Культура
Чӑваш Енӗн кивӗ Правительство ҫуртӗнче мӗн пулсан лайӑхрах? Чӑваш Енре пурӑнакансем кун пирки хӑйсен шухӑшне «Чӑваш Республики» ушкӑнра пӗлтерме пултарнӑ. Ыйтӑма 1200 ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑланисенчен ытларахӑшӗ (32,57%) аслӑ шкула вӗренӳ корпусӗ валли пама сӗннӗ. 14,26 проценчӗ шкул уҫтарасшӑн. Тӗрлӗ мероприяти (куравсем, конференцисем, форумсем тата ытти) валли усӑ курма сӗнекен те пур. Ун пек шухӑшлисем — 13,63 процент. 11,89 проценчӗ уҫтарасшӑн. Администраци ҫурчӗ пултӑр тенисем — 8,72 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ. Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ. Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Валентина Тараватӑн «Чӑн-чӑн туслӑх. Настоящая дружба» кӗнекине хӑтланӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленнӗ. Кӗнекери тӗп сӑнарсем — Лена тата Вова, ял ачисем. Кӗнеке пуҫламӑшӗнче вӗсем ача пахчине ҫӳреҫҫӗ, пӗрле выляса кулаҫҫӗ. Кӗнеке хӑтлавне хулари 37-мӗш шкул ачисем тата Чӑваш Енпе Чӗмпӗрти ҫыравҫӑсем: Николай Ларионов тата Раҫҫейри ҫыравҫӑсен союзӗн Чӗмпӗрти регионти уйрӑмӗн председателӗ Ольга Даранова — хутшӑннӑ. Валентина Николаевна сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырать. Унӑн 30 ытла кӗнеке пичетленнӗ, ҫав шутран 16-шӗ — чӑвашла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре пӗрремӗш хут «Географи каҫӗ» акци иртет. Пӗтӗм тӗнчери акцие Раҫҫейри географи обществи пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ. Сӑмах май, акцие пӗлтӗр Раҫҫейре пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ. Ӑна Вырӑс географи обществи 175 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӑҫал Чӑваш наци музейӗ те акцие хутшанӗ. Мероприятисем Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗҫ те 21 сехетре вӗҫленӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Чӑваш Енри кайӑксемпе, музейӑн геологи коллекциӗпе паллашма, чӗрчунсем пирки пӗлме май пулӗ. Музей ҫумӗнчи скверта Раҫҫей карттине пуҫтарас енӗпе ӑмӑрту иртӗ, викторина пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Яблоки в траве» (чӑв. Курӑк ҫинчи панулмисем) регионсем хушшинчи V фестиваль ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енре иртнӗ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ. Курскри Вероника Тутенко журналист, ҫыравҫӑ, художник-иллюстратор, поэт, хореограф Брянск облаҫӗнчи Лысые ялӗнче ҫуралнӑ Николай Мельников (1966-2006) поэтӑн, режиссерӑн сӑввине вуланӑ хыҫҫӑн Раҫҫейри халӑхсен шӑпи пирки шухӑша путнӑ. Поэтӑн сӑввинчи йӗркене илсе вӑл Николай Мельников ячӗллӗ фестиваль ирттерме тытӑннӑ. Мероприятире пӗринче Чӑваш Енри Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри Венера Усанова ҫӗнтернӗ. Вӑл ял вулавӑшӗн заведующийӗнче тӑрӑшать. Ҫавна кура фестивале хальхинче кунта йӗркеленӗ. Вероника Тутенко «Контактра» страницӑра чӑваш чӗлхине видеоклипсем урлӑ вӗренмелли те йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ опера труппин малтанхи солисчӗсенчен пӗри пулнӑ Тамара Супонина куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Чӑваш халӑх артистки пурнӑҫран ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Пулас артисткӑн ачалӑхӗ Минск облаҫӗнчи Лебедево ялӗнче иртнӗ. Белоруссинчи патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пирӗн республикӑра ҫамрӑк артистка сцена ҫине пуҫласа 1967 ҫулта тухнӑ, К. Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ оперӑра вылянӑ. Тамара Михайловна каярах аса илнӗ тӑрӑх, ӑна Чӑваш драма театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри Ольга Ырсем нумай пулӑшнӑ, илемлӗ те пуян чӑваш чӗлхин хӑйне евӗрлӗхне уҫса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн тата халӑх ӑстинсен маҫтӑрӗн Зинаида Воронован «Кӗмӗл тенкӗсен ялтравӗ» куравӗ уҫӑлӗ. Унта Зинаида Воронован нумай ҫул хушши хӑй аллипе шӑрҫа-тенкӗрен пуҫтарнӑ чӑваш тумӗн капӑрлӑхӗсене курма май килӗ. Чӑваш наци музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ӑста «авалтан килекен йӑлана пӑхӑнса ӑсталанӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй те мӗн те пулсан ҫӗннине кӗртме тӑрӑшнӑ. Унӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсенче XIX ӗмӗрти капӑрлӑхсене ҫӗнетсе улӑштарса туни те сисӗнет». Хальхи вӑхӑтра Зинаида Ивановна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче студентсене хӑйӗн ӑсталӑхне вӗрентет. Ҫавӑнпа та курава вӗренекенсен ӗҫӗсене те тӑратӗҫ. Зинаида Ивановна ытти регионти чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн 26 регионне ҫитсе хай аллипе тунӑ чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ. З.И. Воронова тӑрӑшнипе «Чӑваш халӑх тумӗ – халах эткерӗ» конкурс иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пушкӑртстанри Мияки районӗнчи Кекен ялӗнче шкул та, ача сачӗ те пур. Апла пулсан ялӑн малашлӑхӗ пур тесе калама пулать. «Ачасен шучӗ яланах пӗр пек пулман. Малтанхи ҫулсенче йышлӑрахччӗ. 2014 ҫулта вӗсем хӗрӗх икке ҫитнине пула икӗ ушкӑн йӗркелемелле пулчӗ», — тет иккен Инна Григорьева аслӑ воспитатель ача сачӗн кулленхи пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ май. Хальхи вахӑтра кунта пӗр ушкӑн ӗҫлет. Чӑн та, унта тӗрлӗ ҫултисем ҫӳреҫҫӗ. «Пӗр енчен ҫак пулӑмӑн йывӑрлӑхӗсем те пур, тепӗр тесен лайӑххи те ҫителӗклех — аслисем ҫине пӑхса кӗҫӗннисем вӗренеҫҫӗ. Вӑйӑ вылятпӑр-и, физзарядка тӑватпӑр-и, юрӑ-кӗвӗ шӑрантаратпӑр-и, тӗрлӗ уяв-конкурссене хутшӑнатпӑр-и — пурте пӗрле», — сӑмахне малалла тӑснӑ аслӑ воспитатель. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра Юрий Снегопад ҫырнӑ тӑрӑх, шӑпӑрлансем ҫинчи чӑваш тумне курсан куҫ вылять. Вӗсене педагогсен пӗчӗк коллективӗ хӑйех ҫӗлесе хатӗрленӗ. «Ҫыпӑҫуллӑ та куҫа илӗртекен тумтире тӑхӑнса пӑхсан ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫыннӑн та ачалӑха таврӑнас кӑмӑл ҫуралӗ. Инна Ивановна ҫак ӗҫре Рамзия Никитина воспитателӗн тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ. Вӑл хушпу, тухья тума та ӑста иккен», — хыпарланӑ хаҫатра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑ кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа ҫу уйӑхӗн 17-31-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере …» акци ирттерет. Акци тӗллевӗ: чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, аталантарасси, халӑх хушшинче сарасси. Акцие чӑвашла пӗлекен кирек кам та хутшӑнма пултарать. Акцие хутшӑнакансен К.В. Иванов хайлавӗсене е вӗсен сыпӑкӗсене вуласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #ҫакӑҫутӑтӗнчере хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна (https://vk.com/club201526545) вырнаҫтармалла. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: (8352) 58-47-19 (этнокультура вӗренӗвӗн кафедри). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Вилӗмсӗр чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 131 ҫул ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑхӑмӑрти чӑваш хастарӗсем мухтавлӑ поэта асра тытаҫҫӗ. Ӗнер поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне пухӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фйсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, палӑк умне пухӑннисен йышӗнче тӳре-шара, ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем пулнӑ. Константин Васильевич Иванов — чӑваш сӑвӑҫӗ, чӑваш литературин классикӗ. Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районне кӗрекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӑван ялӗнче куҫ хупнӑ. 2015 ҫулта Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ иртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |