Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑвашсен пӗрремӗш историкне тата этнографне асра тытса ҫавра сӗтел иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.12.2021 05:44 | 1529 хут пӑхнӑ
Культура

Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «С.М. Михайлов (1821—1861) — первый чуваш­ский историк, этнограф и писатель» (чӑв. С.М. Михайлов (1821—1861) — чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие чӑвашсен пӗрремӗш историкӗ, этнографӗ тата писателӗ ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Ҫавра сӗтел гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Ученӑй совечӗн залӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Унта темиҫе ӑсчах доклад тӑвӗ. Сӑмахран, Виталий Родионов профессор, сӑмахран, «С. Михайлов (Яндуш) еткерлӗхӗ тата паянхи чӑваш ӑслӑлӑхӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа отчет тӑвӗ. Институтра кӑҫал пичетлесе кӑларнӑ Виталий Родионовӑн (Ӑртивансен Сӑварӗн) «Янтушсен Михала ывӑлӗ Спиркка / Спиридон Михайлов (Яндуш): твор­ческий портрет» кӗнекине те хӑтлама палӑртнӑ.

#историксем, #ҫыравҫӑсем, #астӑвӑм, #ҫавра сӗтелсем, #ЧПГӐИ, #этнографсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/4414.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3052.04.4331
2021.12.14 12:29
Agabazar
Спиридон Михайлов — чăвашсен 47-мĕш историкĕ, 53-мĕш этнографĕ тата 38-мĕш çыравçи.

Пĕрремĕш мар.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.18 19:18
Эх суяҫҫӗ,эх суяҫҫӗ... Чӑвашсен пин ҫул малтанах "История Болгар" кӗнеке пулни ҫинчен пӗлмеҫҫӗ те пулать пирӗн "ӑсчахсем"? Чӑвашсемпе пӑлхарсен историне пӗрле ҫыхӑнтарма пӗлейменнисене "ӑсчахсем" тесе калама йӑвӑртарах пулӗ ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем