Культура
Шупашкарта Сар хӳтӗлев чикки пирки ӳкернӗ чи лайӑх мультфильма суйлаҫҫӗ. Кӗҫех «Уҫӑ хула» порталта ӑна палӑртас тӗллевпе сасӑлав пуҫланӗ. Конкурса хутшӑнакансен анимаци мультфильмӗсен ачасене ӑнланмалла чӗлхепе пулмалла. Ҫав вӑхӑтрах унӑн шӑпӑрлансене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр пурнӑҫпа паллаштармалла. Суйлав турне Ютубра 65 мультфильм хутшӑннӑ. Шупашкарти 174-мӗш, 162-мӗш, 178-мӗш ача пахчисем хатӗрленӗ ӗҫсене чи нумай пӑхнӑ, вӗсем лайк чылай пухнӑ. Ҫавӑн пекех жюри пайташӗсем тӗп хулари 128-мӗш, 151-мӗш, 164-мӗш, 185-мӗш, 202-мӗш, 204-мӗш ача пахчисене, Ҫӗрпӳри 7-мӗш ача пахчисене палӑртнӑ. Сасӑлав раштав уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи Александра Васильева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Темиҫе чӗлхе пӗлсен те тӑван чӗлхене мала хуракансем пирӗн хушӑра пурри питех те савӑнтарать. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Александра Васильева. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнарта ҫуралса ӳснӗ ӑслӑ та талпӑнуллӑ хӗрпе ҫак йӗркесен авторӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллашрӗ. Александра Сергеевна чӑвашла хӑй ҫырнӑ юмахсен пуххипе Zoom платформӑра паллаштарма палӑртнӑ. Презентаци раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Мускав сехечӗпе 11 сехетре пуҫланӗ. Хӑтлав чӑвашла иртӗ. 40-минутлӑ икӗ сессирен тӑракан презентацие кирек кам та хутшӑнайӗ. Александра Сергеевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ. Унтан Мускавра ассистент, тӑлмачӑ пулса ӗҫленӗ. 2016-2018 ҫулсенче вӑл пӗлӗвне Экономикӑн аслӑ шкулӗнче ҫӗнӗлле уҫӑлнӑ ют чӗлхе факультетӗнчи магистратурӑра анлӑлатнӑ. Халӗ Китайри Куньмин хулинче акӑлчан чӗлхи вӗрентет. «Эпӗ студент чухнех ҫырма пуҫланӑ. Ку юмахсен пуххин пӗрремӗш пайне эпӗ 2017-мӗш ҫулта ҫырнӑ, пӗлтӗр иккӗмӗш пайне ҫырса пӗтернӗ. Малтан ҫырнисем пурте вырӑсла, чӑвашла ҫырни пӗрремӗш хут», — пӗлтерчӗ вӑл ҫак йӗркесен авторне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 18 сехетре, Мускаври «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) театрта хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пултарулӑх коллективӗсен гала-концерчӗ уҫӑлӗ. Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн ертӳҫи Светлана Балыбердина Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинчи концерта «Уяв» фольклор ансамблӗ хутшӑнӗ. Гала-концерта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 20 коллектив хутшӑнӗ. Вӗсем пурте «Культура» наци прокчӗн грантне тивӗҫнӗскерсем. Мускаври гала-концерт вӑхӑтӗнче сцена ҫине Адыгея, Буряти, Мари Эл, Мордва, Тутарстан, Тыва, Чечня, Байкал, Белгород, Волгоград, Воронеж, Иркутск, Курган, Ленинград, Мускав, Омск, Орлов, Пенза, Челябинск тӑрӑхӗсенчи коллективсем тухӗҫ. Ятарлӑ хӑнасем хушшинче М.Е. Пятницкий ячӗллӗ патшалӑх академи вырӑс халӑх хорӗ, Марина Девятова, «Партизан-FM» фолк-группа тата ыттисем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн правленийӗ (ертӳҫи — Сергей Павлов) ларӑва пухӑннӑ. Унта 2021 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, килес ҫулхи плансене тишкернӗ. Кӑҫал туса ирттерме палӑртнисенчен Шупашкарти урамсене театрӑн сумлӑ ӗҫченӗсен ячӗсемпе пама май килнине асӑнса хӑварнӑ. Театр ӗҫченӗсен союзӗ хула администрацине ятарлӑ хут ҫыни сая кайман — республикӑмӑрӑн тӗп хулинче Алексей Красотин, Тамара Чумакова, Вера Голубева тата Зоя Ярдыкова урамӗсем пур. Чӑваш академи драма театрӗпе юнашарах тенӗ пек вырнаҫнӑ Арбатра Театр скверӗ пулӗ. Оперӑпа балет театрӗпе юнашар килес театр пахчи ӗрчетме тытӑнасшӑн. Унсӑр пуҫне килес ҫул опера артисчӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ режиссерсемпе актерсен «Вӑрттӑн ӗмӗт» регионти конкурсне, шкул ачисен театр темипе ҫырнӑ сочиненийӗсен пултарулӑх ӑмӑртӑвне т.ыт.те ирттересшӗн. |
Харпӑр шухӑш
Культура
Чӑваш писателӗсен Союзӑн президиумне, Союз председатӗльне Ольга Куликовӑна
Хиспеплӗ Ольга Григорьевна! Ӗнер, декабрӗн 4-мӗшӗнче писательсен Союзӗн съездне хутшӑнса курни-илтнипе ҫыратӑп ҫак ҫырӑва. Ҫырмаллах терӗм. Йӗркипе. 1. Съезд пуҫламӑшӗнче пулса-иртнӗ тавлашу-харкашу чӑтма ҫук киревсӗр. Хам курман пулсан ӗненместӗмччӗ те пуль. Ытла та нӗрсӗррӗн тыткаларӗҫ ҫамрӑкраххисем президиумра хушнӑ ӗҫе туса пыракан ватӑ ҫынна «сволӑчь, тух унтан, ват кӑркка, намӑссӑр…» сӑмахсемпе пӗтӗм халӑх умӗнче хаяррӑн тапӑнчӗҫ. Мӗнле чӑтрӗ-ши Кибеч юлташ? Ҫак «профессионаллӑ писательсен» калаҫма вӗренме паянхи вӑрӑ-хурах «сходкисенчен» тӗслӗх илни те пӑсӑк мар. Ав мӗнле культурнӑ калаҫаҫҫӗ вӗсем хӑйсен хушшинче! Пулса иртнипе ҫырлахма юрамаҫ (ҫаплах ҫыратӑп), вӗсен сумлӑ ячӗсене пӑхмасӑрах президиум протоколӗнче ҫырсах асӑрхаттармалла, каҫару ыйттармалла. Килӗшмесен акт ҫырса суда памалла. Ҫӗнӗ шӑпӑрпа хӑвалас, тасатас пулать. Цыпленков телеоператор кино та кӑларма пултарӗ… 2. Писательсен союзӗн ятӗнче «профессионаллӑ» сӑмах икӗ ушкӑна пӗрлештернӗ хыҫҫӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗвне ҫухатрӗ, чӑннипех каласан, хирӗҫлет те. |
Культура
www.dhs21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Акцыновсем ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Невская образовательная ассамблея» (чӑв. Нева вӗрентӳ ассамблейи) Пӗтӗм Раҫҫейри V вӗрентӳ форумне хутшӑннӑ. Мероприяти Питӗр хулинче кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче иртнӗ. Форум вӑхӑтӗнче «Парадигма инновационной системы образования: будущее рождается сегодня» (чӑв. Вӗрентӳ тытӑмӗнчи ҫӗнӗлӗх тӗслӗхӗ: пуласлӑх паян ҫуралать) пӗтӗм ҫӗршыври конференци ӗҫленӗ. Унта Акцыновсен ячӗллӗ ӳнер шкулӗн директорӗ Анна Колесникова вӗренӳ учрежденийӗн опычӗпе паллаштарнӑ. Ҫавна кура Анна Викторовнӑна «Тухӑҫлӑ ертӳҫӗ – 2021» паллӑпа чысланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ вара «Чи лайӑх ӳнер шкулӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫитес ҫул республикӑра «Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем» библиографи серийӗ кун ҫути курӗ. Кун пирки Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Аса илтерер: 2022 ҫула Чӑваш Ене паллӑ ҫынсене халалланӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ библиографи «Чӑваш Енри чаплӑ ҫынсем» серин малалли пайӗ пулӗ. Ӑна 2003 ҫулта 17 кӗнекепе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Чӑваш Республикин Президент библиотекин» малалли серийӗ пулӗ. Ҫӗнӗ кӗнеке сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ альбом пулӗ. Унта паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе паллаштарӗҫ. Тӗслӗхрен, унта Андриян Николаев, Надежда Павлова, Аркадий Айдак, Морис Яклашкин тата ыттисене кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Улькка Эльмен тата Лидия Филиппова. Лидия Филиппован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пухӑвӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл 15 сехетре пуҫланнӑ. Отчётпа суйлав пухӑвӗнче ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Кун пирки союзӑн правленийӗн унчченхи ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ. Лидия Ивановна союза пулӑшса пынисене – ЧР Культура министерствине, Наци вулавӑшне, Республикӑн ача-пӑча вулавӑшне, Чӑваш кӗнеке издательствине – тав тунӑ. Ҫыравҫӑсен йышне нумаях пулмасть илнӗ Нина Царыгинӑна, Лариса Петровӑна тата Мая Селендеевӑна ӑнӑҫу суннӑ. Тата вӑл ҫӗнӗ ертӳҫӗне, Улькка Эльменне, чунтан ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай эпӗ ҫырнӑ «Куҫна уҫ, артист» статья вӗҫне хӑварнӑ комментарие вуларӑм та, ӑна – ӗҫтӗшӗме – тав сӑмахӗ каласшӑн. Йывӑр лару-тӑрура сана – айӑпсӑр айӑпланнӑ ҫынна – пӗр-икӗ сӑмах каласа хавхалантарни питӗ кирлӗ. Шел те, тӗрӗссине калакан этем хальхи вӑхӑтра сахал. Пирӗн нумай ҫыравҫӑн, артистӑн, режиссерӑн, художникӑн, наука сотрудникӗн, журналистӑн тата ыттисен пӗр хӑюлӑх та, гражданла позици те ҫук. Эпӗ ҫакна асӑрханӑ: кам пуҫлӑх умӗнче йӑпӑл-йӑпӑл калаҫать, кам ӑна сутӑнать, кам ӑна пуҫ таять, кам ӑна мухтать – ҫавӑ питӗ лайӑх пурӑнать. Пуҫлӑхсен киревсӗр ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, тӗрӗсмарлӑхӗ ҫинчен, ултавӗ ҫинчен манӑн мар, журналистсен ҫырмалла, анчах вӗсем тахҫантанпах шыв сыпнӑ пек пурӑнаҫҫӗ. Кухньӑра «пӑшӑл-пӑшӑл» пӑтти пӗҫернисӗр пуҫне, мухтав юрри юрланисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тумастпӑр, чӑн пулнине каламастпӑр, пичетре ҫырмастпӑр, ҫаплах хамӑрӑн ачаш ӳт-пӳ тӑрӑх саламат чупасран, карьера пӗтсе ларасран шӑши пек тӑр-тӑр чӗтресе ларатпӑр, тен, ҫавӑнпах мана Чӑваш халӑх поэчӗн хӑюллӑ сӑмахӗ чӑннипех те савӑнтарчӗ. |
Культура
Культура училищин сцени ҫинче нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Нина Трифоновна Панинӑна асра тытса «Улӑп ҫӗрӗ» театрланӑ спектакль лартнӑ. Чӑваш республикин культура училищин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак постановка куракансенче чӑваш культурин тӗнчипе паллаштарать: кунта чӑваш кӗввисем янӑраҫҫӗ, пуян чӑваш тӗррипе илемлетнӗ наци костюмӗсем курӑнаҫҫӗ. Постановкӑна Нина Панина режиссер тунӑ. Унӑн ӗҫне вара унпа пӗрле ӗҫлекен Григорьев Владимир Николаевич, ҫавӑн пекех ҫамрӑк режиссер Петров Григорий тата педагог-хореограф Казаков Сергей вӗҫленӗ. Театрланӑ спектакле хатӗрлес ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Пулас сцена ӑстисене Комсомольски районӗнчи «Каҫал», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сӗнтӗр», Элӗк районӗнчи «Валинкке фольклор ансамблӗсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |