Культура
![]() sovch.chuvashia.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Мускавра нумаях пулмасть «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ лапам) кӗнеке фестивалӗ иртнӗ. Унта сасӑпа вулакансен «Страница’22» тӗнче чемпионачӗн суперфиналне йӗркеленӗ. Чемпионат правили ҫапларах: унта хутшӑнакансен хӑйсем маларах вуламан пӗр-пӗр текста пӗр минут вулама тивнӗ. Техникӑна тата артистла вуланине ятарлӑ тӳресем 6 баллӑ тытӑмпа хакланӑ. Суперфинала Шупашкарти 14-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Сасӑпа вулассин тӗнче чемпионкин титулне хулари 47-мӗш шкулта вӗренекен Диана Смирнова ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елена Атаманова сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Турцири Стамбул хулинче Пӗтӗм тӗнчери журналсен 11-мӗш куравӗ уҫӑлнӑ. Унта пурӗ 34 ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра — Раҫҫей, Македони, Болгари, Ирак, Иран, Дубай, Косово, Венгри, Палестина, Египет, Казахстан, Узбекистан, Кӑркӑсстан, Азербайджан, Молдова, Туркменистан... Турцинчи курав хутшӑнакан Елена Атаманова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейрен виҫӗ республика хутшӑннӑ: Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан. Елена Атаманова «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «тӗрлӗ халӑх ҫыннисем» куравра «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсене пахаланӑ, алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. «Турцин культурӑпа туризм министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ахмед Демирджан хӗрӗпе Невапа килчӗ. Нева "Теттепе" кӑсӑкланчӗ, пӗрле вӗренекен тусӗсене шкулта чӑваш журналӗпе паллаштарасси пирки каларӗ», — тесе ҫырнӑ хыпарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре культурӑпа искусство сферинчи инноваци проекчӗсене грантсемпе хавхалантарассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Халӗ ҫавна тӳре-шара шайӗнче йышӑннӑ, укҫапа ҫирӗплетнӗ. Кун пирки республикӑн Правительствин ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, иртнӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. Ларура культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ конкурсра ултӑ проект ҫӗнтерсе 600 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Ҫав шутра — Патӑрьел районӗн централизациленӗ клуб системин «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ», Вӑрмар районӗнчи ачасен пултарулӑх шкулӗн «Артмастерской», Сӗнтӗрвӑрринчи муниципалитет учрежденийӗн «Хӑвӑншӑн Бичурина уҫ» проекчӗсем, «Акаци» культура ҫурчӗн культурӑпа ҫутӗҫ марафонӗ, Етӗрне районӗн централизациленӗ клуб системин Аркадий Айдака чысламалли тата Пӑрачкавсен централизациленӗ клуб системин ачасен пултарулӑхӗн фестиваль-конкурсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри муниципалитетсенче ҫак кунсенче «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) пӗтӗм ҫӗршыври фестиваль-марафон иртӗ. Вӑл паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланмалла. Ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче артистсем 9 ҫӗрте концерт лартса парӗҫ. Раҫҫей кунӗнче вӗсем Шупашкарти сцена ҫине тухӗҫ. Фестиваль-марафон ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина пысӑк культура мероприятийӗ умӗн флешмоб ирттерессине пӗлтернӗ. Концерт курма чӑваш тумне тӑхӑнса кайма май пур. «Хаклӑ чӑвашсем, ахӑртнех сирӗнтен нумайӑшӗн килӗнче халӑх костюмӗн хатӗрӗсем — пуҫа тӑхӑнмаллисем, капӑрлӑхсем... — пур. Тен, костюм та! Пирӗн концертсене курма пынӑ чух ҫавсене илме сӗнетӗп. Атьӑр пӗрле капӑрланар, пӗр шухӑшлӑ пулар, хавасланар тата пурнӑҫпа пӗрле савӑнар! Сире юратса, Надежда Бабкина», — чӗнсе каланӑ пултаруллӑ сцена ӑсти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думин национальноҫсен ӗҫӗпе тимлекен Геннадий Семигинпа тӗлпулнӑ. Енсем чӑваш халӑхӗн наци культурипе чӗлхине конкретлӑ проектсем урлӑ аталантарас ыйтӑва сӳтсе явӑ. Сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проектӑн хӑтлавӗ иртӗ. Унта Геннадий Семигин та хутшӑнӗ. Акцин амбассадорӗ — Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл «Русская песня» ансамбльпе пӗрле хатӗр карттӑпа паллаштарӗ. Ун хыҫҫӑн ҫав карттӑ федераци округӗсем тӑрӑх ӑсанӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «ҫавра сӗтел» иртрӗ. Унта кинорежиссер, продюсер, сценарист Степан Бурнашёв хутшӑннӑ. Мероприятие Шупашкарта иртекен XV пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль май йӗркеленӗ. Степан Бурнашёв никама пӑхӑнман кинона сарасси тата проката кӑларасси ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Пӗчӗк бюджетлӑ кино пахалӑхӗпе начаррине пӗлтермест. Пысӑк бюджетлӑ фильмсемпе танлашма, вӗсемпе ӑмӑртма кирлӗ мар. Маншӑн фильмра чи пӗлтерӗшли — истори», — палӑртсе хӑварнӑ хӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Надежда Бабкина. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ артист, Надежда Бабкина пресс-конференци ирттерӗ. Журналистсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне йыхравлаҫҫӗ. Унта хӑна «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон ҫӗршывӑн шалти наци политикине епле витӗм кӳни ҫинчен каласа кӑтартӗ. «Раҫҫей юррисем» «Народная певческая культура» ыркӑмӑллӑх фончӗн проекчӗ шутланать. Фестиваль-марафона ирттерме Раҫҫей тата Чӑваш Енӗн Культура министерствисем пулӑшаҫҫӗ. Укҫан та, йӗркелӳ мероприятийӗсем енчен те. 16 ҫул хушшинче фестиваль ҫӗршывӑн 63 субъектӗнче концертпа пулнӑ. Фестиваль Чӑвавш Енре 10 кун пынӑ вӑхӑтра 10 концерт иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.opera21.ru сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк. 2021 ҫул Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 8-16-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери III оперетта фестивалӗ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра театрта Дмитрий Шостаковичӑн «Москва, Черемушки» музыкӑллӑ камитне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Фестиваль шӑпах унпа уҫӑлӗ. «Москва, Черемушки» ӗҫе хальлӗхе Пысӑк тата Мариински театрсенче ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Фестиваль афишинче — Ф. Легарӑн «Веселая вдова» (ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑтартӗҫ), И. Кальманӑн «Марица» ӗҫне — ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче. Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци конгресӗн Контактри стсӑнӳкерчӗкӗсем Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнче «Акатуй» кӗрлесе иртнӗ. Уява хресчен пурнӑҫне тата ял ҫыннин кулленхи ӗҫ-хӗлне кӑтартса паракан юрӑ-кӗвӗпе, театр композицийӗпе уҫнӑ. Канашсене саламлама РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Анатолий Аксаков тата ыттисем пырса ҫитнӗ. «Пурнӑҫ урапи» лапамра шкулсемпе ача сачӗсен тематика кӗтесӗсем хаpпӑр тӑрӑхри паллӑ ҫынсемпе, историллӗ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Уявра юрӑ-ҫемӗ янӑранӑ, спорт вӑййисем иртнӗ. Акатуя пынӑ халӑх хитре тумалнса ҫитнӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, пӗр амӑшӗ пипкери ачине чӑвашла тумлантарса илсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци конгресӗн Контактри сӑнӳкерчӗкӗсем Питӗр хулинче «Сӑвар тӑрӑхӗн юмахӗсем» курав уҫӑлнӑ. Император завочӗн галерейинче Атиллпа Хӗвелпи Балтаев ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗпе паллашма май пур. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсем урлӑ чӑваш халӑхӗн юмахӗсене, кун-ҫулне кӑтартаҫҫӗ. Хӗвелпи Балтай – ӳнерҫӗ-ювелир, асамлӑ ҫӗрӗсене, хӑлха ҫаккисене тӑратнӑ. Унӑн коллекцийӗн ячӗсем – «Нухрат», «Юмах», «Ейӳ» тата ытти те. Атилла Балтай – тимӗр ӑсти, Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленнӑҫ академийӗнче вӗрентет. Курава Атилла чӑваш NFT Юписене тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.09.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ. | ||
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ. | ||
| Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |