Шупашкарти Л. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра паллӑ чӑваш ҫыравҫипе Лидия Саринепе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ та пултаруллӑ ҫыравҫӑпа шӑпӑрлансем – хулари 162-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем – курнӑҫнӑ.
Лидия Михайловна хӑйӗн ачалӑхӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ, хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарнӑ май пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасем Лидия Саринен сӑввисемпе калавӗсене кӑсӑкланса итленӗ.
«Эпӗ – амӑшӗ, кукамай (тен, асанне те-тӑр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ. – Т.Т.) тата ҫыравҫӑ. Манӑн пурнӑҫри тӗллев — пултарулӑх!» – тенӗ Лидия Михайловна.
Лидия Сарине ҫырма 33 ҫулта ҫеҫ пуҫӑннӑ. Ун чухне ӑна кӗҫӗн хӗрӗ юмах вуласа пама ыйтнӑ. Тӗрлӗ юмаха темиҫе хут та каласа панӑран сюжетсем шухӑшласа кӑларма тытӑннӑ. Каярах ҫав хайлавсем тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче кун ҫути курнӑ. Лидия Саринен пӗрремӗш калавӗ «Тӑварлӑ хурӑн шывӗ» ятлӑ пулнӑ.