Раҫҫейре
Раҫҫейӗн чи лайӑх хулине палӑртма каллех конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. «Раҫҫей хули» интернет-конкурса пуҫласа 2012 ҫулта ирттернӗччӗ. Ун чухне «наци символӗ» ята Смоленск хули тивӗҫнӗччӗ. Пӗлтӗрхи конкурсра малтисен йышне тӳрех Шупашкар тухнӑччӗ. Уншӑн сасӑлакансем ҫулталӑк тӑршшӗпех йышлӑ пулнине кура ҫӳлти ретре пынӑччӗ. Кӑҫал та сасӑлава тӗнче тетелӗпе усӑ куракансен хушшинче ирттерме йышӑннӑ. Хальлӗхе Шупашкар малти виҫӗ хула хушшинxе пырать иккен. Юлашки икӗ эрнере вӑл пӗр позицие ҫухатнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулишӗн хальлӗхе 40 пине яхӑ ҫын сасӑланӑ. Пӗрремӗш вырӑнта Ӗпхӳ хули пырать. Иккӗмӗш вырӑнта — Майкоп. Шупашкар хыҫҫӑн Калининградпа Красноярск пыраҫҫӗ. Чылай ҫын юратакан Питӗр тата ҫӗршывӑн тӗп хули Мускав малти вунӑ хула йышне те кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ҫак кунсенче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче «Вырӑссемпе чӑвашсен наци хутшӑнӑвӗсем: иртни, паянхи тата пуласси» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Мероприятие Национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Пономарь уҫнӑ. Вӑл Чӑваш Енпе Мускав хушшинчи «авалхи туслӑхлӑ тата партнерлӑ хутшӑнусем» пирки каласа кӑтартнӑ. «XVI ӗмӗрӗн ҫурринче Раҫҫей патшалӑхне хӑйсен кӑмӑлӗпе кӗнӗ хыҫҫӑн чӑвашсем пирӗн ҫӗршыври нумай нациллӗ халӑхсен ҫемйине кӗнӗ», – тенӗ Пономарь. Ҫак шухӑша унта хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчи Леонид Волков тата ыттисем те палӑртнӑ иккен. Леонид Волков вара аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев «Раҫҫее ӗненӗр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗншӗн аннӗр пулӗ» тесе каланине аса илтерсе хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Кӑҫал Пермьри трамвай 85 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа унта тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Вӗсенчен курӑмлӑраххи — трамвай музейӗ уҫасси. Пулас музейӗн пӗрремӗш экспоначӗ — КТМ-1 маркӑллӑ трамвай тесе пӗлтереҫҫӗ. Хулатӑрӑх вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче ҫӳренӗ. Вакунта ӑшӑ пулман, лармаллисене йывӑҫран ӑсталанӑ. Трамвая 73 ҫын вырнаҫайнӑ. Хальхисене, ав, 186 ҫын кӗрет. КТМ-1 маркӑллӑ трамвайсем халӗ Раҫҫейӗпе те вуннӑран ытла упранса юлман иккен. Музея пыракансем трамвая кӗрсе пӑхма пултарӗҫ. Халӗ ӑна юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ-мӗн. Музея ҫулталӑк вӗҫӗнче уҫӗҫ. Халӗ ун валли материалсем пухаҫҫӗ, фото ӳкерчӗксене, кӑсӑклӑ ытти япалана йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Вероника Скворцова // РИА Новости Кун пек ҫирӗплетни тӗрӗсех пулмасть те пуль-ха тен. Анчах ҫӗршывӑн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви сывлӑх сыхлавӗ валли хатӗр-хӗтӗр туяннӑ ҫӗре хамӑр патра, Белоруссинче тата Казахстанра кӑларнисене кӑна кӗртес шухӑшлӑ. Вӑл ятарлӑ йышӑну проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ. Проекта халӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӑхса тухать. Асӑннӑ ведомство ертӳҫи Вероника Скворцова списока пациентсен интересӗсене кура ҫирӗплетессине пӗлтерет-мӗн. Вӑл хамӑр патра кӑларакан медицина хатӗрӗсене ҫул памаллине, анчах ҫакӑ ҫынсене пулӑшу кӳрессине начар енчен витӗм кӳмелле маррине палӑртнӑ. Медхатӗрсем пирки каласан, вӗсен списокӗ анлӑ. Унта антисептиклӑ салфеткӑсенчен пуҫласа томографсемпе рентген препаратсем, флюорографсемпе дефибрилляторсем, хирурги тата стоматологи инструменчӗсем таранах кӗреҫҫӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртсен хамӑр патра туса кӑларакан медхатӗрсен калӑпӑшӗ 2020 ҫул тӗлне кӑҫалхипе танлаштарсан 4 хут ӳссе 78,8 миллиард тенкӗпе танлашмалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Коммуналлӑ тӳлевпе вӑхӑтра татӑлманнисене пени ытларах тӳлеттермелле тӑвасшӑн. Хальлӗхе ку — саккун проекчӗ шайӗнче кӑна-ха. Ӑна ҫӗршывӑн Патшалӑх Думине ҫитернӗ-мӗн. Саккуна ырласан пени виҫи хальхи 6 процентран 18-а ҫитӗ. Енчен те парӑмсемпе вӑхӑтра виҫӗ хут таран татӑлмасан пение 15–20 процент таран тӳлеттермелле тӑвас шухӑша палӑртаҫҫӗ иккен. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри форумра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Павел Качкаев пӗлтернине «Российская газета» хыпарланӑ. Маларах асӑннӑ саккун проектӗнче тепӗр саманта та пӑхса хӑварнӑ — яваплӑха ӳстересси хӑйсен тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа пыман предприятисене те пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Охота тинӗсӗ малашне Раҫҫейӗн пулӗ. 50 пин километр калӑпӑшлӑ лаптӑк унччен пӗтӗм тӗнчери шыв шутланнӑ. Халӗ ӑна ООН Раҫҫее пама йышӑннӑ. Охота тинӗсӗ пулӑпа пуян теҫҫӗ. Теприсен шучӗпе геологсене вӑл савӑнтармалла. Раҫҫейӗн ӑслӑлӑхӗсен академийӗн Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи уйрӑмӗн Ҫурҫӗрпе Хӗвелтухӑҫ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн регионти геологипе геофизики лабораторийӗн тӗп ӗҫченӗ Владимир Глотов каланӑ тӑрӑх, сайра-хутра тӗпчени те шыв тӗпӗ ҫутҫанталӑкӑн пуянлӑхӗпе иксӗлмине пулнине палӑртнӑ. «Тинӗсӗн ҫӗр хӗрринчи пайӗ нефтьпе тата газпа пуян», — ӑнлантарнӑ вӑл. Хӑш-пӗр эксперт шучӗпе Магадан ҫывӑхӗнчи шельфра нефть пуянлӑхӗ виҫӗ миллиард баррельпе те танлашма пултарать. Пулӑ пуянлӑхне илес пулсан — малашне «вырӑнтан хускалманнисене» (вӗсен шутне сӑмахран краб кӗрет) Раҫҫей кӑна тытайрать, ытти тӗссем пирки тепӗр патшалӑхсене чару ҫук. Тинӗс Раҫҫее куҫнипе пӗрлех ӑна тивӗҫлипе хӳтлӗс енӗпе яваплӑх та кӑларса тӑратать. Унти китсемпе юханшыв кӑвакалӗсем, моллюсксемпе сайра тӗл пулакан пулӑсен тӗсӗсене упраса хӑварассипе ҫине тӑмалла. Охота тинӗсӗ — пирӗн ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ тинӗс, Лӑпкӑ океан лаптӑкне кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Крымпа ҫыхӑннӑ Раҫҫейпе Украина хушшинчи хирӗҫтӑру МИХсен анине те куҫрӗ — ирӗклӗрех кӑларӑмсене хӗсме пуҫларӗҫ. Ӗнер тетелти «Лента.ру» хаҫатӑн тӗп редакторне ӗҫрен хӑтарнӑччӗ пулсан паян Роскомнадзор сӗннипе темиҫе сайта хупса хунӑ. Вӗсен шутне «Грани.ру», «Каспаров.ру» тата ЕЖ.ру кӗнӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Навальнӑйӑн кун кӗнекийӗ уҫӑлмасть. Паянах Украинӑра тухса тӑракан «Коммерсантъ» хаҫат хупӑннӑ — кӑна укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑх тухнипе сӑлтавланӑ. Тӗрӗслев органӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Грани.ру», «Каспаров.ру» тата ЕЖ.ру йӗркене пӑсма, саккуна пӑсса масӑллӑ мероприятисене хутшӑнма чӗннӗ иккен. Хупнин сӑлтавӗ ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗрисен хыпарланӑ тӑрӑх «Эхо Москвы» сайт «Акадо» провайдер урлӑ уҫӑлмасть. Сӑмах май «Лента.ру»-ран чылай журналист хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Студентсен общежитийӗшӗн шутран ытла тӳлеттермелли марри ҫинчен калакан саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ шкулсемпе ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансен общежитийӗсем епле пулмаллине ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министертстви ҫирӗплетесси ҫинчен каланӑ. Пурӑннишӗн тата коммуналлӑ пулушӑшӑн тӳлессине ҫурта тытса тӑнипе юсанин хакӗсем кӗмелле. Общежитинче пурӑннин хакне патшалӑх влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем татса памалла. Ҫӑмӑллӑхлӑ категориллисене общежитишӗн пӗчӗкрех хакпа тӳлеттерме е пачах та тӳлеттермесен те юрать. Саккуна йышӑнса пӗтерсен тӳлев хакӗ уйӑхсерен 300 тенкӗрен пуҫласа 600 тенкӗ таран кӑна пулмалла. Вӑл общежити пахалӑхӗнчен килмелле-мӗн. Хальхи вӑхӑтра тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмшӗн 5 пин тенкӗрен пуҫласа 15 тенкӗ тӳлекенсем те пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Етӗрне» карап Аякри Ҫурҫӗрте «Етӗрне» ятлӑ карап пурри пирки ЧНК сайчӗ хыпарлать. Вӑл Полярный хула портӗнче тӑрать, унта хӗсметре чӑвашсем тӑраҫҫӗ иккен. Карапа 2001 ҫулта Етӗрне хули шефланӑ пулать. Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин делегацийӗ Мурманск облаҫне кайса килнӗ, вӗсем Ҫурҫӗр флотне кӗрекен «Етӗрне» карап ҫинче пулнӑ, унӑн командипе тӗл пулса калаҫнӑ. Паянхи кун карап ҫинче пӗр чӑваш каччи ҫеҫ хӗсметре тӑрать иккен. Вӑл Сергей Тимофеев, Етӗрне хулинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Пӗлтӗр республикӑра пӗтӗм чӑваш диктанчӗ пӗрремӗш хут иртрӗ. Ӑнӑҫлӑ темелле: диктанта 2000 яхӑн ҫын хутшанчӗ. Ҫакнашкал акцие ҫулсерен ирттерме палӑртнӑ. Кӑҫал «Тоталлӑ диктант» Косманавтика кунӗнче, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулӗ. Унта Раҫҫейри 200 хула хутшӑнӗ. Акцие И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУстуденчӗсемпе преподавателӗсем пуҫарнӑ. ЧР информаци политикин пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тоталлӑ диктанта» 2004 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл тӗнче шайне ҫитнӗ. Кӑҫалхи диктанта 45 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |