Культура
![]() https://culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ача-пӑчан ӳнер шкулне уҫать. Унта шӑпӑрлансем 4 ҫултанах хореографие, вокала, актер ӑсталӑхне, прикладной ӳнерне вӗренме тытӑнӗҫ. Вӗсемпе аслӑ шкулӑн чи лайӑх преподавателӗсем ӗҫлӗҫ. Институт ҫумӗнче халӗ те пултарулӑх студийӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен вӗсене Ача-пӑчан ӳнер шкулӗ тавра пӗрлештерӗҫ. Унта вӗренме кӗрес текенсем ҫак енсенчен пӗрне суйлама пултарӗҫ: «Attitude» классика балечӗн шкул-студийӗ, Театр ӳнерӗн студийӗ, «Виктория» вокал ӳнерӗн студийӗ, «Эткер — наследие» декораципе прикладной ӳнер студийӗ, «Сингл» хальхи вӑхӑтри юрӑпа музыка аталанӑвӗн студийӗ. Вӗреннӗшӗн укҫа тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() minkult.khabkrai.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни Мускаври театрсенчен пӗрне кайса спектакль курма билет туянас тенӗ. Анчах вӑл суя сайт ҫине лекнӗ. Ултавҫӑсем унӑн 9 пин тенкине вӑрланӑ. 39 ҫулти арҫын сайтра спектакль кунне тата вӑхӑтне, ҫаван пекех хӑйне килӗшекен вырӑнсене суйланӑ. Банк картти ҫинчен укҫа тӳленӗ чухне телефон ҫине килнӗ кода кӑтартнӑ хыҫҫӑн сайт ӗҫлеми пулса кайнӑ. Арҫын укҫа тӳлеме тата тепӗр икӗ хутчен те хӑтланса пӑхнӑ, анчах май килмен. Техника пулӑшӑвӗ паракан тытӑма ҫырса янӑ хыҫҫӑн ӑна икӗ билет вырӑнне 6 билетшӑн укҫа илнӗ тесе ӑнлантарса панӑ. Карттӑн реквизитне каласан укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Арҫын укҫа ҫук карттӑн реквизичӗсене пӗлтернӗ, ун патне такам укҫа илме хӑтланни ҫинчен смс-хыпар ҫитнӗ. Вара арҫын ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнине ӑнланса илнӗ те йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Культура
1930 ҫулта Самарти иккӗмӗш сыпӑклӑ Чӑваш шкулне хупнӑ хыҫҫӑн эпӗ, ҫав шкулӑн 7-мӗш класӗнчен вӗренсе тухнӑскер, виҫӗ ҫула яхӑн е хамӑр ял колхозӗнче, е Самарпа Ӗпхӳ таврашӗнчи ҫӗнӗ стройкӑсенче ӗҫлекелесе ҫӳрерӗм. Малалла вӗренме май килмерӗ-ха. Хӑш шкулне хам кӗмерӗм, теприне — илмерӗҫ. Юлхавӗн турри килтех тет — кӗлтунине час илтет. Вӑл ҫулсенче ман пек чухӑнни ҫукчӗ те пуль. Кӗсье те, хырӑм та пуш-пушахчӗ. Ӗҫе кӗнӗ чух, ытла ырханнӑн курӑнас мар тесе, ик-виҫшер хут кӗпе тӑхӑнаттӑм. 1933 ҫулччӗ ун чухне урамра. Правительство йӗркеленӗ выҫлӑхчӗ (колхозсенчи тырра патшалӑх пӗр пӗрчӗ хӑварми шӑлса кайнӑччӗ). Пыратӑп ҫапла пӗррехинче Самар урамӗпе, апат-ҫимӗҫ лавккисен чӳречисенчен тӗмсӗлсе пӑхатӑп. Курах кайрӑм пӗр хитре пӗлтерӳ: «Сахалиннефть» трест вербовкӑпа илсе кайма ӗҫлекенсене пуҫтарать», — тенӗ. |
Культура
![]() cap.ru порталтан илнӗ скриншотпа усӑ курнӑ Республикӑри пултарулӑх коллективӗсем хӑйсен хӑш-пӗр проектне 2023 ҫулта Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн гранчӗпе пурнӑҫа кӗртӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «История Нарспи» балет лартма, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» концерт программи валли 5-шер миллион тенке тивӗҫнӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне Леонид Андреев пьеси тӑрӑх «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль лартма, Вырӑс драма театрне Борис Полевойӑн «Повесть о настоящем человеке» хайлавӗ тӑрӑх спектакль лартма 3-шер миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. СССР лётчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексне «Планеты Солнечной системы» паллаштарупа ландшафт композицине йӗркелеме, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне «Чӑваш юмахӗсем» спектакле вырӑсла тата чӑвашла лартма 1-шер миллион тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() днт21.рф сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Пӗрлехи фольклор кунӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи «Акаци» культура ҫурчӗ умӗнчи лапамра Республикӑри ача-пӑчан пӗчӗк жанрсен фольклор марафонӗ иртнӗ. «Пӗрттӗнь-пӗрттӗнь» ят панӑ мероприятие культура ҫуртӗнчи коллективсемпе пӗрлех Шупашкарти пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче «Сывлӑм» ача-пӑча фольклор ансамблӗ, «Укӑлча» халӑх фольклор ансамблӗ (хормейстерӗ — А.А. Щетинина), «Локинэ» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ (балетмейстерӗ — Е.А. Елисеева), «Солнышко» ансамбль тата тутар юррин «Ялкын» халӑх ансамблӗ (хормейстерӗ — Г.Ш. Федорова), «Радужная страна» ансамбль (ертӳҫи — Л.И. Воронова), «Исток» ансамбль (ертӳҫи — Ю.П. Лучин) тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чувашская археология» (чӑв. Чӑваш археологийӗ) статьясен пуххин 4-мӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене Чӑваш Енри археологи палӑкӗсене тӗпчесси тата упраса хӑварасси ҫинчен ҫырнӑ статьясем кӗнӗ. Чул ӗмӗрӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ саманачченхи тапхӑр таранах. Кӑларӑмӑн ӑслӑлӑх редакторӗсем — Н.С. Березина, Е.П. Михайлов. Кӗнекене археологсем, историксем, краеведсем, студентсем тата археологипе кӑсӑкланакан ытти ҫын валли хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питрав кунӗнче, Пӗрлехи фольклор кунне ирттерме Комсомольскинчи культурӑпа кану паркне пуҫтарӑннӑ. «Несӗлсен сӑвапӗ» ятпа унта йӑла-йӗрке фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие 14 фольклор коллективӗ пуҫтарӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартнӑ: «Ҫӑварни», «Мӑнкун», «Ниме», «Учук пӑтти», «Хӗр сӑри», «Улах», «Салтака ӑсатни», «Туй», «Ҫӑнӑхта», «Ача пӑтти», «Тӑла ҫапни», «Сӗрен». Фестивальте хӑна юррисем тата чӑваш такмакӗсем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫитес сезонта гастрольпе Ҫӗпӗрте пулӗ. Учреждени Тӗмен хулине тухса каясси ҫинчен театр директорӗ Юрий Владимиров пӗлтернӗ. Тӗменти пысӑк драма театрӗн сцени ҫине чӑваш артисчӗсем тата Удмурт Республикинчи наци театрӗн ӑстисем тухӗҫ. Чӑваш театрӗ Ҫӗпӗрте Игорь Муренкон «Ай мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камитне, Юлий Кимӑн «Кто принцессу поцелует?» юмахне, Федор Павловӑн «Ялта» драмине кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Н.И. Ильминские халалланӑ конференци иртӗ. Мероприятие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттерет. Ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ регионсем хушшинче пулӗ. «Н.И. Ильминский и этнокультурное развитие народов Поволжья» (чӑв. Н.И. Ильминский тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен этнокультура аталанӑвӗ) ят панӑ мероприятие паллӑ ученӑй ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ача-пӑчан пӗтӗм тӗнчери культура форумне хутшӑнакан пултаруллӑ ачасен списокне хатӗрленӗ. Форум Мускаври ВДНХра ҫурла уйӑхӗн 24-28-мӗшӗсенче иртӗ. Унта талантлӑ ачасемпе педагогсем тухса кайӗҫ. Раҫҫейӗн кашни регионӗ хутшӑнакан форума пирӗн тӑрӑхран 12-17 ҫулсенчи 7 ача кайса курӗҫ. Республика делегацийӗн йышне Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнчи, Шупашкарти 1-мӗш ӳнер шкулӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи, Елчӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи, Шупашкарти 2-мӗш гимназири, Культура колледжӗнчи вӗренекенсем кӗнӗ. Вӗсем музыка, хореографи, театр, ӳнер искусстви енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |