Культура
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра концерт кӑтартӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑха «Песни России» фестиваль-марафонпа килсе ҫитӗ. Асӑннӑ мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче иртӗ. 16-мӗш фестиваль-марафонӑн ыркӑмӑллӑх концерчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ, унтан артистсем Комсомольскине, Тӑвая, Шупашкара, Патӑрьеле, Вӑрнара, Ҫӗрпӗве, Хӗрлӗ Чутая, Кӳкеҫе тата Куславккана ҫитӗҫ. Надежда Бабкинӑпа тата унӑн мухтавлӑ «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) патшалӑх ансамблӗпе пӗрлех сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи професси коллективӗсем тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chuvbook.ru тата Светлана Асаматӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Ҫурхи ҫаврӑм» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн авторӗ — чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫӗнӗ сӑвӑ пуххинче ҫамрӑк вулакана шӑпах тавралӑх асамлӑхне асӑрхама хистет». Кӗнеке тиражӗ — 700 экземпляр. 40 страницӑран тӑракан кӑларӑма Петр Сергеев художник ӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ-хитрелетнӗ. «Чӑвашкино» студи Светлана Асаматӑн 70 ҫулхи юбилейӗ тӗлне (поэт 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ) фильм хатӗрлесе ҫитересшӗннине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Юрий Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра Лариса Петрова (сӑнӳкерчӗкре — сулахайран пӗрремӗшӗ) сӑвӑҫпа тӗлпулу иртнӗ. Методика зарядки евӗр йӗркелекен мероприяти ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашма, ҫыравҫӑсене лайӑхрах пӗлме май парать. Лариса Петровӑн нумаях пулмасть «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?» сӑвӑ пуххийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки ыйтса пӗлнӗ, сӑвӑсем итленӗ. Библиотекарьсем Лариса Петрова камӑн сӗнӳ-канашне итленине, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе ӑҫта тӗлпулнине те пӗлесшӗн пулнӑ. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас ыйту та ҫӗкленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Паян, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, — Музейсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май республикӑн тӗп хулинчи ватӑсем Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти музейпе курав центрӗнче пулнӑ. «Хӑйӗн ӗнерхине манакан халӑхӑн малашлӑхӗ ҫук», — тесе шухӑшлаҫҫӗ асӑннӑ центрта. Социаллӑ учрежденире тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе паллаштаракан сумлӑ кӗтес йӗркеленӗ. Унти материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, специалистсемпе канашласа вырнаҫтарса тухнӑ. Социаллӑ учреждение пулӑшу илме ҫӳрекен ачасем те, ваттисем те музейпа курав центрӗнчи экспонатсемпе хаваспах паллашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Галина Матвеева поэтӑн, писателӗн, куҫаруҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» кӑларӑмӗ Елена Благинина ячӗллӗ литература премийӗн уйрӑм дипломне тивӗҫнӗ. Елена Благинина (1903-1989) ячӗллӗ конкурса кӗҫӗн тата вӑтам ҫулхи ачасем валли вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе 30 пин тенкӗ преми параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне жюри лайӑх кӗнекесен авторӗсене уйрӑммӑн хавхалантарать. «Вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене ҫеҫ йышӑннине пӗлсе тӑрсах ҫак конкурса хутшӑнас килчӗ. Укҫа выляса илессишӗн мар. Ку — литература премийӗ, унта автор пултарулӑхне ҫиелтен, аннотаци тӑрӑх ҫеҫ, хакламаҫҫӗ, тӗплӗн тишкереҫҫӗ. Ку — пӗр сӑлтав. Тепӗр сӑлтавӗ — ҫак премие ача-пӑча валли сӑвӑ ҫыракансене хавхалантарас тата Елена Благинина ятне асра тытас, унӑн поэзине пропагандӑлас тӗллевпе йӗркеленӗ. Мана ҫак авторӑн поэзийӗ килӗшет», — тенӗ Галина Алексеевна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗршыври тата регионсем хушшинчи пултарулӑх конкурсӗсен лауреачӗн, бардӑн, Эльвира Соловьеван юбилей каҫӗ иртнӗ. Программӑна хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзийӗн антологине кӗртнӗ темелле. Концертра Михаил Юхма, Валентина Пугачева, Любовь Петрова, Валентина Белова, Александр Шувалов, Галина Белгалис, Наталья Шмелева, Татьяна Медведева, Анна Пулина, Наталья Антропова тата ытти поэт сӑмахӗсене кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ. Авторсенчен чылайӑшӗ ҫав каҫ залра пулнӑ. Вӗсем сцена хӑпарнӑ, алла микрофон тытса хӑйсен сӑввисене вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
balakovo.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре культурӑри тата ӳнерти ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне уйӑрса парӗҫ. Укҫана Патӑрьелӗнчи клуб тытӑмне «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗ парӗҫ; Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрне «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» мода ART-фестивальне ирттерме — 200 пин тенкӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Чӑваш Енӗн литература маршручӗсем» проект валли — 200 пин тенкӗ, Вӑрмарти ача-пӑчан ӳнер шкулне «РемеслоKreatiff» арт-мастерской валли — 100 пин тенкӗ; «Акация» культура керменне «Пуҫарусен курупки. Ача-пӑча фольклорӗ. Килӗштерсе усӑллӑ ӗҫлекен территори» пӗчӗк халӑхсен фольклор фестивалӗ валли — 100 пин тенкӗ; Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Шӗнерпуҫпе паллаш» проекта пурнӑҫлама — 100 пин тенкӗ; Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Ҫӗнӗ ҫӗр хывакан: Аркадий Павлович Айдак» проект валли — 100 пин тенкӗ; Пӑрачкав районӗнчи тӗп клуб тытӑмне «Пӑрачкав парӑсӗсем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи М. Бочкарев ячӗллӗ фестиваль-конкурсне ирттерме —100 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чи вулакан ҫемьесене палӑртнӑ. Конкурса республикӑн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ ирттернӗ. «Вулакан ҫемьепе палаштарни» номинацире Муркаш районӗнчи Васильевсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Вӑрмар районӗнчи Артюковсем — иккӗмӗш, Ҫӗнӗ Шупашкарти Павловсем — виҫҫӗмӗш. «Илемлӗ хайлав тӑрӑх инсценировка» номинацире Канашри Николаевсене ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Улатӑрти Логиновсем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Степановсем. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата сарас енӗпе Комсомольски районӗнчи Петровсене палӑртса хӑварнӑ, Муркаш районӗнчи Кузьмичевсем конкурс материалӗсене хӑйне евӗр хатӗрленипе ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче куракансем патне нумаях пулмасть ҫӗнӗ спектакль ҫитернӗ. «Чунӑм, Лиза-Акулина» премьерӑна Александр Пушкинӑн «Барышня-крестьянка» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. «Пушкин хайлавӗсемпе театрсем тӗрлӗ ӗҫсем лартаҫҫӗ. Пирӗн театрта та Пушкин хайлавӗсене пӗрре кӑна мар суйласа илнӗ. Ырӑ, романтикӑлла камите Светлана Зверева художникпа, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Андрей Галкин композиторпа, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Зоя Александрова хореографпа лартрӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ спектаклӗн режиссёрӗ Наталия Сергеева. Спектакль валли Пушкин хайлавне Лидия Филиппова чӑвашла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chnmuseum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «VII Ивановские чтения» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Константин Ивановӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Конференцие музей ӗҫченӗсене, ученӑйсене, архивистсене, краеведсене, вулавӑшсемпе вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене, студентсемпе вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ. Конференцие хутшӑнакансем чӑваш литераторӗсем Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери литература аталанӑвне епле тӳпе хывнине, К.В. Иванов Раҫҫей культуринче мӗнле вырӑн йышӑннине, Литература музейӗн аталанӑвне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |