Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чӑваш авторӗсен спектаклӗсене кӑтартакан эрне иртӗ. Чӑваш авторӗсен спектаклӗсен эрнине Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» драма уҫӗ. Наталия Сергеева режиссёрӑн ӗҫне паян, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, кӑтартӗҫ. Ӑна пӗрре 13 сехетре, тепре 18 сехет те 30 минутра курма май килӗ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Владислав Николаевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Чуххӑм Ванька авланать – кай-кай-кай...» спектакле кӑтартӗҫ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Фёдор Павловӑн «Ялта» музыкӑлла драмине кайса курма май пур. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ. Александр Пӑрттан «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камитне театр ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра йыхравлать. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра «Инкеклӗ телей» инсценировкӑна кӑтартӗҫ. Ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнине халалланӑ. Калав авторӗ — Юлия Николаева, инсценировки — Сергей Павловӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче Петӗр Яккусенӗн «Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнекине пахалама пуҫтарӑннӑ. Унта пулнӑ Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӑтлӑ залра халӑх нихҫанхинчен йышлӑ» пулнӑ. Вӗсен йышӗнче — поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе тӗпчевҫӗсем, вӗрентекенсемпе студентсем. Поэзи уявӗнче сӑвӑҫӑн хӗрӗ Анна Петровна Яковлевӑпа тӑванӗсем, вӗренекенӗсем те пулнӑ. Сӑвӑ пуххи 2021 ҫул вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Унта поэтӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ, анчах ку таранччен ниҫта та пичетленмен хайлавӗсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн сайра кун ҫути курнӑ сӑввисем те вырӑн тупнӑ кӑларӑмра. «Яккусенӗн лирика геройӗ кӑмӑл-сипет тасалӑхне нимрен мала хурать. Суя канлӗхе, суя хӗвӗшӗве, суя хавхаланупа ыратӑва сивлет вӑл. Пӗр тунсӑх та пӗр савӑк йӗркесем вулакана илемпе ырӑлӑх тӗнчине йыхравлаҫҫӗ», — палӑртнӑ кӗнеке издательствин ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер училищи чӑвашла вӗрентекен анимаци фильмне хӑтланӑ. Презентаци Шупашкарти 5-мӗш гимназире иртнӗ. Мероприятие пуҫламӑш классенче вӗренекенсене, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсене, класс ертӳҫисене, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсен представителӗсене чӗннӗ. Ҫавра сӗтелте анимаци фильмне ӳкерессин вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑвашла вӗрентекен мультфильссене сарасси пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта культурӑпа истори эткерлӗхӗн палӑкӗ шутланакан объектсене тасатса тирпейлеме шӑматкунлӑха тухӗҫ. Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри историпе культура палӑкӗсемшӗн тӑрӑшмалли куна халалланӑ. Шӑматкунлӑха хутшӑнакансем Щупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ скверти К. В. Иванов бюсчӗ патӗнче 10 сехетре пуҫтарӑнӗҫ. Шӑматкунлӑха 3 объекра ирттерӗҫ: К.В. Ивановӑн бюсчӗ (ӑна 1952 ҫулта уҫнӑ. Вӑл палӑк федераци пӗлтерӗшлӗ объект), «Родна» кинотеатр (1933 ҫулта уҫнӑ) ҫурчӗ, «Михаил архангел чиркӗвӗ» (ӑна 1702 ҫулта уҫнӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ пулӗ. Вӑл филармонире 19 сехетре пуҫланӗ. Концертра вырӑс, чӑваш, казак юррисем янӑрӗҫ, халӑх инструменчӗсен сассипе киленме май килӗ. Коллективӑн 45 ҫулхине халалланӑ концертӑн ятарлӑ хӑнисем — «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Катков, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти ял вулавӑшӗнче «Ун мӑнаҫлӑхӗ — яланлӑхах!» кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна хальхи чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине И. Я. Яковлева халалланӑ. Палӑртса хӑварар, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӗнеке куравӗ темиҫе пайран