов пултарулӑх каҫне йыхравлать. Халӑх юратакан сцена ӑстин каҫне ҫитсе курас текенсем, тӳрех палӑртар, питех йышлӑ. Онлайн-касса тӑрӑх хакласан, билетсен шучӗ икӗ алӑри пӳрнесемпе шутламалӑх тенӗ пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Сергей Иванов 1972 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗлӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑранпах театрта ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() kanashen.ru сӑнӳкерчӗкӗ Туристсем Чӑваш Ене те килме юратаҫҫӗ. Ют ҫӗрте ҫеҫ мар, хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрта илемлӗ вырӑнсем пайтах, ҫав шутра Чӑваш Ен те ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн кӑсӑклӑ. Пирӗн тӑрӑхпа паллашакансем хушшинче круизм туризмне суйланисем ҫеҫ мар, хӑйсем тӗллӗн килекенсем те йышлӑ-мӗн. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура каланӑ тӑрӑх, ҫулҫӳреве тухнисем пирӗн патӑмӑрта вӑтамран 2 кунтан пуҫласа 3 кун таран тытӑнса тӑраҫҫӗ. Паянхи куна илсен, Чӑваш Енре 154 хӑна ҫурчӗ пур. Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра шалти туризма аталантарас ыйтупа форум иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ibresi.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫре ял хӗрарӑмӗсем конкурса пуҫтарӑнӗҫ. «Сельская женщина — тебе слава и честь» (чӑв. Ял хӗрарӑмӗ, сана мухтав та чыс) я панӑскер юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехетре райцентрти Культура аталанӑвӗн центрӗнче пуҫланӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ялта пурӑнакан, чӑвашла пӗлекен (кун пирки конкурс пирки хыпарланинче асӑрхаттарса хӑварнӑ) хӗрарӑмсем хутшӑнӗҫ. Конкурса хутшӑнакансен хӑйсен тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртӑвне кӑтартса пама тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Традиции и современность в национальном музыкальном фольклоре» (чӑв. Наци музыка фольклорӗн йӑли-йӗрки тата хальхи самана) темӑпа республика шайӗнчи семинар иртнӗ. Унта теори пӗлӗвне панипе пӗрлех практика занятийӗсем те пулнӑ. Семинара культурӑпа ӳнер сферин учрежденийӗсенче ӗҫлекен преподавательсене йыхравланӑ. Чӑваш халӑх артистки, институтӑн доценчӗ Августа Уляндина, сӑмахран, «Халӑх юрри хальхи вӑхӑтра» уҫӑ лекци ирттернӗ. Чӑваш ташӑ культурин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен Чӑваш Енӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Нянина каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче Пысӑк этнографи диктанчӗ пулӗ. Ӑна онлайн-форматпа ҫырма май пур. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче ҫырӗҫ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. 16 ҫултан кӗҫӗнреххисем валли 20 ыйту пулӗ. Аслӑраххисем валли – 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ – пӗтӗмӗшле ыйтусем, тепӗр 10-шӗ кашни регион валли уйрӑм. Заданисене пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ. Йӑлтах тӗрӗс хуравласан 100 балл пухма пулать. Сӑмах май, акци пӗрремӗш хутчен 2016 ҫулта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне унта Раҫҫейри 90 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем «Литература диктанчӗ» пӗтӗм тӗнчери ҫутӗҫ акцине хутшӑннӑ. Ӑна Мурманск облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ Раҫҫейӗн Культура министерстви пулӑшнипе ирттернӗ. Диктанта ҫырма Чӑваш Республикин Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пуҫтарӑннисен вырӑс классикине тата хальхи вӑхӑтри литературӑна пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ. Диктант ҫырнӑ 35 ҫынтан 14-35 ҫулсенчисем 29-ӑн пулнӑ, 36-50 ҫутисем – 4-ӑн, 51-рен аслӑраххисем – 2-ӗн. Уйрӑмах хастаррисем — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче вӗренекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсемпе ачасемпе ҫамрӑксене паллаштармалли турсем ирттерме пуҫлассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Иртнӗ канмалли кунсенче 5-9-мӗш классенче вӗренекен 90 ача Куславкка районӗнче пулнӑ. «Туризм тата хӑнасене йышӑнас индустри» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче ачасем Куславккара вырнаҫнӑ Николай Лобачевский математикӑн музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ, тӗвӗсемпе тата понипе сӑн ӳкерӗннӗ, страуссене апатлантарнӑ. Кайран вӗсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунисен историйӗпе, тӗнчипе паллӑ Николай Бичурин пурнӑҫӗпе паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |