Культура
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» премьерӑна кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе Михаил Сунталӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ. Спектакль Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳссе тӗнчипе паллӑ ӑсчаха тухнӑ Никита Бичуринпа паллаштарать. Никита Яковлевич хӗвелтухӑҫ халӑхӗн историне тӗпченӗ, ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ, китай чӗлхине аван пӗлнӗ, Раҫҫейре синологие йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри. Ентешӗн ят-сумне тӑван тӑрӑхра ҫӳле ҫӗклессишӗн хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче самай ӗҫ туса ирттерчӗҫ. Кӳкеҫре «Бичурин тата хальхи самана» музей уҫрӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартакан «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун» драма та Никита Бичурин ятне асра тытма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
kino-cap.ru сайтри сӑн. Максим Матросов Чӑваш патшалӑх филармонине нумай ҫул Николай Казаков ертсе пынӑ. Паянтан филармонин - ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Вӑл – 47 ҫулти Максим Матросов. Максим Матросовӑн ӗҫӗ-хӗлӗ культурӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл культура программисене дирекцине ертсе пынӑ, Шупашкарти кинофестивале мӗн пуҫласа янӑранпа йӗркелет. Юлашки ҫулсенче Туризм аталанӑвӗн агентствинче /халӗ ҫапла ятлӑ вӑл/ ӗҫленӗ. Вӑл – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Сӑмах май, халӗ филармонире реконструкци пырать. Ку ӗҫе 2008 ҫултах тытӑннӑ, халӗ те вӗҫлеймен. Кӑҫал Республика кунӗ тӗлне уҫма палӑртнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ йӗркеленипе Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) ҫыравҫӑ-журналистӑн хӑй ҫуралса ӳснӗ тата пурӑннӑ ҫурчӗ ҫинче Асӑну хӑмине уҫрӗҫ. Ӗҫ-хӗле писателӗн тӑванӗсем, ял ҫыннисем тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем хутшӑнчӗҫ. Асӑну каҫне пӗрлӗх ертӳҫи Иван Афанасьев ҫыравҫӑ-композитор уҫрӗ, сӑмах каларӗ. Ун хыҫҫӑн пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, район энциклопедийӗн тӗп редакторӗ Виталий Михайлов-Чунтупай ҫыравҫӑн чӑваш литературӑри тӳпи ҫинчен каларӗ. Виктор Данилов журналист-ветеран вара Ӑсан Уҫӑпӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулни ҫинчен ҫирӗплетрӗ. Тӑванӗсенчен ҫыравҫӑн аслӑ хӗрӗ Ирина тухса калаҫрӗ, ашшӗн ҫынлӑх туйӑмӗ пысӑк пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Асӑну хӑмине ҫыравҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Александр Алексеев уҫрӗ. Вӑлах ашшӗн ку таранччен пичетленнӗ кӗнекисене асӑнмалӑх пурне те валеҫсе пачӗ. Юлашкинчен ӗҫ-хӗле Николай Яковлев юрӑҫӑ илемлетрӗ. Вӑл пухӑннисене чӑваш халӑх тата тӗрлӗ композиторсен юррисемпе савӑнтарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗтӗм Раҫҫейри этнографи форумӗ иртнӗ. «Алла-Аллӑн» ят панӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Федерацин национальноҫсен агентстви пулӑшнипе йӗркеленӗ. Этнографи форумӗн тӗллевӗ наци культурине тата чӑваш фольклорне вӗренессипе ҫамрӑксене кӑсӑклантарасси. Ҫамрӑксен слётне культура институчӗн, педагогика тата аграри университечӗсен, музыка училищин студенчӗсем хушӑннӑ. Форумра музыка инструменчӗсене ӑсталама, чӑваш рунисен вӑрттӑнлӑхне, тӑмран савӑт-сапа ӑсталама вӗрентнӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, халӑх вӑййисемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вырӑнтисем суту-илӗве йӗркелес ыйтӑва ҫеҫ мар, культурӑпа спорт мероприятийӗсене те яланхиллех пысӑк тимлӗх уйӑрма палӑртнӑччӗ. Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ тесе хыпарланӑччӗ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ тенӗччӗ. Анчах паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев урӑхларах йӗркелеме сӗннине пӗлтернӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленессипе мерӑсем йышӑнма май пур мероприятисене ҫеҫ ирттерӗҫ. Кунта тӗслӗх вырӑнне спорт ӑмӑртӑвӗсене, мотокроса, Ача усрава илнисен республикӑри форумне асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Питӗрте чӑвашсен паллӑ архитекторне Петр Егорова халалласа сквер уҫӑлнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче унччен ҫак хулари ятсӑр пулнӑ сквера ӑна халаллама йышӑннӑ. Сквер тахҫан унӑн проекчӗпе Христос чӗрӗлнине халалласа хӑпартнӑ чиркӳ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Халӗ унта чиркӳ вырӑнне ҫӗнӗ храм ҫӗкленӗ. Палӑртмалла: Петр Егорович Егоров 1731 ҫулта Етӗрне уесӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта вӑл Питӗрте куҫне яланлӑхах хупнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Питӗрте ун ячӗпе курав уҫӑлнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре Чӑваш чӗлхи музейӗ пулӗ. Кун пирки паян сӑмах хускатнӑ. Паян Атӑлҫи федераци округӗн шайӗнче культура эткерлӗхӗн специалисчӗсен семинар-канашлӑвӗ иртнӗ. Унта 12 регионти специалистсене йыхравланӑ. Чӑваш Енре унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Музей Етӗрне хулинче пулма пултарать. Унта чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи Николай Ашмарин ҫуралнӑ. Ҫав ҫурта юсаса ҫӗнетмедокументсем хатӗрлеме республика хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Улатӑрта тата Етӗрнере сумлӑ объектсем пуррине пӗлтернӗ. Вӑл Николай Ашмарин тӳпине уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Вӑл 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗн 683 объекчӗ шутланса тӑрать, ҫав шутран 221-шӗ – федераци тӗллевӗллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» тӗлпулусене малалла ирттерет. Ӑна вӑл вулавӑшӑн 150 ҫулхине халалланӑ. Паян вулавӑш тӗпелӗнче Елена Михайловӑпа (Енькка) калаҫу ирттернӗ. Мероприятин модераторӗсем пулас журналистсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн факультечӗн студенчӗсем Татьяна Андреева тата Ираида Иванова пулнӑ. Елена Енькка – «Культура родного края» курсӑн авторӗ, ҫыравҫӑ, художник, тӗрлӗ кӗнеке авторӗ. Елена Еньккапа ирттернӗ диалога вулавӑшӑн Ютубри страницнче итлеме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Пичугин республикӑра сумлӑ вырӑн йышӑнакан хӑш-пӗр ҫынна тумшӑн тиркенӗ. Поста вӑл Фейсбукра вырнаҫтарнӑ. «Аслӑ А.П. Чехов ҫынра йӑлтах хитре пулмалла — сӑнӗ те, тумӗ те, чунӗ те, шухӑшӗ те. Пирӗн официаллӑ сӑнсем Чехова пӗлмеҫҫӗ тейӗн, вӑл калани вӗсемшӗн ним те мар», — тесе ҫырнӑ Юрий Пичугин. Унӑн посчӗ вырӑсла, эпир ӑна чӑвашла хамӑра май, анчах шухӑшне ылмаштармасӑр куҫарма тӑрӑшрӑмӑр. Маларах асӑннӑ дизайнер хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн ҫӗнӗ логотипне хатӗрленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинче халӑх художество пултарулӑхӗн республикӑри VII уҫӑ фестивалӗ пулса иртнӗ. «Ункӑ шевлисем» ят панӑ мероприятие асӑннӑ юханшыв ҫывӑхӗнчи территорисенче пурӑнакансем пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар, Муркаш, Красноармейски тата Ҫӗрпӳ районӗсем пуҫтарӑннӑ. Фестиваль пуҫланас умӗ Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов сӑмах каланӑ. Парламентари Филипп Лукин ячӗллӗ музея картина парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |