Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх академи драма театрӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль премьери пулнӑ. Аса илтерер: ӑна Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартнӑ. Спектакле Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ. Спектакль режиссёр-постановщикӗ тата художникӗ — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна курма пынисем РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Сергей Павлов, Оксана Драгунова, Кристина Иванова, Алексей Степанов тата ытти артист вылянине кӑмӑлтан йышӑннӑ. Зал тулли халӑх пулнӑ. Ҫав шутра — республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Леонид Черкесов, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑртстанра Слакпуҫӗнче историпе культура центрӗ пулассипе пулмассине пӗр ларура сӳтсе явнӑ. Кун пирки Пушкӑрт Республикинчи чӑвашсен канашӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Ларӑва асӑннӑ республикӑри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗн директорӗ И.З. Султанмуратов, Пелепей район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.П. Смородин, Слакпуҫ ял хутлӑх администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Ю. Андреев, Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашӗн председателӗ Л.И. Мурманская, «Асра тытчӑр» проект авторӗ, Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗн ветерансемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссийӗн председателӗ Б.Е. Гордеев, ПР Культура министерствин этноконфесси уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ А.Б. Хасанов, А.Х. Зулькарнаева тӗп специалисчӗ хутшӑннӑ. Борис Гордеев Слакпуҫ паллӑ ял пулни, унта чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Иванов, чӑваш халӑх поэчӗ Яков Ухсай, Совет Союзӗн Геройӗ Николай Павлов ҫуралса ӳсни ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче историпе культура центрӗ тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Борис Ефимович этнокультура комплексӗнче халӑх архитектурипе, пурлӑх культурипе, чӑваш халӑхӗн илемлӗ пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспозицисем вырнаҫтарма, наци кухнине ас тивсе пӑхма, сувенир продукцийӗсем сутма, чӑваш чӗлхине вӗрентекен семинарсем йӗркелеме тата чӑваш культурипе кулленхи пурнӑҫне уҫса паракан ытти аспектсемпе паллаштарма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture19.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑри тата ӳнерти паллӑ ҫынсене стипенди пама документсем йышӑнма пуҫланӑ. Патшалӑх стипендине уйӑхсерен, пӗр ҫулталӑк, парса тӑраҫҫӗ. Ӑна тивӗҫес тесен ҫуллӗ шайри паха хайлавсем ҫырмалла, литературӑпа ӳнер енӗпе вӑйлӑ тӗпчевсем ирттермелле. Патшалӑх стипендине илмелли конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, професси пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ. Документсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 64-20-68 (Ольга Витальевна Ефимова). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри пилӗк бренд ҫӗршыври культура тата туризм бренчӗсен ТОП-1000 йышне лекме пултарӗҫ. РФ Общество палатинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ топа пирӗн республикӑран «Киремет юманӗ» («Сӑнарсем» номинацире), «Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ» («Сооруженисем» номинацире), «Чӑваш тӗрри» («Йӑла-йӗрке тата промысласем» номинацире), ҫавӑн пекех Андриян Николаев космонавт тата Никита Бичурин ӑсчах ячӗсем («Ҫынсем» номинацире) кӗрес шанчӑк пур. Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейӗн 1000 тӗп бренчӗн списокне хатӗрлеҫҫӗ. Халӑх сасӑлавӗ Живоенаследие.рф сайтра ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Кайран вӗсене ятарлӑ карта ҫинче кӑтартӗҫ тата каталога кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш пукани Корейӑра упранӗ. Асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Сеулта, «Пушкин ҫурчӗ (Pushkin House)» музей пур. Ӑна вырӑссен культурӑпа вӗренӳ центрӗ ҫумӗнче 2002 ҫулта уҫнӑ. Ӑна Раҫҫейпе Корея пӗр-пӗрин культура эткерлӗхӗпе пуянланччӑр, вырӑнтисем вырӑс чӗлхине вӗренччӗр тесе йӗркеленӗ. Шӑпах ҫав музейре упранӗ те чӑваш пукани. Сеулти музей вали пуканесене Людмила Васильева ӑста хатӗрленӗ. Матрешка 8 пуканерен тӑрать. Кашни пуканене чӑвашла тумлантарнӑ. Пуканене Халӑхсем хушшинчи ассоциаци урлӑ ӑсатӗҫ. Проект партнерӗсем — Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, «Манӑн услам» центр тата республикӑн Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Любовь Казанцева Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хормейстерӗ Любовь Казанцева юбилейне паллӑ тӑвать. Кун пирки культура учрежденийӗ Фейсбукра та, хӑйӗн сайтӗнче те хыпарланӑ. Анчах миҫе ҫул тултарнине ниҫта та, ҫав шутра сайтра Любовь Казанцева биографийӗпе паллаштаракан ярӑмра та кӑтартман. Мӗн тӑвӑн, ҫула пурте пӗлтересшӗн мар-тӑр. Любовь Петровна вунӑ ҫул ытла театрти мӗнпур оперӑна, опереттӑна, музыка юмахне лартма хутшӑнать. Вӗсем ӑнӑҫлӑ пулса тухасси хормейстер ӑсталӑхӗнчен пултарулӑхӗнчен, сценӑна чунтан парӑннинчен нумай килет. Любовь Казанцева Ф.П. Павлов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи дирижерпа хор уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 8-мēшēнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чи хаклӑ пуянлӑх» премьера иртӗ. Юхма Мишши ҫырнã истори халапне Чãваш Республикин искусствãсен тава тивēҫлē деятeлē Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ. Театр Фейсбукра ҫӗнӗ ӗҫ пирки ҫаларах хыпарланӑ: «Этемлӗх ӗмӗрӗнче ҫут тӗнчерен мӗн чухлӗ халӑх ҫухалнӑ-ши! Вӗсен кашнийӗн хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ: культури, чӗлхи, йӑли-йӗрки пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ тӗрлӗ ахӑрсамана витӗр хурҫӑ пек туптанса тухса хӑйне хӑй упраса хӑварма пултарнӑ. Мӗнле майпа? Несӗлсем пилленӗ чи хаклӑ пуянлӑха – ӑс-хакӑл ҫирӗплӗхне, вӑй-халне, вышкайсӑр паттӑрлӑхне – ҫухатманнине пула. Пирӗн, паянхи кун пурӑнакансен, чӑваш халӑхӗ малашне те пултӑр тесен ҫакна тӗпе хумалла та. «Чи хаклӑ пуянлӑх» истори халапӗ чӑвашсен иксӗлми вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗсене уҫса кӑтартать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Станислав Сатур поэт «Эпӗ» виҫе» тата «Юхӑмра» кӗнекесене Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне тата муниципалитет библиотекисене парнеленӗ. Вулавӑшсем валли автор 200-шер экземпляр уйӑрнӑ.Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатур сӑвӑҫӑн «Эпӗ» виҫе» ятпа кӗнеке пичетленнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2019 ҫулхи кӗркунне пӗлтернӗччӗ. Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Станислав Сатур пултаруллӑ поэт ҫеҫ мар, драматург та, публицист та. Вӑл «Икӗ тапӑр хушшинче», «Ҫил ҫӑварӗнчи йӑва» пьесӑсем ҫырнӑ. Композиторсем унӑн сӑввисене кӗвӗленӗ. Вырӑс юррисене вӑл 200-е яхӑн ч чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — В. Боковӑн «Оренбург мамӑк тутӑрӗ», Р. Гамзатовӑн «Тӑрнасем», Л. Дербеневӑн «Йӑлт иртет» ата ыттисем. Поэтӑн тп кӗнекисем: «Чӗре хӗлӗхӗсем», «Сӑмах», «Чун вӗҫевӗ» тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗнче «Авалхи кӗнекесене уҫнӑ май...» курав малалла ӗҫлет. Унпа ҫак уйӑх тӑршшӗпех паллашма май килӗ. Ӑна «Музей коллекцийӗнчен» ярӑмпа уҫнӑ. Куравра сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе паллашма май туса панӑ. Коллекцин тӗп фондӗнче — 400 ытла кӗнеке. Музейҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, уйрӑмах хаклисем — ал ҫырусемпе авалхи кӗнекесем. Кураври экспонатсем хушшинче, сӑмахран, 1748 ҫулхи Евангели. Николай Ашмарин, Василий Магницкий, Николай Золотницкий, Николай Никольский кӗнекисем, чӑвашла кӑларнӑ пӗрремӗш букварьсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 10-25-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртет. Ӑна кӑҫал классика тата хальхи хореографи ӳнерне халаллӗҫ. Фестивале Францирен, Японирен хӑнасем килсе ҫитмелле. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри Пысӑк театр, К.Станиславский тата В.И.Немирович-Данченко ячӗллӗ музыка театрӗсен, Питӗрти Л.Якобсон ячӗллӗ балет театрӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ. Фестиваль тӳрех икӗ премьерӑпа – «Не дай мне уйти» тата «Барокко» пӗр актлӑ балетсемпе – уҫӑлӗ. Пӗрремӗшне Пысӑк театр артисчӗ Андрей Меркурьев лартнӑ, теприне – Данил Салимбаев. Кӑҫал балетсен хакӗ пӗчӗкреххине пӗлтереҫҫӗ. Фестивальте хӑнасемпе ӑсталӑх класӗсем те иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |