Раҫҫейре
![]() Ыран гражданла хӳтӗленӳ тытӑмне йӗркеленӗренпе 82 ҫитет. Ҫав ятпа ҫӗршывӗпех тренировкӑсем иртмелле. Унта влаҫ органӗсем, муниципалитетсем тата организацисем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗренӗвӗн тӗп тӗллевӗ — гражданла хӳтӗленӳ енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне тӗрӗслесси, тӗрлӗ ведомствӑсем инкеклӗӗҫсене хатӗррипе хатӗр марине палӑртасси иккен. Ҫӑлавҫӑсен ӗҫне Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин наци центрӗ йӗркелесе пырӗ. Чӑваш Енре тренировкӑна икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Пӗрремӗшӗнче инкек пирки асӑрхаттару тытӑмӗ епле ӗҫленине пахалӗҫ. Иккӗмӗшӗнче эвакуации пункчӗсем, хӳтӗленӳ хатӗрӗсене памалли пунктсем, радиации, хими тата биологи сӑнавне ирттермелли постсем, апатпа тата ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен куҫса ҫӳрекен пунктсем йӗркелӗҫ. Васкавлӑ службӑсем Шупашкарти ГЭСра техногенлӑ лару-тӑру сиксе тухас пулсан ӑна пӗтерессипе епле ӗҫлемеллине те палӑртӗҫ. Калӑпӑшлӑ вӗрентӳ юпан 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Старовайтов депутат РФ ШӖМне ҫыру янӑ. Унта вӑл ачасене автомобильпе илсе ҫӳремелли йӗркесене улӑштарма ыйтнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ҫӳллӗ ачасене, вӗсем 12 ҫултан кӗҫӗнрех пулсан та, автомашинӑра креслӑпа илсе ҫӳремелле мар. Ку меллӗ, хӑрушсӑр мар-мӗн. Депутат 150 сантиметртан ҫӳллӗрех ачасене креслӑсӑр ҫӳреме май туса парасшӑн. Е вӑл 10 ҫултан кӗҫӗнреххисене ҫеҫ кресло ҫине ларттарасшӑн. Халӗ йӗркепе килӗшӳллӗн 12 ҫултан кӗҫӗнрех ачасен автомашинӑра креслӑсӑр ҫӳреме юрамасть. Е вӗсен ятарлӑ тытакан хатӗрпе усӑ курмалла. Анчах ача хӑйӗнпе пӗрле ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство илсе ҫӳремесен те пуларать, ҫавӑнпа унӑн ӳсӗмне тӗрӗсленӗ чухне йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Депутат сӗннӗ пек ҫӳллӗшне кура креслӑпа усӑ курмалли йӗркене пурнӑҫа кӗртсен ҫакна тӗрӗслемешкӗн рулетка ҫеҫ кирлӗ. РФ ШӖМӗ депутатран ҫыру илнине ҫирӗплетнӗ, анчах кун пирки хальлӗхе нимӗн те каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра диагональпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем хута кайнӑ. Сӑнав тӑвас тӗллевпе юпан 1-мӗшӗнче ҫул хӗресленнӗ 10 вырӑна ҫакнашкал тӑвӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӗҫ: кунашкал ҫул урлӑ каҫмаллисене ытти хулара малалла пурнӑҫа кӗртмелле-и? Диагональлӗ «зебрӑна» термопластикпа ӳкереҫҫӗ. Ҫак вырӑнсене 250 вариантран суйланӑ. Вӗсен ҫак ыйтусене тивӗҫтермелле пулнӑ: - Транспорт нумай ҫӳремен вырӑн пулмалла. - Ҫав вырӑнта ҫутӑ лайӑх пулмалла. - Транспортсене пур еннелле ҫӳреме чаракан светофор ӗҫлемелле. - Ҫул ҫинче транспорт 4-ран ытларах еннелле каймалла мар. Ҫакнашкал диагональлӗ «зебрӑсене» пула ҫуран ҫӳрекенсен симӗс ҫутӑ ҫутӑласа икӗ хут кӗтмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Диана Голицына Раҫҫей эстрада юрӑҫи Алсу Шупашкарти чирлӗ ачана сыватмашкӑн укҫа пухма пулӑшать. Халӗ ачана операци тумашкӑн укҫа нумай кирлӗ. Алсу юрӑҫ Инстаграмра ҫак акцие хутшӑннӑ. Вӑл ҫын хурлӑхӗнчен айккинче юлман, репост тунӑ. 1 ҫулти Диана Голицына Шупашкарта пурӑнать. Вӑл остеопетрозпа аптӑрать. Инстаграм вулаканӗсем те марафона хутшӑннӑ, кӑтартнӑ реквизитсене хӑйсен страници ҫине вырнаҫтарнӑ. Укҫа сахал мар пухмалла — 7 миллион тенкӗ. Анчах пурте массӑллӑ флэшмоб ҫак тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшасса шанаҫҫӗ. Алсу реквизитсене хӑйӗн страници ҫине вырнаҫтарсан пухмачра укҫа хӑвӑртрах хушӑнма тытӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсенчен пӗри каланӑ тӑрӑх, кӑтартнӑ реквизитсем урлӑ пухӑннӑ укҫа халӗ йӑлтах Дианӑна сиплемешкӗн кайӗ. Ытти ача валли хальлӗхе банк куҫарӑвӗсем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Ведомости» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, «Росавтодор» тата «РТ-инвест транспортные системы» килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен 2 тоннӑран ытла таякан йывӑр тиевлӗ урапасен федераци ҫулӗпе ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлеме тивӗ. Тариф — 1 ҫухрӑмшӑн 3,7 тенкӗ. Анчах ку хисепе кашни ҫулах инфляцие кура шутлӗҫ. Пухнӑ укҫа ҫул-йӗр фондне кайӗ. Килӗшӗве конкурс ирттермесӗрех алӑ пуснӑ. Компани ют ҫӗршыв опытӗнчен пӑрӑнмасть, анчах унпа локализаци условинче ҫеҫ усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасен «KinderМУЗ Awards-2014» музыка премийӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Унӑн лауреачӗсем «Ачасен вунни — Яна Рудковскаяпа» музыка клипӗсен финалисчӗсем пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн эстрада уйрӑмӗн вӗренекенӗсем маттурлӑхпа палӑрнӑ. Антон Самойловпа Мария Тихонова ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ольга Печатнова патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Антон чи лайӑх исполнитель пулса тӑнӑ, Мария Тихоновӑпа юрланӑ дуэт вара куракансен парнине ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесене Филипп Киркоров, Валерия, Глюкоза юрӑҫем, «Ача-пӑча аварийӗ» ушкӑн тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускавра компьютерпа нумай енлӗ ӑмӑртассипе IV Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат иртнӗ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри вӑтам шкулта истори тата обществознани вӗрентекен Вячеслав Сидоров «Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗпе ӗҫлесси» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлешӗвӗн районти уйрӑмӗн ларӑвӗнче чыслама йышӑннӑ. Шӑпах ҫав организаци компьютер ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвне йӗркелес шухӑш тытнӑ та. Пуҫарӑва Раҫҫейӗн Пенси фончӗ, Федераци Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗ, РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, «Пурнӑҫ пахалӑхӗ» ыркӑмӑллӑх фончӗ ырласа йышӑннӑ. Компьютер ӑсталӑхне пӗлнине ирттернӗ конкурса ҫӗршывӑн 59 тӑрӑхӗнчи тата Бельгири, Словакинчи, Белоруҫри, Казахстанри, Узбекистанри тата Абхазинчи 130 ытла пенсионер хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Росатомфлот» туристсене Арктикӑна илсе тухма пӑрахас шухӑшлине систернӗ иккен. Ун пирки асӑннӑ компани пуҫлӑхӗ Вячеслав Рукша каланӑ. Рукша пӗлтернӗ тӑрӑх хакласан, ҫывӑх вӑхӑтра пӑрҫӗмренсем ҫывӑх вӑхӑтра Аркитикӑна туристсене турттарма чарӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакна вӑл тӗп ӗҫ нумайланнипе ҫыхӑнтарнӑ. Апла тӑк туристсене ярӑнтарса ҫӳреме вӑхӑт хӗсӗкленӗ. Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе карапсене илсе ҫӳрекен ҫав компанин пӑр ҫӗмренӗсем тӗпчев ӗҫне те хутшӑнаҫҫӗ, ытти карапсене те юсаҫҫӗ. Туризм маршручӗсене тепӗр 2-3 ҫултан пачах пӗтерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Никита Васильев вырӑнти журналистсене интервью парать Чӑваш Енри Никита Васильев, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, Кавказ тӑвӗсем патне ҫитнӗ. Унта вӑл тӗнче тетелӗнчи тусӗсемпе, вырӑнти журналистсемпе тӗл пулнӑ. — Палӑртнӑ маршрут ҫук. Ӑҫталла ҫил вӗрет — унталла каятӑп. Хӑш чухне ҫиле хирӗҫ те… Ытларах республикӑри пысӑк хуласене ҫитетӗп, унта халӑх «тӗсне» курма пулать, — тенӗ Никита. Никита Васильев 18 ҫулта Беларуҫа, Украинӑна ҫитсе курнӑ. Чӑваш Ене те велосипедпа ҫаврӑннӑ. Унтан вӑл инҫе ҫула кайма шухӑшланӑ. Никита Шупашкарта географа вӗренсе тухнӑ. Вӑл кунсерен 100 ҫухрӑма парӑнтарать. Никита ятарласа пӗччен тата укҫасӑр ҫула тухнӑ. Ун пек интереслӗрех-мӗн. Никита каланӑ тӑрӑх, палаткӑра хӑрушӑ мар. Анчах тусем патӗнче ҫеҫ шиклентерет-мӗн. Унта шакалсем ҫӗрлесерен кӑшкӑраҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӗҫнерникун Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш элчисем: Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков, республикӑн культура министрӗ Вадим ефимов тата Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов — пулнӑ. Унта вӗсем асӑннӑ ҫуртӑн пуҫлӑхӗпе Николай Комаровпа тата унӑн ҫумӗпе Александр Пономарьпе курнӑҫнӑ. Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Тулли праваллӑ элчелӗхӗпе, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗсемпе: Чӑваш культурин обществипе, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗпе тата «Тӑван ҫӗршывӗн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисемпе — тачӑ ҫыхӑну тытать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче элчелӗхпе асӑннӑ ҫурт килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ те алӑ пуснӑ. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ май Чӑваш Енӗн культура министрӗ Мускаври национальноҫсен ҫурчӗпе тата унӑн ертӳҫисемпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Тӗлпулура пӗрлехи мероприятисем ирттересси пирки сӳтсе явнӑ. Тӗрӗссипе, чылай мероприяти ахаль те йӑлана кӗнине палӑртма кӑмӑллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти пӗр урама Гагарин ятне панӑ. | ||
| Кураков Александр Николаевич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |