Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш букварьне кун ҫути кӑтартнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв иртнӗ. Асӑннӑ пулӑма Раҫҫейре кӑҫал иртекен Халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприяти «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога тата хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Чӗмпӗрте 1885 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ чӑваш букварӗ упранать. Уява хутшӑннисене ун ҫинчен тата чӑваш алфавитне тата букварьне Иван Яковлев епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Аçтахар Плотников // 1554.82.5383
2022.11.14 17:44 | |
Чӑваш букварӗ пирки уява урӑх чӗлхепе ирттереҫҫӗ. Мухтамалла кӑна ӗнтӗ! Урра! Урра! тесе ҫӗклемелле! |