Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче Петӗр Яккусенӗн «Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Унта, тӗпрен илсен, паллӑ поэтӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ, анчах ку таранччен ниҫта та пичетленмен хайлавӗсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн сайра кун ҫути курнӑ сӑввисем те вырӑн тупнӑ кӑларӑмра», — тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче. Петӗр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче, Красноармейски тата Элӗк районӗсенчи шкулсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ASАМАT ушкӑнӑн «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе черетлӗ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Сумлӑ йышра культура ӗҫченӗсем те пур. Иккӗн. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шупашкар хулинчи «Азамат» обществӑн «Азамат» (официаллӑ документра ҫавӑн пек ҫырнӑ. Пире чӑвашлатса каласан та юрать пулӗ) чӑваш эстрада ансамблӗн ертӳҫи Алевтина Михайлова тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Осипова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче хореографи ӑсталӑхӗн кафедрине уҫӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва коллективпа Чӑваш Республикин культура тата ӳнер институчӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Проект тӗллевӗ — аслӑ шкулӑн студенчӗсене професси ӑсталӑхне практиксем патӗнче хатӗрлесси. Ҫапла майпа вӗсен професси шайӗ ҫӳллӗрех пулӗ. Вӗренекенсем валли Раҫҫейри пысӑк квалифицкациллӗ специалистсене явӑҫтарса ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме палӑртаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ача-пӑчан вокалпа хореографи студине уҫнӑ. «Хореографи ӑсталӑхӗн кафедри ӗҫлеттерсе яни студентсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗн артистсемшӗн те усӑллӑ пуласса шанатпӑр», – тесе палӑртнӑ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансмблӗн директорӗ Сергей Кузнецов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Максим Курленкон Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри пачӑшкӑн рэп-композицийӗ фильмра янӑрать. Кун пирки Максим Курленко темиҫе кун маларах Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Кунта ҫӗршыври кинотеатрсенче кӑтартакан «Непослушник» камит пирки пырать. Кинокартина нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче экран ҫине тухнӑ. Ҫав фильмра янӑракан композицие темиҫе ҫул каяллах ҫырса илнӗ. Фильма ӳкерекенсене вӑл ӗҫ килӗшнӗ, вӗсем унпа усӑ курма автортан, Максим Курленкоран, ирӗк ыйтнӑ. «Черное или белое» рэп-композици фильмра икӗ эпизодра янӑрать. Бит авторӗ – Мускаври битмэкер DK Drammasta. Фильм, сӑмах май, Максим Курленкона килӗшнӗ. Курленко Шупашкар районӗнчи Шӑмӑшри чиркӳре пачӑшкӑра ӗҫлет. Хӑй вӑл Екатеринбург хулинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал Чӑваш Енре – Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Ҫавна май логотип тата брендбук пулӗҫ. Мӗнлисем? Ӑна конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса логотипӑн 23 варианчӗ килнӗ. Вӗсене комисси пайташӗсем пӑхса тухӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Эппин, эпир кӑҫал мӗнлерех логотип пулассине кӗҫех пӗлӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ачӑ-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче «Проект, который выигрывает» (чӑв. Ҫӗнтерекен проект) ӑсталӑх сехечӗ иртӗ. Культура политики тата социокультура программировани енӗпе ӗҫлекен специалист, эксперт, Лондонта «Культурная дипломатия, политика и отношения» (чӑв. Культура дипломатийӗ, политика тата хутшӑнусем) магистр программине вӗренсе тухнӑ Надежда Пономаренко ҫав кунах интерактив мелӗпе тухса калаҫӗ. Вӑл Лондонти тата Мускаври культура организацийӗсенче ӗҫлесе опыт пухнӑ. Ӑсталӑх сехечӗ 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен пырӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Надежда Пономаренко ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансен ыйтӑвсене хуравлӗ. Тӳлевсӗр мероприятие культура учрежденийӗсен ертӳҫисене, ӗсченӗсене, культура менеджерӗсене, асӑннӑ темӑпа кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Регистрациленес тесен ҫак каҫӑпа иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Героям – быть!» (чӑв. Паттӑрсем пулмалла!) пӗтӗм ҫӗршыври проекта Чӑваш Енри ҫын та хутшӑнать. Асӑннӑ проект социаллӑ яваплӑ ҫынсемпе паллаштарать. Проект йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври ҫӗршер пин ҫын машина тӑвас, металлурги, энергетика, нефтехими, йывӑр промышленноҫӑн ытти отраслӗнче тӑрӑшать. Кӑткӑс та яваплӑ ӗҫре вӑй хуракан ҫав ҫынсем йывӑр смена тата ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн нимеҫӗ пулса тӗрлӗ енӗпе тимлеҫҫӗ. Ҫав йышра Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн директорӗ Альберт Сергеев та вӑл. Проекта вӑл «Оберегая планету» (чӑв. Планетӑна сыхласа) номинацире хутшӑнать. Альберт Николаевич тӑван тӑрӑхӗшӗн, Элӗк районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗшӗн, тӑрӑшать. Вӑл унти чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ. Черетре — Атӑк ҫӑлӗ. Ялти хастарсемпе энтузиаст ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Альберта Сергеевшӑн ҫак каҫӑпа https://clck.ru/aruR5 сасӑламалла. Ҫак ӗҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ача-пӑча литературин «ПроДетЛит» пӗтӗм ҫӗршыври энциклопедийӗн электрон бази пӗрмаях ҫӗнӗ авторсемпе, иллюстраторсемпе, куҫаруҫӑсемпе, издательствӑсемпе, журналсемпе, литература премийӗсемпе тата конкурссемпе пуянланса пырать. Виртуаллӑ энциклопедире хальхи вӑхӑтра Раҫҫейпе тӗнчери 450-а яхӑн ят. Ҫав шутра Павел Бажов, Самуил Маршак, Корней Чуковский, Сельма Лагерлёф, Юнна Мориц, Марк Твен тата ыттисем те пур. Халӗ ҫав список Чӑваш Енри авторпа пуянланнӑ. Вӑл — Ольга Васильева (Федорова) прозаик, куҫаруҫӑ, журналист, ача-пӑча кӗнекисен редакторӗ. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствнче ача-пӑча литературин тӗп редакторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче эпир, пулас артистсем, 1978-1983-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Училище Мускаври Малый театр ҫумӗнче вырнаҫнӑ пирки пире унта ытларах Малый театрта ӗҫлекен артистсем вӗрентетчӗҫ. Эпир, паллах, малтанах актер ӑсталӑхӗпе пире миҫе педагог вӗрентме пултарассине пӗлме пултарайман. Шупашкарта конкурссем иртнӗ май, юлашки иртекен турсенче эпир хамӑрӑн пулас икӗ преподавателе пӗлеттӗмӗрччӗ-ха. Вӗсем пире суйласа илме ятарласа Шупашкара килнӗччӗ. Пӗри вӑл — пирӗн пулас илемлӗх ертӳҫи — Владимир Константинович Смирнов, тепри актер ӑсталӑхне вӗрентекен — Наталия Алексеевна Петрова. Сентябрьте пӗрремӗш курсра вӗренме пуҫласан черетпе тенӗ пек пирӗн пата актер ӑсталӑхӗпе вӗрентекен ытти педагогсем килме пуҫларӗҫ. Ҫапла пӗрремӗш курсра юпа (октябрь) уйӑхӗн пуҫламӗшӗнче пирӗн пата Виталий Мефодьевич Соломин килчӗ. Виталий Соломин киноартиста эпӗ ача чухне, хам 11-12 ҫулсенче ялти клубра «Даурия» фильмра курнине астӑватӑп. Вӑл кинона клубра кӑтартма час-часах илсе килетчӗҫ те, эпӗ ӑна темиҫе хут та пӑхнӑччӗ. |
Культура
rusdram21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ тӗп режиссёрпа паллаштарнӑ. Тилхепене 50 ҫулти Александр Кладькона тыттарнӑ. Александр Иванович — театрпа кино актёрӗ тата режиссёрӗ. Вӑл 1971 ҫулта Украинӑри Одесса хулинче ҫуралнӑ. Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнче, каярах унтах режиссура кафедринчи аспирантурӑра вӗреннӗ. Фонтанкӑри Ҫамрӑксеен театрӗнче артистра ӗҫленӗ, Псковри А.С. Пушкин ячӗллӗ академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗнче ӗҫленӗ. Вӑл режиссёр пулса лартнӑ ӗҫсем тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |