Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Юхма Мишши повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ фильм пысӑк экран ҫине тухӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.02.2024 17:45 | 2261 хут пӑхнӑ
Культура
Марат Никитин режиссер
Марат Никитин режиссер

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан режиссер Марат Никитин Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Асампай мучин истоийӗ» фильм кионтеатр экранӗ ҫине тухӗ. Вӑл – вырӑсла.

Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ. Фильмри пулӑмсем 1949 ҫулта пулса иртеҫҫӗ. Асампай мучи пӗртен-пӗр ывӑлӗ вӑрҫӑран таврӑнасса кӗтме пӑрахмасть. Юлашкинчен вӑл ҫак ҫухатупа пурӑнма хӑнӑхать.

Асампая Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов вылянӑ. Фильма Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче 1937 ҫулта хута янӑ ҫуртра ӳкернӗ. Монтаж туса пӗтернӗ. Халӗ прокат удостоверенине хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл пысӑк экран ҫине тухасса кӗтмелли ҫеҫ юлать.

#культура, #фильмсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1329.0.6914
2024.02.01 17:51
Agabazar
Юхма Мишши, пăшатан пек, таçта та шăтарса кĕрет.
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.02.02 06:01
Юхма - чӑвашсен ПЛАГИАТШӐН тахҫанах явап тытма тивĕҫлĕ
"вилĕмсĕр Кащейĕ"!..Ку тĕлĕшпе ĕçлеме шанчăклă документсем çителĕклĕ.Тĕрлĕ çулсенче чылай сумлă комисси Юхма плагиатор иккенне питĕ тĕплĕ тĕпчесе çирĕплетнĕ. Саралса кайнă çав хутсем мана Василий Эктел парса хăварнă хулăн папкăра нумай. Ун пек документсем хисеплĕрен те хисеплĕ Ю.М.АРТЕММЬЕВ профессорта та пур. Эпир ку документсемпе кирек хăш вăхăтра та следовательсене паллаштарма пултаратпăр. Плагиатшăн СРОК ДАВНОСТИ çук!
Анчах та темшĕн пирĕн тӳре-шара тахçантанпах питĕ юратса упрать çак этеме... Мĕншĕн?! Питĕ пĕлессĕм килет ман!
Валери ТУРКАЙ. 02.02.2024

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем