Ҫак эрнере нумай тӑрӑхра ӗҫпе юрӑ уявӗсем иртрӗҫ. Элӗкре Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова та хутшӑннӑ.
«Акатуй уявӗ – чӑваш халӑхӗн мӗн авалтан пыракан йӑли. Ӑруран арӑва куҫса паянхи кун та ҫак ырӑ уяв пурне те пӗр тӗвве пухать, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ евӗр пурне те вӑй-хал парнелет. Акатуй аваллӑхпа пуласлӑха пӗрлештерекен йӗр.
Акатуй уявӗнче эпир сирӗнпе пӗрле ҫӗр ӗҫченӗсене, тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакан хастарсене, тӑван ене чунтан юратакансене чыслатпӑр. Ҫак уявра кашни ҫулах ҫурхи ӗҫсене мӗнлерех пурнӑҫланине пӗтӗмлететпӗр», — палӑртса хӑварнӑ министр.