Раҫҫейре
Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Раҫҫейӗн ҫӗнӗ карттине хатӗрленӗ. Вӑл — литература картти. Карттӑра ҫӗршыври чи нумай кӗнеке вулакан регионсене палӑртнӑ. Танлашӑма (рейтинга) кӗнеке вулакан ҫынсен йышне кура мар хатӗрленӗ. Регионта вулавӑшсен, издательствӑсен, кӗнеке лавккисен, кӗнеке мероприятийӗсен хисепне шута илнӗ. Кӗнеке нумай вулакан регионсен йышне Мускав, Псков, Ленинград, Вологда, Ярославль облаҫӗсем, Чӑваш Ен кӗнӗ. Юлакан тӑрӑхсем — Ҫӗпӗр тата Ҫурҫӗр Кавказ. Шупашкарта кӗнеке акцийӗсене нумай ирттереҫҫӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе малашне те юласшӑн мар. Сӑмах май, паянхи куна пирӗн республикӑра патшалӑхӑн 3 вулавӑшӗ, муниципалитетсен 535 вулавӑшӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Хваттере е пӳлӗме тӳлевсӗр приватизацилемелли вӑхӑта каллех тӑсасшӑн. Хальхинче — 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен. Паянхи саккунпа килӗшӳллӗн унӑн тапхӑрӗ кӑҫалхи пушӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Приватизаци тапхӑрне тӑсасшӑн ҫунакансен шучӗпе «обьективлӑ сӑлтава пула ҫынсем ҫурт-йӗре харпӑрлӑха куҫарса ӗлкӗреймеҫҫӗ». Сӑмах май, унччен те ҫавӑн пек йӳтӗмпе приватизаци тапхӑрне тӑснӑччӗ. Приватизаци вӑхӑтне куҫарас текенсем кивӗ тата ишӗлекен ҫуртра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах пӑшӑрханнӑ пек пулса тухать. Ара, хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма тесе вӗсем черетре тӑраҫҫӗ-ха, анчах черет ҫитнӗ ҫӗре приватизаци тапхӑрӗ вӗҫленет те хайхисен патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи хваттерпех ҫырлахма тивет тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Пӗр ик эрне маларах вара приватизаци вӑхӑтне ҫынсен уйрӑм категорийӗшӗн тӑсас текенсем те пулнӑччӗ. Унта сӑмах тӗрмере ларакансем пирки пыратчӗ. Мӗншӗн вӗсене тӑсса парас тенине саккун сӗнекенсем хайхисем (тӗрмере ларакансем) «хисепе тивӗҫ сӑлтава пула» приватизацие хутшӑнаймассипе сӑлтавланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, — шурӑ эрехӗн ҫуралнӑ кунӗ. Шӑп та лӑп 150 ҫул каялла Дмитрий Менделеев «Спиртпа шыв пӗрлешӗвӗ пирки» диссертаци хӳтӗленӗ. Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, официаллӑ майпа эрех хакне чакарӗҫ. Кунашкалли — пӗрремӗш хут. Эрехе тӳрех 16 процент йӳнетӗҫ. Хушупа килӗшӳллӗн, 1 кӗленче эрех малашне 185 тенкӗрен йӳнӗ пулмӗ. Курттӑмӑн туянакансемшӗн хак 170 тенкӗ пулӗ, туса кӑларакансемшӗн — 162 тенкӗ. Юлашки 6 ҫулта эрех хакӗ ӳссе пынӑ ҫеҫ. Пӗлтӗр вӑл икӗ хутчен хакланнӑ: пуш тата ҫурла уйӑхӗсенче. Ҫулла вӗҫленес умӗн чи йӗнӳ эрех хакӗ 220 тенкӗ пулнӑ. Халӗ 35 тенкӗ йӳнӗрех пулӗ. Ыттисем — коньякпа бренди — ҫав шайрах юлӗҫ. Росалкогольтӗрӗслев малашне хӗрлӗ эрехпе шампань эрехӗн чи йӳнӗ хакне те палӑртӗ. Кун пирки Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Вӗрентекенсене шкул ачисемпе нумайлӑ хисепре чӗнтерме хуштаракан саккун проектне РФ Патшалӑх Думине Коммунистсен партийӗн депутачӗ Владимир Бортко ҫитернӗ. Коммунист сӗнӗвӗ «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунне пырса тивмелле. Бортко депутат вӗрентекенсене ачасен «чысӗпе тивӗҫлӗхне» хисеплеттересшӗн. Ҫавна май парламентарий учительсене шкул ачисене «Эсир» тесе чӗнтересшӗн. Тӗп хуласенчен тата культура центрӗсенчен аякра вырнаҫнӑ ял-хулашӑн ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать-мӗн коммунист-депутат. «Эсир» темен вӗрентекенсене явап тыттарассине саккун проектӗнче ҫапах та пӑхса хӑварман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Раҫҫейре хӗрарӑмсем арҫынсенчен сахалрах пенси илме тытӑнасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Хӗрарӑмсем 20 процент сахалрах илӗҫ-мӗн. Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви пенсие шутламалли постановленин проектне хатӗрлет. Унран уйӑхсерен тӳлемелли укҫа виҫи мӗн чухлӗ пуласси килӗ. Проект постановленийӗ тӑрӑх, хӗрарӑмсем арҫынсенчен 20 процент сахалрах укҫа илӗҫ. Мӗншӗн? Правительство пенсие тухмалли ӳсӗме шута илесшӗн-мӗн. Арҫынсен пухӑннӑ пенси тӳлемелли тапхӑрӗ — 227 уйӑх, хӗрарӑмсен — 270 уйӑх. Хальлӗхе ку кӑтарту пурнӑҫ тӑршшӗнчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Анчах хальлӗхе ку ыйтӑва татса паман-ха. Алиментпа парӑма кӗнисене водитель прависӗр вӑхӑтлӑха хӑварма ирӗк паракан саккун проектне Раҫҫей Федерацийӗн Конституци законодательстви тата патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет парламентӑн кӗҫӗн палатине пӗрремӗш вулавпа йышӑнма тесе ҫитернӗ. Алимента тӳлеменнисене саккуна йышӑнса пӗтерсен алимент автомобильпе е караппа вӑхӑтлӑх ҫӳреме чарма тытӑнӗҫ. Кун пек тума суд приставӗсене ирӗк парӗҫ. Енчен машина пурӑнма кирлӗ хатӗр шутлансан е ялан пурӑнакан вырӑнтан машинӑпа кӑна тухса ҫӳреме май пулсан, е парӑмҫӑ сусӑр пулсан тата парӑм виҫи 10 пин тенкӗрен иртмесен алиментҫӑна правасӑр хӑварма юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Православи юрӑҫи Юлия Березова мӑшӑрӗпе автоаварире вилнӗ. Вӗсен пилӗк ачи тӑлӑха юлнӑ. Екатеринбургра кӑштахран тӑлӑхсем валли укҫа та пухма тытӑннӑ. «НАША» хаҫат ку авари пирки ҫырса кӑтартсан редакцие Шупашкарти Елена шӑнкӑравланӑ. Вӑл Юлия Березовӑн тӑлӑх ачисене хӑйӗн патне илме хатӗр-мӗн. Елена тӳрех аттепе аннене ҫухатни пысӑк хуйхӑ пулнине, вӗсен ӑшшине никам та улӑштарайманнине палӑртнӑ. Вӑл чи малтанах ачасемшӗн юлташ пуласшӑн. Унӑн мӑшӑрӗ те ачасене юратать. Хальлӗхе вӗсен 1 ывӑл ҫеҫ — 10 ҫулти Илья. Тӑлӑха юлнӑ 6–17 ҫулсенче ачасем хальлӗхе Юлия Березовӑн амӑшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
РФ Сывлӑх министерстви автошкула вӗренекенсен тата водительсен медтӗрӗслевне улшӑнусем кӗртесшӗн. Ведомство хӑш-пӗр специалистсем патӗнче тӗрӗсленнине пӑрахӑҫласа анализ тумашкӑн нарколога шӑк пама сӗнет. Ҫапла майпа ӗҫкӗҫсене тата наркомансене тупса палӑртасшӑн. Анчах Раҫҫейре ҫак анализа тӗрӗслекен 491 лаборатори ҫеҫ пур. Ҫавна май черет вӑрӑмланма пултарасса палӑртать «Коммерсантъ» хаҫат. Проектпа килӗшӳллӗн, хирург патне кӗмелле мар. А тата В категорисене вӗренекен водительсен ЛОР тата невролог патне ҫитмелле мар. Анчах терапевт пациента невролог патне яма пултарать. Электроэнцефалографи тата электрокардиографи пулмалла мар-мӗн. Ҫаксене пула автошкула вӗренме кӗрекен ҫын укҫапа вӑхӑта перекетлеме пултарать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Кремльти Собор лапамне ҫулсерен лартакан чӑрӑша кашнинчех тӗплӗн суйлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 2015 ҫула кӗтсе илме суйланине вара Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑшра ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Мускав облаҫӗнчи Дороховски вӑрман хуҫалӑхӗнче аслӑ участок лесничийӗнче тӑрӑшакан Юрий Пигильдин сӗннӗ. Юрий Германович ҫак чӑрӑша 27 ҫул хушши пӑхса упранӑ. 31 метр тӑршшӗ илемлӗ ҫӑра чӑрӑш 110 ҫулта иккен, вуллин диаметрӗ — 72 сантиметр. Палӑртмалла, хӑйӗн илемӗпе пин-пин ҫынна уяв кӑмӑлӗ парнеленӗ чӑрӑш Кремльте шӑп Кивӗ Ҫӗнӗ ҫулччен — тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Ҫӗнӗ Мускаври Руднево ялӗнче вырнаҫнӑ «Снежана» аш-какай комбинатӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкек сиксе тухнӑ. Газ баллонӗ сирпӗннипе унта вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ, 11 ҫын аманнӑ, вӗсенчен иккӗшне пульницӑна хунӑ. Ҫӗршывӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви вертолет явӑҫтарни пирки пӗлтернӗ. — Ҫулӑм 2500 тӑваткал метр калӑпӑш ҫинче алхасма тытӑннӑ, — пӗлтернӗ федераци шайӗнчи информаци агентствисем. — 1200 тӑваткал метр калӑпӑш лаптӑкра стена ишӗлсе аннӑ. Аш-какай комбинатӗнчен 30-а яхӑн ҫынна илсе тухнӑ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ виҫӗ ҫын ӗҫленӗ иккен. Предприятире хуралҫӑра пилӗк ҫула яхӑн ӗҫлекен Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Ирина каланӑ тӑрӑх, инкек пулнӑ вӑхӑтра вӑл черетлӗ смена хыҫҫӑн ҫывӑрнӑ (унта ӗҫлекенсем комбинат территорийӗнчех, ятарласа уйӑрнӑ пӳлӗмсенче пурӑнаҫҫӗ иккен). Хытӑ сасӑ илтсе вӑраннӑ хыҫҫӑн чӳрече патне чупса пынӑ. Цехран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ, ҫӑлавҫӑсем ҫынсене кӑларнине курнӑ. Хайхи хӗрарӑм Чӑваш Ен ҫыннисем суранланманнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |