Харпӑр шухӑш
Культура
«Тус-юлташсем ҫинчен» ярӑмран (2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче В.И. Чекушкин философ тата юрӑҫ 85 ҫул тултарать. Ҫак сӑлтавпа ГТРКра Марина Карягина ятарласа кӑларӑм хатӗрленӗ). Кама мӗнле-тӗр, мана Владимир Чекушкинпа Чӑваш инҫекурӑмӗн экранӗ ҫинче хальхаҫҫӑн тӗл пулни капла курнӑҫнисенчен тем чуль пахарах пулчӗ. Ишлӗ Шетмӗ вӑтам шкулӗнче яп-яшӑ, хуткупӑслӑ Володя Чекушкин — Патӑрьел райкомолӗн пӗрремӗш секретарӗ — юрӑллӑ-шӳтлӗ калаҫу ирттернине аса илтӗмӗр. Ытти мӗн-мӗн асра юлнисене каласа пӗтереймӗп. Пӗр калаҫӑва манаймастӑп. Университетри пӳлӗме ҫула май кӗчӗ те, тӳрех каларӗ: эсӗ ҫав-ҫав писателе хӳтӗлетӗн, анчах унӑн хура чунне пӗлместӗн пулас. Асӑрхан, вӑл камне куратӑнах! Кӗнеке вуласа панӑ пекех тӗрӗс пулчӗҫ сӑмахӗсем! Лешӗ пайтах шар кӑтартрӗ, ӗмӗрӗпех тилӗленсе ҫӳрерӗ. Е тата кӑмпана тухсан пирӗн ял ҫумӗнчи Ҫӑкалӑхра ачасемпе тӗл пулнӑ та, калаҫа-калаҫа кӑмпасем ҫинчен пӗлӳ «урокӗ» ирттерсе хӑварнӑ. Ачасем мана унран салам калаҫҫӗ, мӗн пӗлсе юлнипе савӑнаҫҫӗ. |
Культура
![]() Шупашкарта шыв ҫийӗнчи музей ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хӑйӗн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) карап ҫинче ушкӑнпа экскурсисем йӗркелеме тытӑнӗҫ. Аслисен билет хакӗшӗн 150 тенкӗ тӳлемелле, ачасен — 100 тенкӗ. Билетсене карап патӗнчи кассӑра ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен сутӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — +7 (8352) 23-20-31. Аса илтерер: Балтийскри хурал карапне Шупашкара пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче оркестрпа, МИХсенче ӗҫлекенсене пухса тата тӳре-шара сӑмах каласа кӗтсе илнӗ. Карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ. Карапа 1988 ҫулта Ярославль хулинче туса кӑларнӑ. 1997 ҫулччен вӑл «Соболь» ятпа ҫӳренӗ, кайран ӑна «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) тесе ылмаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Ю.П. Сан кӗнекисем. Интернетран илнӗ (Юрий Сан ҫырнӑ «Упи каҫман ҫырминчен...» романӗ ҫинчен)
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура учрежденийӗнче ҫитес сезон та паллӑ пулӑмсемпе пуян пулӗ. Ун чухне премьерӑсем, пултарулӑх тата астӑвӑм каҫӗсем иртӗҫ. Театр коллективӗ ӗнер пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта иртсе каякан 103-мӗш сезона пӗтӗмлетнӗ, ҫитессине сӳтсе явнӑ. Хальхи вӑхӑтра театрта Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Куйкӑрӑш – телей кайӑкӗ» спектакле лартма репетицисем пыраҫҫӗ. Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов. Михаил Мерченӗн ӗҫӗ тӑрӑх «Эдельвейс – сӑрт-ту чечекӗ» спектакле те лартма йышӑннӑ. Ача-пӑча валли вырӑсла юмах хатӗрлӗҫ. 103-мӗш сезона театр утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Михаил Сунталӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльпе хупӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ хӗрарӑм-ҫыравҫӑсенчен пӗрин, Лидия Саринен, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ячӗ – «Шур пӗркенчӗк». Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма ҫемье ҫавӑрас ыйтӑва халалланӑ. Кӗнеке редакторӗ – О.Л. Федорова, художникӗ – А.И. Алексеев. «Шур пӗркенчӗк» кӗнекене пысӑках мар калавсемпе пурнӑҫри самантсене ҫутатса паракан тӗрленчӗксем кӗнӗ. «Кашни хайлавра – сӑнар шӑпи, автор унӑн савӑнӑҫӗпе пӑшӑрханӑвне психологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗс кӑтартса парать», – тесе палӑртнӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ – Лидия Сарине – хӑй те таса чунлӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Ӑс-кӑмӑла, чун-чӗрене тӗрлӗрен хускатма пулать: пӗрре – хитре, илемлӗ, тарӑн шухӑшлӑ ӗҫпе (ун пек чухне кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленет, вӗҫес килет, пурӑнас килет, татах та ырӑ ӗҫ тӑвас килет), тепре – йӑваш, юрлӑ, ултавлӑ пулӑмпа (ун пек чухне кӑмӑл-туйӑм хуҫӑлать, чун тарӑхать, тӑн-пуҫ пӑтранать). Тепӗр чухне, чӑнах та, шалт! тӗлӗнсе каятӑн: мӗнле-ха ҫав усал, тӗрӗсмарлӑх пирӗн пурнӑҫра вӑй илсе пырать, пуҫ пулса тӑрать, сцена ҫине тухать, хӑйне истори чӑнлӑхӗ пек кӑтартать? Калаҫу, хисеплӗ вулаканӑм, тин кӑна К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун...» (Угаснет свет во мне – а ты гори!) спектакль пирки пырӗ (режиссерӗ – Наталия Сергеева). Ӑна «китай чӗлхине тӗпченӗ Н. Я. Бичурин пирки ҫырнӑ» тесе палӑртнӑ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ. Чӑваш театрӗ Иакинф аттен сӑнарне сцена ҫинчен пӗрремӗш хут кӑтартмасть. Иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче театрта В. Романовӑн «Никита Бичурин» ятлӑ пьеси кун ҫути курнӑ. Паллах, ӑна – социализмла реализм мелӗпе ҫырнӑскере – паянхи куҫпа хаклама йывӑр. |
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейри паллӑ композитор чӑваш театрӗ валли кӗвӗ ҫырӗ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Григорий Гладков композиторпа (сӑнӳкерчӗкре — сылтӑмран иккӗмӗшӗ) тӗл пулнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ театрта лартакан «Золушка» спектакль валли кӗвӗ ҫырӗ. Спектакле Мари Элӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Пектеев режиссёр лартӗ. Григорий Гладков Хабаровскра 1953 ҫулта ҫуралнӑ, Брянскра пурӑннӑ тата вӗреннӗ. Инженер-электромеханика вӗренсе тухнӑскер юрӑ-кӗвӗ ҫырма тытӑннӑ. Мультфильмсем валли те нумай кӗвӗленӗ. Вӑл, сӑмах май, «Спокойной ночи, малыши» кӑларӑма 5 ҫул ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута ярӗҫ. Вӑл 150 вырӑнлӑх пулӗ. Ку ялта 300 яхӑн ҫын пурӑнать. Культура ҫуртне кӗркунне уҫма палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 33,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Клуб пӗр хутлӑ пулӗ. Унта фойе, ташӑ каҫӗ ирттермелли пӳлӗм, артистсен пӳлӗмӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗм, администратор пӳлӗмӗ вырнаҫӗҫ. Килӗшӳ алӑ пуссанах подрядчик ӗҫе пуҫӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра никӗсне янӑ, тытӑнса тӑракан конструкцие тӑваҫҫӗ. Ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» премьерӑна кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе Михаил Сунталӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ. Спектакль Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳссе тӗнчипе паллӑ ӑсчаха тухнӑ Никита Бичуринпа паллаштарать. Никита Яковлевич хӗвелтухӑҫ халӑхӗн историне тӗпченӗ, ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ, китай чӗлхине аван пӗлнӗ, Раҫҫейре синологие йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри. Ентешӗн ят-сумне тӑван тӑрӑхра ҫӳле ҫӗклессишӗн хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче самай ӗҫ туса ирттерчӗҫ. Кӳкеҫре «Бичурин тата хальхи самана» музей уҫрӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартакан «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун» драма та Никита Бичурин ятне асра тытма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() kino-cap.ru сайтри сӑн. Максим Матросов Чӑваш патшалӑх филармонине нумай ҫул Николай Казаков ертсе пынӑ. Паянтан филармонин - ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Вӑл – 47 ҫулти Максим Матросов. Максим Матросовӑн ӗҫӗ-хӗлӗ культурӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл культура программисене дирекцине ертсе пынӑ, Шупашкарти кинофестивале мӗн пуҫласа янӑранпа йӗркелет. Юлашки ҫулсенче Туризм аталанӑвӗн агентствинче /халӗ ҫапла ятлӑ вӑл/ ӗҫленӗ. Вӑл – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Сӑмах май, халӗ филармонире реконструкци пырать. Ку ӗҫе 2008 ҫултах тытӑннӑ, халӗ те вӗҫлеймен. Кӑҫал Республика кунӗ тӗлне уҫма палӑртнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |