Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Чӑваш халӑхӗн пуянлӑхӗнчен пӗри — тӗрӗ. Унра илем ҫеҫ мар, хӑйне евӗр чӗлхе пытарӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне паянхи кун аталантарса пыракансем пурри ҫак пуянлӑха халӑхра сарма пулӑшать. Мария Симакова ӑста — ҫавӑн пеккисенчен пӗриччӗ.

Ҫапла, ун пирки халӗ эпир иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ калама пултаратпӑр. Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкра художникра чылай ҫул ӗҫленӗ ҫак маттур кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Вӑл — «РСФСР халӑх ӑсти» (1991), «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1995); «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ»(2008).

Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Г.Н. Иванов-Орковӑн «Золотая игла Марии Симаковой» кӗнекине «Традиции, вышивка, художник» ярӑмпа пичетлесе кӑларнӑ. Унта тӗрӗ ӑстин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхри ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ — ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗ, Г.Н. Иванов-Орков хӑй те Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ.

 

Культура

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель топоним словарӗ кӑларнӑ.

Сӑмах хулари 38-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен географи учителӗ Иван Дубанов ҫинчен пырать. Чӑваш Енӗн топоними словарьне Республика кунӗ тӗлне пичетлесе кӑларнӑ.

Словарь 4 пине яхӑн топоним ятӗнчен тӑрать. Ҫӗнӗ кӑларӑма ял-хула, юханшыв, пӗвесемпе кӳлӗсен, ҫырма-ҫатран тата ытти ятне кӗртнӗ. Кӗнекере ҫухалнӑ ялсен ячӗсем те пур. Кӗнекене географи ячӗсем епле пуҫланса кайнине ӑнлантарса паракан халапсемпе, историлле фактсем те пуянлатнӑ.

Кӗнекен тӗп никӗсӗнче — ачасемпе вӗрентекен чылай ҫул хушши туса ирттернӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев экспедицийӗсенче пухнӑ пуян материалсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CQdMISOgfDh/
 

Культура

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ 88-мӗш сезона «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» спектакльпе хупнӑ.

Спектакль умӗн Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов пӗрлешӗвӗн чи пысӑк наградипе — медальпе — чысланӑ.

«Чӑваш Енӗн театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» медальпе тата асӑнмалӑх парнепе Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсене Валентина Суриковӑна, Лидия Назаровӑна тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Раиса Поляковӑна чысланӑ.

Союз йышне кӗнӗ ҫамрӑк артистсене: Дмитрий Михайлова тата Надежда Полячихина-Сергеевӑна — пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулнине ӗнентерекен удостоверенисем панӑ.

 

Культура
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑна хӑҫан тата епле уявлассине нумаях пулмасть ятарлӑ ларура сӳтсе явнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.

Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӗве йӗркелессине ҫеҫ мар (хальхи вӑхӑтра тавара таҫта та тупса илме пулать. Укҫа пултӑр ҫеҫ), культурӑпа спорт мероприятийӗсене те сӳтсе явнӑ.

Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ. Маттур ҫемьесене Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗпе чыслӗҫ.

 

Культура

Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑри самай районта Акатуй иртрӗ. Республика шайӗнчи ҫав уяв ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазония» паркра иртӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 12 сехетре пуҫланса 21 сехетченех пырӗ.

Уяв вӑхӑтӗнче йӗркелеме палӑртнӑ пултарулӑх лапамӗсенче чӑваш халӑхӗн историйӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарӗҫ. Уявра ярмӑрккӑ-куравсем ӗҫлӗҫ, фольклор ансамблӗсен тата эстрада ушкӑнӗсен, культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем тата ытти те пулӗ. Кире пуканӗ йӑтакансемпе, кӗрешекенсемпе пӗрлех ытти спорт ӑмӑртӑвӗ те иртӗ.

Акатуя Раҫҫейӗн тӑхӑр регионӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем килсе ҫитӗҫ: Мускавран — «Атӑл» чӑваш хорӗ, Питӗртен — «Юрату» - чӑваш фольклор ансамблӗ, Тӗмен облаҫӗнчи Анат Тавда районӗнчен — «Йӑмра» чӑваш юррин халӑх ансамблӗ, Самар облаҫӗнчен —

«Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, Чулхуларан — «Чулхула чӑвашӗсем» ансамблӗ, Тутарстанран — «Туслӑх» ансамбль, Ӗрӗнпур облаҫӗнчен — «Нарспи» фольклор ушкӑнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — «Шанӑҫ» чӑваш юррин ансамблӗ, Сарту облаҫӗнчен — «Эмине» ансамбль.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Сачкован «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – О.Л. Федорова, кӗнекене ӳкерчӗксемпе И.Е. Калентьева тата А.И. Алексеев илемлетнӗ.

Ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине 11 калавпа повесть кӗнӗ.

Хайлавӗсенче автор пурнӑҫри тӗрлӗ тӗслӗхе ытарлӑн сӑнланӑ. Вӗҫкӗн автан, сӑмахран, ҫӑла кӗртсе ӳкернӗ, Шампик йытта вара хӑйӗн хуҫине инкекре пулӑштарнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеке вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли.

 

Культура

Чӑваш халӑх писателӗн Никифор Мраньккан ал ҫырӑвӗсене архива парасшӑн.

Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Республикӑн патшалӑх истори архивӗн директорӗпе Галина Ертмаковӑпа тата унӑн ҫумӗпе Фёдор Козловпа тӗл пулнӑ.

Лидия Ивановна Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫура паллӑ ҫыравҫӑн Никифор Мраньккан ал ҫырӑвӗсене архива парас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

«Ҫапла, вӑхӑт шелсӗр васкать. Пурте кайӑпӑр... Халӑх историне ҫырнисен ятне ҫитес ӑрусем валли упраса хӑварасчӗ. Ку енӗпе пирӗн архивсемпе музейсем самай пулӑшаҫҫӗ», — палӑртнӑ Лидия Филиппова.

 

Культура

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине парассипе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Ӗҫлӗ ҫак ушкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ.

Комисси пайташӗсем конкурса тӑратнӑ 7 ӗҫе тӗплӗн пӑхса тухнӑ. Анчах темле тишкерсен те вӗсем премие тивӗҫлӗ ӗҫе тупса палӑртайман. Ҫавна май 2020 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине памасан тӗрӗсрех тесе йышӑннӑ.

Преми парас мар текен сӗнӗве ӗҫлӗ ушкӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патне ҫитерӗ.

 

Культура

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн хастарӗсем ҫулӑм чӗреллӗ чӑваш классикӗпе, Ҫеҫпӗл Мишшипе, ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче пулнӑ. Ку хыпара асӑннӑ тӑрӑхри хастар ҫын, Надежда Лисовая, ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ.

Надежда Лисова (вӑл чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн ертӳҫи пулнӑччӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, ентешлӗх ертӳҫипе Михаил Люллинпа Остёр хулинче пулнӑ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Леонид Мысловецпа курнӑҫнӑ.

Унтан Ҫеҫпӗл Мишшипе ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ. Евдокия Пенская вил тӑпри ҫине ҫитсе те пуҫ тайнӑ. Аса илтерер: хӗрӳ поэт Украинӑра пурӑннӑ чух Евдокия Пенскаян ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тӗпленнӗ. Евдокия чӑваш поэчӗн ал ҫырӑвӗсене упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑ. Евдокии Федоровна тата Давид Степанович Пенскийсен вил тӑпри ҫинчи палӑка хӑй вӑхӑтӗнче Украинӑри хастар чӑвашсем тӑрӑшнипе лартнӑ.

 

Культура

Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, чӑваш Ҫимӗкӗ умӗн, Тутарстанри Аксу районӗнчи Ҫӗмӗртлӗ ялӗ ҫумӗнчи пӗве патӗнче, ӗлӗк ҫӑва (масар) пулнӑ вырӑнта несӗлӗмӗрсене хисеп туса юпа лартнӑ. Ӑна Ҫыр Чаллинче пурӑнакан Кивӗ Саврӑш ҫынни Владимир Чураков ертсе пынипе вырнаҫтарнӑ.

Микулай Павловский Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Юпана лартас мухтавлӑ ӗҫе Ҫӗмӗртлӗ ҫыннисем те хутшӑннӑ». Микулай Павловский Владимир Чуракова, чӑваш чунлӑ ытти хастара «ҫак пархатарлӑ, чыслӑ ӗҫе» пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ, «ҫӳлти Турӑ вӗсене тата та сывлӑх, ырлӑх патӑр!» — тесе суннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, [163], 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, 172, 173, ...426
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 07

1922
103
Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ.
1986
39
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
2000
25
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть