Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн хушма пӗлӳ паракан центрӗ ятарлӑ вӗрентӳ йӗркелеме йышӑннӑ. Специалистсене актёр ӑсталӑхӗ тата режиссура, халӑх художество пултарулӑхӗн, ӳнер теорийӗн, музыка пӗлӗвӗн кафедрисемпе пӗрле вӗрентӗҫ. Ака уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗсенче пьеса лартас ӑсталӑха вӗрентнӗ. Ака уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче чӑваш халӑхӗн декораципе прикладной пултарулӑхне хӑнӑхтӑрӗҫ. Ака уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче ачасемпе ҫамрӑксене чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене вӗрентесси пирки калаҫӗҫ, ака уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче — чӑваш ташши пирки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ирина Кузьминӑн «Тӗлӗнмелле япаласем-2» курав уҫӑлӗ. Экспозицире 25 жанрлӑ ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене тӗлӗнмелле техникӑпа – ҫӑм акварельпе — тунӑ. Ирина Кузьмина — Пӗтӗм тӗнчери XXIV куравпа хальхи ӳнер искусствин «Раҫҫей ӳнер эрни» конкурса хутшӑннӑ, Будапештра иртнӗ «Венгрири ӳнер эрни» конкурс ҫӗнтерӳҫи. Ирина Кузьмина Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Шупашкарти гуманитарипе экономика университечӗн филиалӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() sovetskaya-adygeya.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашкинона Хальхи истори патшалӑх архивӗпе пӗрлештерме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Чӑвашкинон хӑш-пӗр пайне культура учрежденийӗсен хушшинче пайланӑ. Ҫамрӑксен театрӗ кинотеатрсене аталантарас енӗпе ӗҫлӗ. Театр директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, культура учрежденийӗ Кино фончӗн конкурсне хутшӑнса кинозал уҫма 7 муниципалитета документсем хатӗрлесе пама хатӗ. Кунта сӑмах Улатӑр, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Елчӗк районӗсем пирки пырать. Паянхи куна илсен,4 хулапа 14 районта 18 культура учрежденийӗнче кинозалсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн 2022 ҫул Чӑваш Енре — Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Паллах, Иван Яковлевич Яковлев чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипет аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмне кӗрекен «Ровесник» (чӑв. «Тантӑш») культура ҫурчӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе тата ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе И.Я. Яковлев хайлавӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне ирттерет. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗсем — чӑваш литературин хайлавӗсемпе паллашассине кӑсӑклантарасси, ачасен пултарулӑх вӑй-хӑватне тупса палӑртасси тата уҫса парасси. Конкурса пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, ӳсӗм тӗлӗшӗнчен чару ҫук. Хутшӑнакансен пӗр хайлав тӑрӑх ӳкерчӗк хатӗрлемелле, унтан анкета-заявка ҫырса тултармалла, ӗҫе ӳкерсе илмелле те ака уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йӗркелӗҫӗсен электронлӑ адресӗпе материала ярса памалла: dkrovesnikckscheb@yandex.ru. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене ака уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Мӗнпур хутшӑнаканӑн дипломсене культура учрежденийӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнӗнче тематикӑллӑ фотоальбомра вырнаҫтарӗҫ. Ӑмӑрту пирки тӗплӗрех унӑн положенинче тата ҫак телефонпа пӗлме пулать: 23-04-66. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "На связи" форумри сӑн Ӗнер правительствӑра иртнӗ ларура Чӑвашкинона Хальхи истори патшалӑх архивӗпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Чӑвашкинон хӑш-пӗр пайне культура учрежденийӗсен хушшинче пайланӑ. Тӗслӗхрен, Чӑваш наци телекуравӗ кинематографа аталантарассине, кинофильмсем кӑларассине хӑйӗн ҫине илет. Нарӑс уйӑхӗнче телекурава Чӑваш киновӗн хӑш-пӗр пӳлӗмне, куҫакан пурлӑхне панӑ ӗнтӗ. Ҫамрӑксен театрӗ кинотеатрсене аталантарас енӗпе ӗҫлӗ. Сӑмах май, Чӑвашкинона пӗтересси пирки пӗлтӗр кӗркуннех калаҫма пуҫланӑччӗ. Ку ыйтӑва акӑ халӗ ҫапла татса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен конкурсне ирттессине пӗлтернӗ. Унта уйрӑм авторсем те, авторсен ушкӑнӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурса ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнӗҫ: шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (конкурс ҫӗнтерӳҫине 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ), вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав (75 пин тенкӗ премипе хавхалантарӗҫ), аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав (ҫӗнтерӳҫӗне 75 пин тенкӗ лекӗ). Конкурс материалӗсене маларах асӑннӑ ведомствӑна ҫу уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче ҫитерсе памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Александр Блинов полиглот, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ эсперанто чӗлхин курсӗ пуҫланассине пӗлтернӗ. Курс интерактивлӑ 10 занятирен тӑрӗ. Занятие «ЗУМ» палтформӑра ирттерме палӑртнӑ. Чӗлхе практики валли тӗрлӗ ҫӗршыври хӑнасене чӗнме шантарнӑ. Вӗсем — чӗлхе ыйтӑвӗпе ӗҫлекен специалистсем. Эсперанто – пӗтӗм тӗнчери чӗлхе. Ӑна тӑван чӗлхе хыҫҫӑнхи иккӗмӗш чӗлхе тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Эсперанто — нейтараллӑ чӗлхе. Лексика интернационаллӑ пулнине кура вӑл чӗлхене вӗренме ҫӑмӑл тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗш лекци ыран, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 20 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Вести курс будет Александр Блинов, полиглот, активист чувашской инициативной группы "Хавал" Ссылку на zoom направим на указанные при регистрации контакты Ссылка для регистрации: https://forms.gle/TEJUi4pj2AXLJuf37 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов республикӑри паллӑ художниксем: Раиса Терюкалова тата Виталий Петров (Праски Витти) — патӗнче пулнӑ. Курнӑҫура ӳнер ӑстисен пултарулӑхри планӗсене, вӗсен уйрӑм куравӗсене республикӑри музейсенче уҫассине сӳтсе явнӑ. Министр художниксен сывлӑхӗпе те кӑсӑкланнӑ. Художниксене министр чӑваш культурине ҫӗршыв тата тӗнче шайне кӑларма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru хыпарӗпе усӑ курса хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсене уйӑхсерен парса тӑракан стипендие палӑртма документсене йышӑнма тытӑннӑ. Асӑннӑ укҫана 1 ҫулталӑк хушши уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ. Стипендие пысӑк шайри илемлӗ хайлавсен тата литературӑпа ӳнер енӗпе никӗҫ шайӗнчи тӗпчевсен авторӗсем тивӗҫӗҫ. Конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, респубикӑри тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗсен ӗҫ тӑвакан органӗсем, общество пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ. Документсене ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ куракансем валли «Петр Егоров – выдающийся зодчий» (чӑв. Петр Егоров — паллӑ зодчи) виртуаллӑ курав йӗркеленӗ. Ӑна архитектурӑра вырӑс классицизмне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ чӑвашсен пӗрремӗш архитекторне халалланӑ. Петр Егорова ячӗ А. Ринальди, А.Ф. Кокоринов, М.Ф. Казаков, Ж.Б.М. Валлен-Деламот, Ю.М. Фельтен, В.И. Баженов, Д. Кваренги, И.Е. Старов архитекторсемпе пӗр ретре тӑрать. Виртуаллӑ курав темиҫӗ ярӑмпа йӗркеленӗ: «Биографи», «Пултарулӑхри эткерлӗх», «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ», «Ятне асра тытасси», «Литература». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.09.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ. | ||
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ. | ||
| Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |