Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 13 сехетре Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнчи «Пӗлетпӗр, мӑнаҫланатпӑр» краеведени тӗпелӗнче Праски Виттипе тӗл пулу иртӗ. Вӑл — Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те паллӑ ӑста, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, чӑваш халӑх художникӗ, Раҫҫей Президенчӗн литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗ, П. Егоров ячӗллӗ Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Виталий Петрович пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ, тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илме пултарни ҫинчен каласа кӑтартӗ, пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |