Культура
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри экскурсоведсем аттестаци витӗр тухнӑ. Ала витӗр тухнисем — экскурси ӗҫӗнче виҫӗ ҫултан ытларах тӑрӑшаканскерсем. Професси тӗрӗслевӗ витӗр тухнисенчен 2 экскурсовода гид-тӑлмачӑ евӗр евӗр хакланӑ. Вӗсен вырӑсла, акӑлчанла тата хрантсусла пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, экскурсоведсен профессири пултарулӑхне хаклама Тутарстанри тата Мари Элти экспертсем килнӗ. Кӳршӗллӗ регионсемпе ӗҫлени регионсем хушшинчи туризм маршручӗсене йӗркеленӗ чух кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |