Культура
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Лидия Красован (Назарован) юбилей каҫӗ иртӗ. Вӑл 70 ҫул тултарнине уявлӗ. Лидия Фёдоровна – Чӑваш Республикин халӑх артистки. Вӑл 1951 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра что ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Юбилей каҫӗнче куракансене «Юрату пурах иккен» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ камит кӑтартӗҫ. Юбиляр унта Татьяна ролӗнче вылянӑ. Пьеса авторӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров, режиссёрӗ – Дмитрий Петров. юбилей каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ЧР Культура министерствинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура театра юсама, унӑн 2025 ҫулчченхи стратеги аталанӑвне хатӗрлеме хушнӑ. Реконструкци проекчӗн техника заданине хатӗрлеме Хусанти специалистсем хутшӑнаҫҫӗ. Чи малтан театр сӑнне улӑштарӗҫ. Тӑррине, цоколе ҫӗнетӗҫ, лифтсене улӑштарӗҫ, кондиционер системине вырнаҫтарӗҫ. Костюмсене тата реквизита упрама хушма ҫурт кирлӗ. Нарӑс уйӑхӗнче театр реконструкцине халӑхпа сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре канакансен те кешбэклӑ пулас шанӑҫ пур. Хальлӗхе ҫакна ҫирӗплетсех калаймӑпӑр та, анчах пирӗн республика та федерацин ятарлӑ программине кӗме ӗмӗтленет. Ун валли вӑл заявка панӑ. Аса илтерер: кӑшӑлвируса пула туризм отраслӗ пӗлтӗр йывӑрлӑха кӗрсе ӳкрӗ. Ҫынсем ют ҫӗршывсене тухса ҫӳреймерӗҫ. Ҫав лару-тӑрура туризм отрасльне аталантарс тӗллевпе Раҫҫейре ятарлӑ программа йышӗ. Ятарлӑ программӑна лекнӗ маршрута тата вырӑнсене суйлакансене канса тӑкакланнин пӗр пайне бюджетран саплаштарчӗҫ. Программӑна икӗ хутчен йышӑнчӗҫ. Ростуризм кешбэк программин виҫҫӗмӗш тапхӑрне хатӗрленет. Унта Чӑваш Ен те лекесшӗн. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви регионти 16 санаторипе курорт учрежденине списока кӗртме суйласа илнӗ. Вӗсем лекессипе лекмессине Ростуризм каярах пӗлтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Муркаш районӗнче регионсен шайӗнчи халӑх юрри шӑрантаракансен виҫҫӗмӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Авалхи юрӑсен сасси» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Гаврилов Федоров ячӗпе хисепленет. Ӑна чӑваш халӑх юррине упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансен географийӗпе йышӗпе ҫулран ҫул ӳссе пырать. Хальхинче те ҫаплах пулнӑ. Ҫав шутра — Муркаш районӗнчи «Муркаш» ансамбль те (ертӳҫи — Александр Аникин). Ушкӑна ҫӳрекен Людмила Мироваевӑна «Солистсем» номинацире I степеньлӗ дипломпа, Игорь Майкова III степеньлипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Авалхи йӑхсен еткерӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фондри ӗҫсенчен йӗркеленӗ курав чӑвашсен пуян культурипе паллаштарӗ. Унта сайра тӗл пулакан этнографи экспоначӗсем те пулӗҫ. Вӗсене музей ӗҫченӗсемпе культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ ҫулта пухса хатӗрленӗ. Пурнӑҫне музей ӗҫне халалланӑ маттурсемпе те паллаштарӗ курав. Музей коллекцийӗ пирки каласан, вӑл тӗрлӗ экспедици вӑхӑтӗнче пуянланнӑ. 1926-1928 ҫулсенче Питӗрти (ун чухне Ленинградри) Историпе пурлӑх культурин патшалӑх академийӗн экспедицийӗ иртнӗ, 1949-1952 ҫулсенче — СССР Наукӑсан академийӗн Хусанти филиалӗн профессорӗ Н.И. Воробьев ертсе пынипе йӗркеленӗ экспедицийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре туризмӑн наци бренчӗ пулӗ. Ӑна йӗркелеме республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне Ҫыру янӑ чухне каланӑ. Регион ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, туризм муниципалитетсене укҫа ӗҫлесе илме май памалла. Вӑл район-хула хӑйсем туса илекен тупӑшӑн самай пайӗ пулайӗ. Хӑнасене илӗртес енӗпе паян Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Улатӑр ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов та туризм брендне йӗркелемелле тенипе килӗшет. Кунсӑр пуҫне ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра туризма аталантаракан институт йӗркелессине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноярскри чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта вырӑнти чӑвашсен 4-мӗш съездне хатӗрленсе ирттерес ыйтӑва та кун йӗркине кӗртнӗ. Пуху кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулӗ. Съездра иртсе кайнӑ тӑватӑ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех 2021-2025 ҫулсенче туса ирттермелли палӑртӗҫ. Автономин хастарӗсене саламлӗҫ, ҫӗнӗ канаша, президента, ревизи комиссине суйлӗҫ. Умри тӗллев шутӗнче — чӑваш автономийӗн 30 ҫулхине халалланӑ концерт та. Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева халалланӑ куна та ирттерме палӑртнӑ. Мероприятие ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ача-пӑча театр коллективӗсен республикӑри «АВАНсцена» фестивалӗ пулассине пӗлтерет. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут иртӗ. Мероприятие Сӑр тата Хусан чиккисене чавма хутшӑннисен ҫулталӑкне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. VI фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен пырӗ. Конкурс теми — «Тӑван чӗлхене шанатпӑр!». Фестивале тӗрлӗ енпе тата стильпе ӗҫлекен ушкӑнсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хутшӑнакансен ҫулӗ 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулччен пулмалла. Ӗҫсем вырӑсла, чӑвашла, республикӑра пурӑнакан ытти халӑх чӗлхипе пулма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова паян юбилейне паллӑ тӑвать. Светлана Николаевна — культурӑпа ӳнер институтӗнче актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ. Вӑл 1985 ҫулта Куйбышеври культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑкскере направленипе Шупашкарти Агрегат савучӗн клубне ӗҫлеме янӑ. Светлана Краснова «Танц-клуб Модерн» хореографи коллективӗ йӗркеленӗ. Кайран вӑл ушкӑн халӑх коллективӗ ята тивӗҫнӗ. Тӗрлӗ ҫулта коллектив Мускава, Хусана, Магнитогорска, Нурлата тата ытти хулана конкурссемпе концертсене ҫӳренӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи хӑш-пӗр спектакль валли ташӑ лартнӑ. 2012 ҫултанпа Светлана Краснова хореографсене вӗрентет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Пӗрремш каналпа кӑтартакан «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра Шупашкар ҫыннисене кӑтартмалла. Телекӑларӑм валли Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦра ӗҫлекенсене ӳкерсе илнӗ. Вӗсем «Ытлашшине чакар» онлайн-проекта хутшӑнаҫҫӗ. Проекта Республикӑн халӑх сывлӑхӗн тата медицина профилактикин центрӗ «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлать. Асӑннӑ проекта ҫавӑн пекех Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ тата Шупашкарти троллейбус управленийӗ хутшӑнать. Предприяти ӗҫченӗсем валли Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗсем онлайн чат йӗркеленӗ. Предприятисем хӑйсен ӗҫченӗсем валли усӑллӑ меню хатӗрленипе пӗрлех вӗрентӳ вебинарӗсем, спорт турнирӗсем йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |