Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗрленчӗксем

РАШ
10

Хв. Уяр. «Иртнипе пуласси» 2
■ Валерий Алексин | 10.12.2023 10:44 |

Сумлӑ сӑмах Культура

Ҫак статья (Анатолий Юман сӑвӑҫ ӑна очерк тенӗ) пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсма кирлине эпӗ вулакана систерсе хӑварнӑччӗ. Вӗҫӗ ҫукчӗ-ҫке-ха, «хӳрине» такам татса илнӗ (е ҫухатса хӑварнӑ). Машинкӑпа ҫапнӑ хыҫҫӑнхи виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш копийӗсем выртса юлман-ши? Ҫыравҫӑн еткерлӗхне Паянхи истори архивне панӑ, тен, ҫавӑнта «чакаланса» пӑхас?

Ку архивра ӗҫлесе пӑхни пирки самай кӑсӑк статья ҫырма пулать, анчах унталла сулӑнасшӑн мар эпӗ. Кӗскен каласан, очеркӑн машинкӑпа ҫаптарнӑ копийӗсем тупӑнчӗҫ Уяр хучӗсем хушшинче, анчах эпир шыракан вӗҫӗ унта та ҫук.

Ҫырнисен пуххин маларахри томне хатӗрленӗ чухне асӑрханӑччӗ, ҫыравҫӑн чылай хайлавӗсем кӗнекерен кӗнекене куҫса пыраҫҫӗ, автор вӗсене кӑшт-кашт якаткаласа та илет, сайра хутра ятне улӑштарать. Тӑваттӑмӗш тома кӗмелли ҫулҫӳрев очеркӗсене «кайран вулама» тесе уйӑрса хунӑччӗ. Ак япала, эпир шырани 1971 ҫулта тухнӑ «Телейлӗ Палюк» кӗнеке вӗҫне «Чӑвашкассинче» (ҫул ҫӳренӗ чух курнисенчен) ятпа хӗсӗнсе кӗнӗ иккен, «Иртнипе пулассире» вара Тӑванкасси ялӗ пирки сӑмах пырать.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та