Чӑваш Енре чӑваш ачисен «Эткер» смени черетлӗ хутчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Александр Степанов чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Кӑҫал эпир ӑна Ирпипе, Ирина Диаровӑпа, 10-мӗш хут ирттеретпӗр. Тӗлӗнмелле!!! Тӗрлӗ регионта пурӑнакан чӑваш ачисем Шупашкарта пухӑнса пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупса «Чӑваш тӗнчине» туйма тытӑнӗҫ. Шанас килет паллах. Паянхи кун вӗсем пӗр-пӗринпе паллашрӗҫ, юрларӗҫ те ташларӗҫ, хӑйсен тӑван енӗ ҫинчен постер хатӗрлерӗҫ, ыттисене паллаштарчӗҫ», — каласа кӑтартнӑ хастар вӗрентекен хӑйӗн страницинче.
Чӑн та, питех те пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ.
Agabazar // 1980.47.1880
2025.08.05 12:12 | |
![]() |
Юхма Мишшин романĕ те «Еткер» ятлă.
Геннадий Юмартăн та «Еткер» сăвă пур.
Çăлкуç шутланакан фарси чĕлхинче те умĕн йот тăрать — йадгар.