тӑрать. Куракансем Иван Яковлевӑн биографийӗ ҫинчен пӗлме ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесемпе те паллашма пултарӗҫ. Куравра Лев Кураковӑн, Геннадий Волковӑн, Юхма Мишшин тата ыттисен кӗнекисене вырнаҫтарнӑ. Кӗнеке куравӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрне уҫнӑранпа 77 ҫул ҫитнӗ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче театрта «Три подружки» спектакль лартнӑ. Культура учрежденийӗн йӗркелӳҫи, пӗрремӗш директорӗ тата режиссёрӗ Сергей Мерзляков пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра театра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова директор пулса ертсе пырать, илемлӗх ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов. Театр труппи 19 артистран тӑрать. Культура учрежденийӗ ҫулсерен тӗрлӗ фестиваль ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Волшебный шаг Надежды Павловой» (чӑв. Надежда Павлован асамлӑ тӗнчи) курав уҫӑлӗ. Ӑна СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халалланӑ. Наци музейӗнчи курав мухтавлӑ балеринӑн асамлӑ пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартӗ. «Куравра эпир сайра тӗл пулакан сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарӑпӑр. Вӗсенче балет ҫӑлтӑрӗ Пермьри хореографи училищинче пуҫласа pas de bourrée туни те, Мускаври Пысӑк театр сцени ҫинче ташлани те пур. Надежда Павлова Чӑваш Ене килнӗ, чӑваш сцени ҫинче ташланӑ самантсем пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ», — тесе шухӑшлать Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ В литература музейӗнче «Диалог с писателем» (чӑв. Ҫыравҫӑпа диалог) ярӑмпа тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Вӗсене Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Пӗрремӗш тӗлпулӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ун чухне хӑнана Шупашкарти 166-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансене йыхравланӑ. Вӗсем Альбина Юрату поэтпа тӗл пулнӑ. Пӗчӗкскерсем валли музейҫӑсем «Чӑваш литературин тӗнчине ҫулҫӳрев» экскурси ирттернӗ. Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ордем Гали чӑваш ҫыравҫипе Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ 10-мӗш вӑтам шкулти 4-мӗш «И» тата «Б» класра вӗренекенсем тӗл пулнӑ. Ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗҫ. Литература музейӗнче ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе тата студентсемпе курнӑҫма Раиса Воробьевӑна, Лидия Филипповӑна, Зоя Сывлӑмпине, Улькка Эльменне чӗнме палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Лауреатсемпе янкасҫӑсем Красноармейски салинчи Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн 2021 ҫулхи Преми лауреачӗсене чысларӗҫ. Пӗрлӗхӗн ертӳҫи Прокопьев И.А. (Иван Чураль), наградӑсем парас енӗпе ӗҫленӗ комиссин председателӗ Михайлов В.М. (Аксар Чунтупай) Премие тата Лауреат ятне ҫак уйрӑм ҫынсене пама йышӑнни ҫинчен пӗлтернӗ: Степанов Александр Иванович (Пӑртта) артиста, драматурга тата сӑвӑҫа. Тӑван театрта 70 ытла сӑнар калӑплама пултарнӑшӑн, драматургире 12 пьеса ҫырса сцена ҫине кӑларнӑшӑн тата 2021-мӗш ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» (повесть, калавсем, пьесӑсем) пичетлсе кӑларнӑшӑн тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх тӑратнӑ. Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) радиожурналиста тата эстрада юрӑҫине. Чӑваш эстрадине аталантарса ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем шӑратнӑшӑн, чӑваш культурине Интернет-медиа анлӑшӗнче сарма тӑрӑшулӑх кӑтартнӑшӑн, обществӑшӑн тунӑ сумлӑ ӗҫсемшӗн тата Чӑваш патшалӑх радикомпанинче илемлӗ передачӑсем хатӗрленӗшӗн тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗ тӑратнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.09.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ. | ||
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ. | ||
| Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |