Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче хальхи вӑхӑтри чӑваш ача-пӑча литератури ҫӗнӗ ятсемпе пӗрмаях пуянланса пынине пӗлтернӗ май нумаях пулмасть унта Ирина Трифонован «Тӑлӑх» кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен хыпарланӑ. Ирина Трифонова — Тутарстанран. Вӑл унти чӑвашсен хаҫатӗнче 1997 ҫултанпа корреспондентра ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра «Татмедиа» холдинг йышӗнче шутланса тӑракан хаҫата юлашки ҫулсенче шӑпах вӑл, Ирина Трифонова, тӗп редактор пулса ертсе пырать. Хӗрарӑм-ҫыравҫӑ Раман Иринкки тата Ирина Гордеева псевдонимсемпе те ҫырнӑ. 2003 ҫулта унӑн «Асра юлнӑ кунсем» кӗнеки, 2004-мӗшӗнче «Шурӑ туй кӗпи» пичетленсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Лариса Комиссарова. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш птшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникӗ, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн пайташӗ Лариса Комиссарова юбилейне уявлать. Ку хыпара театр ӗҫченӗсн пӗрлешӗвӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Лариса Анатольевна 50 ҫул тултарнӑ. Юбиляра союз ертӳҫи Сергей Павлов ҫавра ҫула пурнӑҫӑн ҫӗнӗ страници евӗр йышӑнма суннӑ. Тата, паллах, ытти ӑшӑ сӑмахпа саламланӑ. Тепӗр 50 ҫул такӑр ҫулпа хавасланса ирттерме, пурнӑҫра мӗнпур ыррине сунса каланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре 2022 ҫула Паллӑ ҫынсен ҫулталӑкне халалланӑ. Ҫавна май вӗсем пирки каласа кӑтартакан сайт хута кайнӑ: землякичувашии.рф. Хальлӗхе сайта туса пӗтермен, чылай пая хатӗрлесе пыраҫҫӗ. Паянхи кун 16 паллӑ ҫыннӑн биографийӗпе паллашма пулать. Вӗсен йышӗнче – Иван Яковлев, Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Андриян Николаев, Святослав Федоров… Кӗҫех «Ентешсем» пайра 30 ытла ҫын пирки информаци пулӗ. Кунта Николай Федоров, Ирина Клементьева, Олимпиада Иванова, Лев Кураков, Анатолий Аксаков, Варнава митрополит… «Пирӗн хушӑри паттӑрсем» пайра сахал палланӑ, анчах мухтава тивӗҫ ҫынсем пулӗҫ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кирек кам та информаци тултарма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательстви Хветӗр Уярӑн тӑватӑ томран тӑракан «Ҫырнисен пуххине» кӑларма пуҫланӑ. Ку хыпара кӗнеке издательство сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ кӗнекен пӗрремӗш томӗнче «Таната» роман вырӑн тупнӑ. «Таната» романри ӗҫсем Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пысӑк пӑлхав умӗн Шупашкарпа тури чӑваш ялӗсенче пулса иртеҫҫӗ. «Ҫырнисен пуххин» пӗрремӗш томӗнчи умсӑмаха филологи наукисен докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Артемьев критик ҫырнӑ. Редакторӗ — Галина Антонова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш халӑх артистне Иван Иванова (1946—2002) асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Аса илтерер: унта актер ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа «Театр в главной роли» (чӑв. Тӗп сӑнарта театр) фотокурав уҫӑлнӑ. Музейри тӗлпулӑва К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Фёдорова тата РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева — пырса ҫитнӗ. «Иван Иванов питех те ӗҫчен те ырӑ чунлӑ ҫынччӗ. Ҫавӑнпа ӑна ӗҫтешӗсем ҫеҫ мар, куракансем те юрататчӗҫ», — тесе аса илнӗ, сӑмахран, Любовь Фёдорова. Астӑвӑм каҫне шкул ачисене те йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Пушкӑртстанри ҫыравҫӑн, Аркадий Русаковӑн, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Юрату каҫарма чӗнет» ятпа вулакан патне ҫитнӗ кӑларӑм тиражӗ – 1000 экземпляр. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан чӑвашӗн «тӗрлӗ ҫулсенче унӑн «Чикӗри тӗлпулу» тата «Эпир кунта хӗҫпе килмен» кӑларӑмӗсем пичетленнӗ». Аркадий Русаков — Стерлитамакри ҫыравҫӑсен организацийӗн «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн тата Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Вӑл — икӗ чӗлхеллӗ автор. Чӑвашла та, вырӑсла та калӑплать. «Унӑн произведенийӗсем тӗрлӗ хаҫат-журналта та, уйрӑм кӗнекен те тухаҫҫӗ. Ҫамрӑкрах чухне ҫыравҫа юрату, кӑмӑл-сипет, ҫутҫанталӑк темисем кӑсӑклантарнӑ пулсан халӗ истори ыйтӑвӗсемпе халӑх кун-ҫулӗ ытларах пӑшӑрхантараҫҫӗ, ҫӗнӗ калав-повесть ҫырма хистеҫҫӗ», — паллаштарнӑ ҫыравҫӑпа Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӗплӗн юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уҫӑлассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Юсав ӗҫӗсемпе паллаштарма, сӑмах май каласан, культура учрежденийӗнче пресс-конференци ирттернӗ. «Унччен эпир юханшыври карап пекчӗ, халӗ пире океанти лайнерпа танлаштарма пулать. Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑрсене чӗнме те намӑс мар. Кунта хальхи вӑхӑтри юрӑ-ҫемӗн ҫулленхи фестивальне ирттерес кӑмӑл пур», – хавхаланса калаҫнӑ филармонин илемлӗх ертӳҫи Николай Казаков. Унсӑр пуҫне вӑл аслӑ ҫулхисем, ҫамрӑксем тата ача кӗтекен хӗрарӑмсем валли концертсем йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ыран Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлӗ. Чӑваш симфони капелли ҫӗнӗ сцена ҫине пӗрремӗш тухса концерт лартӗ. Юсав ӗҫӗ тинех вӗҫленнӗ. Вӑл 13 ҫул пынӑ. Ку ӗҫе 2008 ҫулта пуҫӑннӑ. Подрядчиксем улшӑннӑран, проектпа смета документацийӗ йӗркеллӗ пулманран ӗҫ нумая тӑсӑлнӑ. Кӑҫал ӑна ҫӗнетме республика фондӗнчен 58 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Филармоние ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Филармонире ҫутӑ тата сасӑ тумалли ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр лартнӑ, сценӑн аялти тата ҫӳлти механикине улӑштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «С.М. Михайлов (1821—1861) — первый чувашский историк, этнограф и писатель» (чӑв. С.М. Михайлов (1821—1861) — чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫавра сӗтел гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Ученӑй совечӗн залӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Унта темиҫе ӑсчах доклад тӑвӗ. Сӑмахран, Виталий Родионов профессор, сӑмахран, «С. Михайлов (Яндуш) еткерлӗхӗ тата паянхи чӑваш ӑслӑлӑхӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа отчет тӑвӗ. Институтра кӑҫал пичетлесе кӑларнӑ Виталий Родионовӑн (Ӑртивансен Сӑварӗн) «Янтушсен Михала ывӑлӗ Спиркка / Спиридон Михайлов (Яндуш): творческий портрет» кӗнекине те хӑтлама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн опера труппин заведующийӗ Константин Ефремов 60 ҫул тултарнӑ. Константин Вениаминович — Чӑваш Енре ҫулсерен иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсӗн лауреачӗ. Пулас артист Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи вокал уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан унӑн пултарулӑхне тӳрех асӑрханӑ. Ҫамрӑк вокалистсен Ф.М. Лукин ячӗллӗ республикӑри конкурсӗнче вӑл лауреат ятне тивӗҫнӗ. 1994 ҫулта Константин Ефремов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче опера артистӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |