Раҫҫейре
![]() Коллекторсем ҫынсен парӑмне шыраса илессипе ӗҫлекен специалистсем пулнине пӗлтепӗр-ха. Вӗсен кӑралӑхӗ, хӑратма укҫа шыраса илме хӑтланни пирки каланине вӗҫӗмех илтме тивет. Парӑма шыраса илес тесе вӗсем ҫынсем патне кӑнтӑрла тӑк кӑнтӑрла, ҫӗрле тӗк ҫӗрле шӑнкӑравлама хатӗр. Халӗ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин «Чӑнлӑхшӑн Раҫҫей» фракци депутачӗ Олег Михеев «Потребитель кредичӗ ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртесси пирки саккун проекчӗ тӑратнӑ. Проекта пӑхса тухса йышӑнсан коллекторсене парӑмҫӑсем патне каҫхине шӑнкӑравлама чарӗҫ. Вӗсен каҫхине шӑнкӑравлама кӑна мар, SMS-хыпар яма та юрамӗ. Потребитель кредичӗпе парӑма кӗнисем патне каҫхине шӑнкӑравлама чаракан саккуна 2013 ҫулта йышӑннӑ-ха, анчах ипотека кредичӗ пулсан ун пек чарма ун чух йышӑнман. Халӗ вара ипотека кредичӗ илнисен лӑпкӑлӑхӗ пирки те пӑшӑрханаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Страсбургри суд ҫурчӗ Мурманск хулинче пурӑнакан, ҫара кайма тивӗҫ каччӑ Донбаса лекесрен хӑранипе хӗсметрен пӑрӑнать иккен. Ӑна ҫар службинчен пӑрӑннишӗн пуҫиле майпа явап тыттарма пултарасси те ҫамрӑка шиклентермест курӑнать. Каччӑ салтак тивӗҫне пачах пурнӑҫласшӑн мар иккен-ха. Вӑл хирӗҫ мар. Анчах вӑл альтернативлӑ майпа хӑй тивӗҫне пурнӑҫласшӑн. Ҫар комиссариантне вӑл ҫакӑн пирки пӗлтернӗ. Сӑлтавне каччӑ Донбаса лекесрен шикленнипе сӑлтавланӑ. Анчах ятарлӑ комисси ҫамрӑк ҫыннӑн шухӑшне ӳкӗте кӗртмелӗх ҫук тесе йышӑннӑ. Каччӑ Мурманскри судсене те ҫитнӗ, анчах ниҫта та ӑна хӳтӗлекен тупӑнман. Аптӑранипе вӑл Страсбургри суда ыйту ҫырнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлне яваплисем тивӗҫтерменни, каччӑн шучӗпе, Этем прави пирки калакан Европӑри конвенцин тӑххӑрмӗш статйине пӑсни пулать. Капла ыйтупа ҫав шайри суда Раҫҫей ҫынни ҫитни халиччен пулман-мӗн. Анчах каччӑн судра выляса илес шанчӑк ҫук мар. Маларах ун пек ыйтупа тухнӑ ытти ҫӗршыв ҫыннисем пирки Страсбургри суд майлӑ пулнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Студентсем — Эльбрус тавӗ ҫинче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Эльбрус тӑвӗ ҫине хӑпарма пултарнӑ. Вӗсем тӑвӑн хӗвеланӑҫ енне ҫитнӗ. Студентсем ҫак ҫулҫӳреве Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Эльбрус ҫинче ЧПУри ултӑ студент пулнӑ. Кун пирки университетӑн пресс-служби пӗлтерет. Чӑваш ҫамрӑкӗсем ҫар музейне, хӳтӗлев геройӗсен монументне, 3500 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑскере, кӗрсе курнӑ. Вӗсем ҫапӑҫу вырӑнӗсенче тупнӑ экспонатсемпе, артиллери установкисемпе, снарядсемпе паллашнӑ. Ту ҫине хӑпарнӑ кун ҫиллӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа альпинистсем 4900 метр ҫӳллӗшне хӑпарсан чарӑннӑ. Ҫӳлтен вӗсем Кавказ илемне курнӑ, тӗрлӗ ҫӗршыв турисчӗсемпе паллашнӑ. Тепрехинче студентсем Алтай тӑрӑхне каясшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей ҫыннисем монополипе кӗрешекен федераци службине телекураври реклама хытӑ кайни пирки ҫӑхавлама пултараҫҫӗ. Ведомство пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Кашеваров журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, ФАС реклама роликӗсенчи сасӑсене тӗрӗслекен лабораторие хута ярӗ. Реклама тата кӑларӑмсен анонсӗн сассин телекураври контентран вӑйлӑрах пулмалла мар-мӗн. РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ведомствӑн телеканалсене тӗрӗслеме ирӗк пур. Ҫавӑн пекех ҫынсем ҫӑхавласан та вӗсем тӗрӗслӗҫ. Талӑкне 80 ролик таран тӗрӗслеме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей загсӗсем 16 сехетлӗ ӗҫ вӑхӑчӗ ҫине куҫма пултараҫҫӗ. Е, тен, ҫӗрӗпе ӗҫлеме те. Ҫакӑ пӗрлешес текенсем йышланнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Ун пек сӗнӗве РФ Юстици министерствин Общество канашӗн пайташӗ Владислав Гриб асӑннӑ канаш ларӑвӗнче пӑхса тухма хатӗрленине «Известия» хаҫат пӗлтернӗ. Пӗрлешес тесе черетре тӑни, Гриб шучӗпе, тӗрӗс мар. Загсен ӗҫ графикне ылмаштармаллах. Пысӑк хуласенче вӗсен каҫхи 11–12 сехетчен те пулин ӗҫлемеллех. Каҫхине мӑшӑрланас текенсен патшалӑх пошлинине ытларах тӳлемелле. Ку шухӑша та Гриб каланӑ. Ҫакна Общество канашӗн пайташӗ каҫхине ӗҫлекенсене хушса тӳлемеллипе сӑлтавланӑ. Ӗҫ вӑхӑтне хайхи ялан вӑрӑм тутарасшӑн мар иккен. Пӗрлешекенсем уйрӑмах йышлӑ вӑхӑтра кӑна ӑна загсене нумайрах ӗҫлеттересшӗн. Ку вӑхӑт ҫуллапа кӗркуннене лекет. Ялти загсен вара унчченхиллех ӗҫлесен те тем мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ЧПУ сройотрячӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Проспект 15» строительство отрячӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Восточный» космодром» студентсен стройкине конкурса хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн отряд унти стройкӑна кайӗ. Пӗтӗмпе конкурса ҫӗршыври студентсен 45 отрячӗ хутшӑннӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧПУн стройотрядне инженери факультечӗсен студенчӗсем кӗнӗ. Амур облаҫӗнчи стройкӑна пӗтӗмпе Раҫҫейри 25 регионти студентсем хутшӑнӗҫ. Сӑмах май, «Восточный» — Раҫҫейре кунашкал масштаблӑ космос комплексӗн пӗрремӗш проекчӗ. Амур облаҫӗнчи строительствӑна пин-пин строитель, инженер, конструктор хутшӑнӗ. Космодромри пӗрремӗш черетри объектсене кӑҫал ҫулталӑк вӗҫӗнче пӗтермелле-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Акан 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Смоленск облаҫӗнче «Астӑвӑм вахти» иртнӗ. Унта Шупашкарти 57-мӗш шкулти «Набат» тата 5-мӗш гимназири «Атӑл» шырав отрячӗсем хутшӑннӑ. Шыравҫӑсен лагерӗ Горбатовщинӑра вырнаҫнӑ. Унта 1941 ҫулта стрелоксен 91-мӗш чаҫӗ тӑнӑ. Ҫапӑҫусем хӗрӳ иртнӗ. Ҫухатусем питӗ пысӑк пулнӑ. Шкул ачисем икӗ эрнере хӗрлӗ армеецсен ӳт юлашкисене шыранӑ. Малтанах вӗсем ҫапӑҫу карттине тишкернӗ. Пӗрремӗш куннех пӗтнӗ ял патӗнче салтак шӑмми-шаккине тупнӑ. Ҫав ял ҫапӑҫусене пула ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Инҫех мар Мосин винтовкине тата каска тупнӑ. Бомба ванчӑкӗсем, гильзӑсем тата ытти япаласем ҫапӑҫусем хаяр пулнине тепӗр хут ӗнентернӗ. Салтаксен юлашки ӳтне, пушмаксене, противогазсене тата ыттисене икӗ метр тарӑнӑшӗнчен чавса кӑларнӑ. Вырӑнти халӑх каланипе тепӗр ҫапӑҫу вырӑнне палӑртма май килнӗ. Шкул ачисем тупнӑ япаласене «Астӑвӑм вахти» штабне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫине пама пуҫланӑранпа самай ҫул иртрӗ. Халӗ вӑл укҫа ҫур миллионтан кӑшт кӑна пӗчӗкрех. Ача ҫуратнишӗн паракан тупрана пули-пулми тӑкаклама юрамасть: е ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма ямалла, е пулас пенси валли тытса тӑмалла, е ачасене вӗрентме илмелле. Анчах ҫав укҫан пӗр пайне кулленхи тӑкак влали тесе хӑй вӑхӑтӗнче панӑччӗ-ха. Халӗ каллех ҫапла тума йышӑннӑ. Кулленхи тӑкак валли вӑл укҫаран 20 пинне илме юрать. Укҫа кирли пирки ыйтса ҫырнисене Пенси фончӗн территорири уйрӑмӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче йышӑнаҫҫӗ. 20 пине амӑш укҫине тивӗҫнӗ пур ҫемьен те илме ирӗк пур. «Кӗмӗл» пама кӑҫал ҫулталӑкӗпех тата килес ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫырма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре ҫӗнӗ уяв — Ашшӗн кунне — туса хурасшӑн иккен. Ӑна килес ҫултан календарьти паллӑ кунсен шутне кӗртме палӑртаҫҫӗ иккен. Унччен вара ку куна хӑҫан палӑртасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ҫӗртмен виҫҫӗмӗш вырсарни кунне сӗнекенсем те пур. Ашшӗн кунне шӑпах ҫавӑн чухне Аргентинӑра, Аслӑ Брибанире, Ӗнчӗре (Индире), Канадӑра, Китайра, Турцинче, Францинче, Японире тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра уявлаҫҫӗ иккен. Чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче текенсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Ҫав кун пирӗн ҫӗршывра Амӑшӗн кунне палӑртаҫҫӗ-ҫке. Ача-пӑчана ашшӗ те, амӑшӗ те кирлине шута илсен ик уява пӗрлештерни япӑх мар-тӑр. Юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче Дмитрий Донской ҫуралнӑ. Вӑл кнеҫ кӑна мар, нумай ача ашшӗ те пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арҫынсен кунӗ евӗр йышӑннӑран ку уява Ашшӗсен кунӗ пек палӑртма сӗнекенсем те пур. Ҫынсене те ҫак енӗпе шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Марат Никитин тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Марат Никитин режиссер пӗлтӗр кӗркунне Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкернӗ. Нумаях пулмасть ӑна Мускавра хӑтланӑ. Унта Раҫҫей эстрада тата кино ҫӑлтӑрӗсем, шоу-бизнесменсем килнӗ. Ҫав йышра 2013 ҫулхи Раҫҫей чиперукӗ Анастасия Трусова та пулнӑ. Марат Никитин режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хорло» фильм Шупашкарта иртекен кинофестивале хутшӑнӗ. Фильма кӗске вӑхӑтра ӳкернӗ-мӗн. 16 кунра хатӗрлеме тивнӗ. Анчах актерсем йӑлтах ӗлкӗрнӗ. Ӳкерӳ валли 100 пин доллар кирлӗ пулнӑ-мӗн. Фильма Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта иртнӗ. Халӗ Мускав сценарисчӗпе пӗрле «Нарспи» сценарипе ӗҫлеҫҫӗ. Марат Никитин Константин Ивановӑн поэмине киночӗлхене куҫарасшӑн-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, ку лайӑх фильм пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |