Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Г. Доницеттин «Дон Паскуале» оперине кӑтартнӑ. Культура учрежденийӗнче ҫав каҫа Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, театрӑн режиссёр-постановщикне Анатолий Ильина, тата терӗсрех каласан, унӑн юбилейне, халалланӑ. Анатолий Ильин хӑйӗн «ҫавра» ҫулне кӑҫалхи ака уйӑхӗнче уявланӑ. Спектакльти тӗп партисене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Тойбахтина, Чӑваш халӑх артисчӗ Дмитрий Семкин, халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗсем Владимир Ашмарин, Максим Карсаков, Василий Николаев калӑпланӑ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. «Дон Паскуале» спектакле Анатолий Ильин лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Урал тӑрӑхӗнчен таврӑннӑ. Унта пуканеҫӗсем «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) федераци программипе килӗшӳллӗн кайнӑ. Ҫӗнӗ Уралти пукане театрӗн тата Екатеринбургри Чукун ҫул тӑвакансен Культура керменӗн сценисем ҫинче артистсем «Голубка» спектакль-мюзикл кӑтартнӑ. Куракансем ӗҫе кӑмӑлтан йышӑннӑ. Урал тӑрӑхӗнче пулнӑ май артистсем унти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Унтан вӗсем хавас кӑмӑлпа таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта вырнаҫнӑ Чӑваш тӗррин музейӗнче Питӗрти художникӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Санкт-Петербургри Наталия Михайлован «Ӑста алӑсен тӗнчи» куравра ӑстан декоративлӑ-прикладной ӳнерӗн тӗрлӗ енӗпе: тӗрӗ, папье-машье енӗпе хатӗрленӗ пуканесем, авса тунӑ япаласем, тӑм тата йывӑҫ ҫине хитрелетсе ҫырнӑ япалисем – вырӑн тупнӑ. Наталия Михайлова Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, унтан пӗлӗвне Питӗрте ӳстернӗ. Халӗ вӑл унта чӑваш тӗррин кружокне ертсе пырать. Наталия Михайлован пултарулӑхне хаклакансем унӑн хӑйне евӗр стильне палӑртаҫҫӗ. Ӑстана хавхалантараканни – чӑваш халӑх ӳнерӗ. Наталия Михайлова музейсенчи куравсемпе паллашма кӑмӑллать. Вӑл масмаксен пуян коллекцине пухса хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Эпӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне хамӑн юлашки пьесӑна иртнӗ ҫуркунне кӗртсе панӑччӗ. «Ан васкӑр, йӗркеллӗ пӑхса тухӑр. Вӑл – социаллӑ драма. Унта пурнӑҫри ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Кӗркунне театр шухӑш-кӑмӑлне пӗлме килӗп», — терӗм. Шантарнӑ пекех, нумай пулмасть – сентябрӗн 22-мӗшӗнче – Чӑваш театрне ҫитрӗм. — Пӑхса тухрӑмӑр. Шел пулин те, ӑна театрӑн Илемлӗх канашӗ сцена ҫинче лартма юрӑхсӑр тесе пӗр саслӑн йышӑнчӗ, — куҫне пӗрре мӑчлаттармасӑр хуравларӗ директор. Кӳренмерӗм. Ун пекки пӗрремӗш хут мар та. Вун пилӗк ҫул ҫапларах хурав параҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ун пирки мансах кайнӑччӗ. Ултӑ кунран почтӑран ҫыру килчӗ. Уҫрӑм. Вуларӑм. (Сире те, хисеплӗ вулаканӑм, ҫав ҫыру ҫине пӑхма ыйтатӑп. Авт.) Унта Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗ ҫапларах ҫырнӑ: «Сирӗн пьесӑна театрӑн Илемлӗх канашӗ пӑхса тухрӗ, канашӑн 21.09.2021 ҫ. 6-мӗш номерлӗ протоколӗ. Илемлӗх канашӗ пьесӑна ырламан, пӗр саслӑн (9 сасӑ) пулса сцена ҫинче лартма йышӑнман». Чӗре темшӗн кӑрт! турӗ. «Чим-ха, чим!» — терӗм. Паҫӑр кӑна театр сайтне уҫса пӑхрӑм. |
Культура
![]() Twitter сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чи лайӑх драматургсене палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнине, унта чӑвашла ҫыракансем хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен регионсем хушшинчи конкурсӗ паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ирттерет. Конкурса виҫӗ ҫулта пӗрре ирттерме йышӑннӑ. «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире ҫӗнтерсен 100,0 пин тенкӗ парӗҫ, «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьесӑшӑн» та ҫавӑн чухлех тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре, Шупашкарта, общество транспортӗнче паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартма палӑртнӑ. Чылай чарӑну паллӑ ентешсен ячӗпе хисепленет. Шӑпах вӗсем пирки пассажирсем пӗлӗҫ. Чарӑну ятне каланӑ чухне ҫыннӑн пурнӑҫӗ пирки пӗр-ик предложенипе асӑнӗҫ. Ку проект «Тӑван ятсем» ятлӑ, ӑна Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗҫ. Ку тӗллевпе 870 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Проект кӑҫал юпан 4-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑнса 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн шкул ачисемпе паллӑ ҫынсен тӑванӗсем тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Владимир Чекушкин философи наукисен докторӗ, профессор 85 ҫул тултарнӑ ятпа «Философия и песня в моей судьбе» (чӑв. Манӑн шӑпамри философи тата юрӑ) курав хуҫалнӑ. Ҫакӑн пирки Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ пӗлтернӗ. Курава йӗркелеме ЧПУри музей ертӳҫи Ольга Галошева тӑрӑшнӑ. Юбиляра саламлама, Альбина Юрату пӗлтернӗ тӑрӑх, «сумлӑ ҫынсемпе медицина факультетечӗн студенчӗсем» пырса ҫитнӗ. Владимир Чекушкин – Патӑрьел районӗнчи «Труд» колхозӑн хисеплӗ ҫынни иккен. Вӑл тӑрӑхра ҫуралнӑскере ентешӗсем сума сӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Альбина Юрату калашле, «Владимир Чекушкин чӑваш юррисене юрласа, шӑпӑр каласа чылай ют ҫӗршыва ҫитнӗ. Вьетнамра та, Индире те, Америкӑра та, Испанире те, Венгрире те, Чехинче те, Польшӑра та, Германинче те, Ирландире те, Словакире те вӑл илемлӗ те янӑравлӑ чӑваш чӗлхипе калаҫнӑ, асамлӑ тӗрӗллӗ чӑваш тумӗпе тӗрлӗ халӑх умне тухнӑ, чӑваш пулнипе мӑнаҫланнӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() knotsandnautical.com сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехетре, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче ҫамрӑк авторсемпе опытлӑ калем ӑстисем тӗл пулӗҫ. Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Семинара 45 ҫула ҫитичченхи ҫыравҫӑсем хутшӑнайӗҫ. Вӗсем валли темиҫе секци ӗҫлӗ. «Поэзи» секцире ҫамрӑксемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тӗл пулӗ, «Прозӑра» – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Улькка Эльмен, вырӑсла ҫыракан авторсемпе – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Гордеева. Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч харӑсах икӗ секцире: «Публицистикӑра» тата «Драматургире» – ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗн пӗрремӗш сӗрме купӑс ушкӑнӗн артисткине Гузель Гараевӑна ӗҫтешӗсем юбилейпе саламланӑ. Гузель Гараева 1981 ҫулта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтанпа вӑл юратнӑ ӗҫе парӑнса ӗҫлет. Артистка театрти ытти ӗҫтешӗпе пӗрле тӗрлӗ пултарулӑх проектне, ҫав шутра Пӗтӗм тӗнчери М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивальне, Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне, Чӑваш музыкин фестивальне хутшӑннӑ, ют ҫӗршыври гастрольсенче пӗрре кӑна мар пулнӑ. Ӗҫтешӗсем артисткӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Культурӑпа ӳнерти инновацилле хӑш-пӗр проект Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне тивӗҫӗ. Лайӑххисен шутне ҫаксем лекнӗ. «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ «Туй» туйӑмсен театрӗ» валли 100 пин тенкӗллӗ пулӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ – «Цифра тавралӑхӗ»: пултарулӑх тата карьера» валли – 200 пин тенкӗллӗ; Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ – «3D «Сӑр чикки» культурӑпа вӗрентӳ проекчӗ валли 100 пин тенкӗллӗ. «Восход», «Салют» культура керменӗсем те 100-шер пин тенке Сӑр чиккине чавакансемпе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртме тӑкаклӗҫ; С.М. Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ музыкӑпа формачӗллӗ проект хатӗрлӗ; Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулӗ 200 пин тенкӗлӗх арт-проекта (вӑл та Сӑр чиккине чавакансемпе ҫыхӑнӗ) хӳтӗленӗ. Асӑннӑ темӑпах «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗ хореографи фестиваль-транзичӗ пурнӑҫа кӗртме ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |