Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ЗАГС органӗсем регистрацилекен актсен хакӗ ӳснӗ. РФ Налук кодексне кун пирки ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ.
Малашне пӗрлешес текенсен патшалӑх регистрацийӗшӗн 350 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тата мӑшӑрсен килӗшӗвӗпе уйрӑлмашкӑн 650 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Мӑшартан пӗри уйрӑлас тесен (тепри паллӑ мар сӑлтава пула суда пымасан, 3 ҫултан ытларах айӑплансан) те ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле.
Ашшӗ пулнине ҫирӗплетмешкӗн — 350 тенкӗ. Хушамата, ята, ашшӗн ятне улӑштарма шухӑшланисен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Акта улшӑнусем кӗртес текенсен кӗсйи 650 тенкӗлӗх пушанӗ.
Архив справкине илмешкӗн 200 тенкӗ кирлӗ. Апостиль лартмашкӑн кашни документшӑн 2500 тенкӗ тӳлемелле. Ют патшалӑхри кашни документа тӗрӗслемешкӗн те 350 тенкӗ.