Раҫҫейре
Чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансем Ахмед Ибн Фадлан ятне аван пӗлеҫҫӗ. Чӑваш мар пулин те пирӗн халӑх историйӗнче те вӑл йӗр хӑварнӑ теме юрать. Араб ҫулҫӳревҫи тата ҫыравҫи Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче пулнӑ хыҫҫӑн ҫырнисене пиртен нумайӑшӗ вуланӑ. Сыпӑксем кӑна пулин те кӑсӑкли нумай унта. Ибн Фадлана Багдад элчелӗхӗн секретарӗ пулнӑ май 922 ҫулта Пӑлхара туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелеме янӑ. Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Воронежри патшалӑх университетӗнче Ибн Фадланӑн бюстне уҫнӑ. Ҫулҫӳревҫӗн ӗҫ-хӗлӗ хальхи Воронеж облаҫӗн территорийӗпе ҫыхӑнман пулин те Иракри Багдад провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Ибн Фадлан бюстне университета парас тенӗ. Ҫак шухӑш патне вӑл университет «Ирак Республики валли пысӑк квалификациллӗ кадрсем хатӗрлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» ҫитсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Елена Тереховӑна панӑ Тав хучӗ Пӗтӗм тӗнчери «Наци пуянлӑхӗ — 2014» теле-интернет проект Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1–4-мӗшӗсенче иртнӗ. Фестивале хутшӑннисен йышӗнче — Ҫӗрпӳ районӗнчи «Заря», «Лазурит», «Девчата» ташӑ ушкӑнӗсем. Ертӳҫисем — Михаилпа Елена Тереховсем. Палӑртмалла: вӗсем ертсе пыракан асӑннӑ ташӑ ушкӑнӗсем фестивале пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Вӗсен опыт нумаях мар пулин те хӑйсене чи лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартма пултарнӑ, дипломсемпе тав хучӗсем ҫӗнсе илнӗ. «Заря» ташӑ ушкӑнӗ 8 ҫул тултарманнисен йышӗнче «Хореографи» номинацире «На палубе», «Весенние цветочки» ташӑсемпе III степень Диплома тата «Созвездие» кубока тивӗҫнӗ. «Лазурит» та 16–25 ҫулсенчи ушкӑнра «Халӑх ташши» номинацире «Канарейка», «Трудовая» ташӑсемпе III степень Диплома тата «Созвездие» кубока ҫӗнсе илнӗ. Фестивале Карели, Тутар, Мари, Мордва республикисенчен, Норильск, Владивосток, Челепи, Екатеринбург, Чӗмпӗр, Иваново, Киров хулисенчен ытларах хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Питӗр хастарӗсенчен пӗрисем Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Питӗр хулинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитнине халалласа Пискарев мемориал ҫӑви ҫинче чечек ҫыххи хурӗҫ. Унти хастарсем мероприятие Чӑваш Енӗн элчӗлӗхӗн ячӗпе е Национальноҫсен ҫурчӗн тата хулан наципе культура пӗрлешӗвӗсен пӗтӗмӗшле колоннипе хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Кӑмӑл пуррисене Финлянди вокзалӗ патӗнче автобуссем кӗтӗҫ. Ушкӑн ирхи 9 сехетре пухӑнма тытӑнӗ. Автобуссем ҫула 9 сехет те 30 минутра тухӗҫ. Ыйтса пӗлес тесен Владимир Михайлович ятлӑ ҫынпа 984-04-50 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем ҫу уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче тӗрлӗ хулапа ҫӗршывра пурӑнакан тӑван-пӗлӗшпе, юлташӗсемпе, ҫапӑҫу хирӗнче пӗрле пулнисемпе тата ытти ҫынпа телефонпа тӳлевсӗр калаҫайӗҫ. Ҫакна телефон ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗри, «Ростелеком», пӗлтернӗ. Ытти ҫул карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем те ветерансене ҫӑмӑллӑх кӳнине шута илсен кӑҫал та хайхисем валли майсем пӑхса хёвараҫҫех пуль тес килет. «Ростелеком» патне таврӑнсан телефонист урлӑ саккас парсан регионта, хуласем хушшинче тата Украинӑпа, Беларуҫпе, Молдовӑпа, Казахстанпа, Узбекистанпа, Таджикистанпа, Кӑркӑстанпа, Турменистанпа, Азербайджанпа, Грузипе, Абхазипе, Латвипе, Литвапа, Эстонипе, Кӑнтӑр Осетипе 60 минут таран тӳлевсӗр калаҫтарӗҫ. Госпитальсенче, ветерансен ҫурчӗсенче пурӑнакансене те телефонпа тӳлевсӗр юмахлама май туса парассине шантараҫҫӗ. Калаҫмалли пунктсенче те ветерансен ыйтӑвне тивӗҫтермелле. Унта каяс пулсан удостоверени чикме манмалла мар. Ку ӗнтӗ ҫӑмӑллӑх категорине тивӗҫҫине ӗнентерме кирлӗ. Маларах асӑннӑ ҫӗршывсене тата хамӑр патри ял-хулана ҫу уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче ветерансем телеграммӑсем те тӳлевсӗр ярайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Паян пирӗн Чӑваш Енре виҫӗ уполномоченнӑй ӗҫленине пурте пӗлеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, Юрий Кручинин, этем правине хӳтӗлет. Тепри, Вячеслав Рафинов, ачасемшӗн хыпса ҫунать темелле-тӗр. Виҫҫӗмӗшӗ, Владимир Иванов, — усламҫсемшӗн пӑшӑрханакан ҫын. РФ Патшалӑх Думинчи «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин депутачӗ Олег Михеев ветерансене хӳтӗлекен институт туса хума сӗннӗ. Ҫак сӗнӳпе вӑл Ольга Голодец тата Дмитрий Рогозин вице-премьер тата Общество палатин членӗсем патне сӗнӳпе тухнӑ. Михеев шучӗпе тӗрлӗ шайри ветерансене, уйрӑмах — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине тата ытти ҫар хирӗҫ-тӑрӑвне хутшӑннисене, хӳтӗлемелле, вӗсене саккун вӗҫӗмех ылмашса тӑракан саманара йывӑрлӑхсене ҫӗнме пулӑшмалла. Парламентари шучӗпе, ҫӗршывӑн Правительстви ветерансен ыйтӑвне татса парассишӗн сахал мар тӑвать пулин те бюрократие пула ҫавсене татса пама май килмест-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Хытхурапа талпиҫен ӳсекен е тата вӑрмана ҫаврӑннӑ ҫӗрсем ҫук тесе калаймӑпӑр. Халӗ вӗсене тӗллевлӗ усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Ял хуҫалӑх тӗллевӗллисене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси пирки ҫӗршыв тата республика шайӗнче тимлесех калаҫаҫҫӗ кӑна мар, ӗҫне те тӑваҫҫӗ. Ҫӗр саккунне пӑснишӗн ӳлӗмрен штраф виҫине вӑл е ку участока кура палӑртма шухӑшлаҫҫӗ. Хальлӗхе кун пирки ҫирӗплетме иртерех-ха. Анчах ҫӗршывӑн Патшалӑх думин ҫавӑн йышши саккун преоктне РФ Экономика министерстви тӑратнӑ. Саккуна депутатсем йышӑнсан штраф виҫине ҫӗрӗн категорине, ӑна мӗн валли усӑ курасси тата лаптӑкӗ тӑрӑх шутлӗҫ. Ҫапла йышӑнсан ҫӗр саккунне пӑсакансем сахалланасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Контактра» хуҫи пулнӑ Павел Дуров Раҫҫейри пысӑк халӑх тетелне, «Контактра» ятлине, йӗркелесе янӑ Павел Дуров Раҫҫейрен тухса кайса Кариб тинӗсӗ хӗрринчи Сент-Китс тата Невис патшалӑхӑн гражданинӗ пулса тӑнӑ. Кариб ҫӗршывӗн саккунӗпе килӗшӳллӗн унта гражданлӑх илме йывӑрах мар. Чи кирли — укҫа пултӑр. 250 пин доллар. Ун чухлӗ «кӗмӗл» хывсан кирек кама та хӑйсен евӗр йышӑнӗҫ. Павел Дуров ҫав ҫӗршывӑн гражданинӗ хӑҫан пулса тӑни пирки тӗрлӗрен калаҫакан пур иккен. «Контактра» акционерсене ҫывӑх ҫынсенчен пӗри «Известия» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Дуров нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тупрана Сент-Китс тата Невис ҫӗршывӗн Сахӑр фондне куҫарнӑ. Теприсем вара, хӑйсене Дурова лайӑх паллакансем тесе калакансем, гражданствӑна каччӑ ҫулталӑк каяллах илнӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ-мӗн. Павел Дуров Арабри Пӗрлештернӗ Эмирата кайнӑ тесе калаҫакансем те пур имӗш. Асӑннӑ ҫӗршыв ҫынни пулса тӑма Павелӑн тӑванӗ Николай та, «Контактра»-рf вӑл техника директорӗнче тӑрӑшнӑ, ӗмӗтленет имӗш. Раҫҫейрен тухса каяс умӗн Павел Дуров Раҫҫеt таврӑнас кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑ иккен, пирӗн патра интернет-услампа ӗҫлеме май ҫук тенӗ-мӗн. «Контактра» пуҫлӑхӗн ӗҫне пӑрахма вӑл пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче заявлени ҫырнӑ, анчах кайран ӑна каялла илнӗ теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Пӗр вӑхӑтра массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫӗршывра шывшӑн, газшӑн тата ӑшӑшӑн социаллӑ виҫесем кӗртесси пирки пӗлтерчӗҫ. Шел те, анчах ку вӑл усал шӳт пулмарӗ. Ҫӗршывра ун чухне коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫынсене социаллӑ виҫепе тӳлеттерме пуҫлас шут тытнӑччӗ. Виҫеллӗ усӑ курсан — пӗр хакпа, иртсен — хаклӑрахпа. «Сывлӑшшӑн тӳлеттересси кӑна юлать ӗнтӗ», — кӑмӑлсӑрланмаллипех кӑмӑлсӑрланчӗҫ ҫынсем ҫав хыпара илтсен. Социаллӑ виҫене йышӑнассине халӗ пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Яланлӑхах тесе ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнӑ. Ҫапла утӑм патне ҫитнине ун пек тума халӗ иртереххипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Мӗншӗн тесен паянлӑха кашни килтех счетчик ҫук-ха. Ҫынсенчен ҫурри ытларахӑшӗ кӑна счетчик вырнаҫтарнӑ. Тата сӑнавлӑ пек темиҫе регионта ҫӗнӗ йӗркене ӗҫлеттерсе пӑхни те хайхин уссине палӑртайман. Ҫав вӑхӑтрах ҫутӑшӑн социаллӑ виҫепе тӳлтетересси хальлӗхе татса паман ыйту-ха. Ӑна регионсенче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен татса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ «Ашшӗн кунне» патшалӑх уявӗ туса хурассине ырлать. Ӑна Канаш ӗҫ планне те кӗртнӗ. Республикӑра ҫак уява туни тӗрӗс тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакна Ашшӗсен канашӗн президиум членӗ, Шупашкар хулин депутачӗ Александр Андреев пӗлтернӗ. Ҫак уява календаре кӗртес ыйтӑва пӗлӗрхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ Ашшӗсен канашӗн президиум ларӑвӗнче пӗрремӗш хут ҫӗкленӗ. Унта «Ашшӗн кунне» (ҫӗртме уйӑхӗ) тата «Асанне кунне» (юпан 28-мӗшӗ) уявлама сӗннӗ. Ҫак шухӑша пурте пӗр саслӑн ырланӑ. Анчах хальлӗхе ку планра кӑна-ха. Раҫҫейӗн 20 ытла регионӗнче «Ашшӗн кунне» патшалӑх уявӗ туса хурас тӗлӗшпе алӑ пуснисене пухӗҫ. Акци Екатеринбургра старт илнӗ ӗнтӗ. Вӑтам Уралта пурӑнакансем хӑйсен автографӗсене ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен хӑварма пултарӗҫ. Унтан кӗнекене Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулине ярӗҫ. Авӑн уйӑхӗнче ӑна Раҫҫей Президенчӗ патне илсе ҫитерме палӑртнӑ. Акци йӗркелӳҫисен шухӑшӗпе, «Ашшӗн кунӗ» ашшӗсен сумне ӳстерӗ. Ҫак уява 50 ытла ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫейри 20 ытла регионта та ӑна уявлаҫҫӗ. Пӗлтӗр ӑна Патшалӑх Думин депутачӗ Александр Сидякин патшалӑх шайӗнче паллӑ тума сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Мускаври Хӗрлӗ лапамра 1975 ҫулхи уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ демонстраци // ТАСС фотохроникинчен Мускавра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи демонстарцие Хӗрлӗ лапамра ирттерӗҫ. Кун пекки 1991 ҫултанпа пачах та пулман иккен. Хыпар тӗрӗсеххине Раҫҫейӗн никама пӑхӑнман профсоюзӗсен федерацийӗн председателӗ Михаил Шмаков ҫирӗплетсе панӑ. 1994 ҫулта колоннӑсем Хӗрлӗ лапамран иртнӗ иккен-ха, анчах демонстраци Васильев тӑвайккийӗнче пулнӑ. Хальхинче вара транспарантлӑ ҫынсем Хӗрлӗ лапампа утса кӑна иртмӗҫ, унтах пухӑнӗҫ. Шмаков каланӑ тӑрӑх, ҫӗршыв ертӳҫисем унта хутшӑнас пулсан та Мавзолей трибуни ҫине хӑпармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |