Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем чӑваш дневникӗпе усӑ курма пултарӗҫ. Ӑна «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш дневникне Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ ырланипе, «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ. Ку вӑл ҫутӗҫ проекчӗ шутланать.
Дневника икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленӗ. Дневник страницисенче чӑваш чӗлхипе, паллӑ ентешӗмӗрсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, йӑла-йӗркепе, культура эткерлӗхӗпе кӗскен паллаштарнӑ.
Проект авторӗ — Анастасия Анохина.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев калашле, тӑван ҫӗре юратасси хамӑр тымара, тӑван чӗлхене, историпе культурӑна хисепленичнен пуҫланать. Апла пулсан, чӑваш дневникӗ ку енӗпе пӗлтерешлӗ кӑларӑм тесе калама пулать. Ара, чӑх пӗчӗккӗн сӑхсах тӑранать теҫҫӗ мар-и?
