Культура
![]() Владимир Живов сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи чӑвашсем Улаха пуҫтарӑннӑ. Мероприяти Калинин районӗнчи 7-мӗш вулавӑшра иртнӗ. Питӗрти чӑваш хастарӗсем наци культурин фестивальне 13-мӗш хут ӗнтӗ пухӑнаҫҫӗ. Ӗнер вӗсем Алиса Шарпаева ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе тумӗсене кӑтартнӑ. Иван Миронов ертсе пынипе хатӗрленӗ «Улах» музыкӑпа театр постановки те куракансене килӗшнӗ. «Парне» фольклор ансамблӗ, «Иван тата Алиса» пултарулӑх дуэчӗ, юрӑсен авторӗ тата композитор Надежда Кириллова та Улаха хӑйсен пултарулӑхӗпе илемлетнӗ-пуянлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |